FBPzDhJILNQХура тата Азов тинĕсĕсем хушшипе Керченский пролив юхса выртать. Çак пролив урлă Крым кĕперĕ тăсăлать, вăл Крымпа Тамань çурмаутравĕсене сыпăнтарать. Ку кĕпер Крымра пурăнакансемшĕн те, туристсемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ, Раççейĕн ытти регионĕсемпе сыпăнтаракан шанчăклă объект. Çăмăл машинăсемпе автобуссем кĕпер урлă 2018 çулхи май уйă­хĕнчех çÿреме пуçланă. Строительство ĕçĕсем малаллах пыраççĕ-ха. Кĕперĕн чукун çуллă пайне кăçал уçма палăртнă.

Информаци пысăк хăвăртлăхпа инçете вĕçсе сарăлакан вăхăтра пурăннă май эпир кунсеренех тĕрлĕ хыпар пĕлме пултаратпăр. Интернетри социаллă сетьсем пире пĕр вырăнта ларсах инçете илсе çитерме пултараççĕ. Ватсап, Вайбер тата ытти йышши приложенисем пĕр-пĕрин патне сăнÿкерчĕксемпе пĕлтерÿсем, видео ярса пама май параççĕ. Ку çĕнĕлĕхсем пирĕн пурнăçа хăйне майлă пуянлатаççĕ те. Çапла майпа эпир Крым кĕперне тунă çĕрте ĕçлекен Вăрмар район çыннисемпе те çыхăнтăмăр. Строительсен кунĕ умĕн вĕсен ĕçĕ-хĕлне çутатни вырăнлă тесе шутлатăп.

Çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ кĕпере хывнă çĕрте пирĕн ентешсем те вăй хунипе эпир савăнатпăр. Вĕсен шутĕнче: Çитмĕшри Сергей Васильев, Арапуçĕнчи Владимир Семенов, Александр Петров, Мăнçырмари Сергей Константинов, Тикашри Александр Демьянов, Кавалти Сергей Михеев, Арапуçĕнчи Сергей Руссанов, Энĕш­пуçĕнчи Сергей Григорьев. Сергей Станиславович Руссанов — бригадир. Пурте вĕсем «Мостотряд 41» компани ĕçченĕсем шутланаççĕ. «Крым кĕперĕн 19 км тăршшĕ тăсăлакан чукун çул пайне туса пĕтернĕ. Халĕ ăна сăрламалли юлнă. Çумăр час-часах çуни кăна кансĕрлет. Паллах, кĕпер хывасси çăмăл мар, апла пулин те Раççей мăнаçлăхĕшĕн пурнăçланакан пысăк пĕл­терĕшлĕ ĕç пире хавхалантарать, эпир ĕçлени ĕмĕрлĕхех историе кĕрсе юлать. Çак объектра вăй хунăшăн эпир чăннипех те мухтанатпăр», - пĕлтерет инçетрен хă­йĕн шухăшне Сергей Станиславович Руссанов бригадир. Вахтăпа ĕçлеççĕ арçынсем кунта. Пĕр уйăх ĕçлесе теприне канаççĕ. Пурăнма общежити уйăрса параççĕ вĕсене, кунне 3 хутчен вĕри апат çитереççĕ, ятарлă тумтирпе тивĕçтереççĕ. Часах ĕçлесе киле таврăнма та вăхăт çитет строительсен бригадин. Ăнăçу сунатпăр вĕсене!

Э.МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика