k8RmuMTK910 1Çак кунсенче тăван район территорийĕн­че сăваплă та пархатарлă ĕç пулса ирт­рĕ. Вăрмар кукрине /Урмарский поворот\ пырса кĕрекен вырăнта Пуç таймалли хĕрес вырнаçтарса лартрĕç. Аса илтеретпĕр, пĕлтĕр район территорийĕнче çакăн пек 2 хĕрес лартнăччĕ. Пĕрне Вăрмар поселокĕн­чен Шупашкар еннелле каякан çул çинче — Чупай ялĕ еннелле пăрăнакан тăкăрлăкра /«Чупай-Аниш» автоçул çинче/, теприне Вăрмар поселокĕнчен Мăнçырмана тата çав енчи ытти ялсене тухса каякан çул хĕрринче /малтанхи извеç завочĕ çывăхĕнче/ вырнаçтарнă.

Çавăн чухнех çитес çул Вăрмар кукринче те çакăн пек Пуç таймалли хĕрес лартма калаçса татăлнăччĕ ырă ĕç пурнăçлаканĕсем. Ку хутĕнче те пуçаруллă район çыннисем, предпринимателĕсем активлăх кăтартрĕç, пĕрле пуçтарăнса хăйсен тĕллевне пурнăçларĕç.

Пуç таймалли хĕрессем Руç çĕрĕ çинче мĕн авалтан пулнă. Вĕсене уйрăм асăнмалли вырăнсенче, çул тăваткалĕсенче, ялсем çумĕнче вырнаçтарнă. Çапла çула тухакан Турăран пил ыйтнă, аякри çултан киле таврăнакан ăна тав туса хĕрес умĕнче пуç тайма пултарнă. 300 кг таякан 5 метр çÿллĕш тимĕр хĕрессене малтанах ятарласа хатĕр­лесе хунă никĕс çине сваркăпа сыпăнтарса вырнаçтарчĕç. Пуç таймалли хĕресе Тихвински Турамăш турăшĕн Мăнçырмари чиркĕвĕн настоятелĕ Леонид ат­те ятарласа кĕлĕ ирттерсе çветит турĕ. Район çыннисем пуçарулăх кăтартса çак сăваплă ĕçе активлă хутшăннине ырларĕ. Наталья матушка ăна пулăшса пычĕ. Лео­нид атте автомашина водителĕсене çула тухас умĕн сăваплă вырăн çывăхĕнче иртсе кайнă чухне хĕрес хывмаллине, кĕлĕ вуламаллине, çул çинче ăнăçлă çÿреме Турăран пил ыйтмалли çинчен каларĕ. Каялла тĕрĕс-тĕкел таврăнсан Турра тав тумалли çинчен манмалла маррине те палăртрĕ. Сăваплă вырăна чыслă, тасалăхра упрамаллине, начар ĕçсенчен сыхламаллине асăрхаттарчĕ.

Пуç таймалли хĕресе туса кирлĕ çĕре вырнаçтарса лартас ĕçре уйрăмах «Павлов Э.В.», «Михайлов А.Н» уйрăм çын предпринимательсем, Раççей ДОСААФĕн Вăрмарти автошкулĕ, А.Н.Степанов тата ыттисем те пысăк пулăшу кÿнĕ. Кам ĕçпе, кам строительство материалĕсем парса пулăшнă. Ырă туни ырăпа таврăнтăрах.

Э.МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика