Çын сывлăхлă пулсан кăна пурнăç илемлине пирĕн патшалăха ертсе пыракансем тахçанах шута илнĕ тесе калас килет. Мĕншĕн тесен çын сывлăхĕшĕн тăрăшса тĕрлĕрен тĕрĕслев мероприятийĕсем ирттереççĕ. Сывлăха сыватма çăмăллăхсем шухăшласа тупаççĕ. Акă, РФ Президенчĕ В.Путин палăртнă наци проекчĕсенчен пĕрне - сывлăх сыхлавĕпе çыхăннине - пурнăçа кĕртсе пирĕн республикăна мобильлĕ ФАПсем килсе çитрĕç. Вĕсенчен пĕри пирĕн районти тĕп больницăна тивĕçрĕ.
Августăн 19-мĕшĕнче вăл ĕçлеме тытăнчĕ. Чи малтанах мобильлĕ ФАП район центрĕнчен чылай аякра вырнаçнă Пинер ялне çул тытрĕ. Вĕсен тĕллевĕ ялти çул çитнĕ халăха диспансеризаци ирттересси пулчĕ. Уйрăмшар пÿлĕмлĕ мобильлĕ ФАПра халăх сывлăхне тĕрĕслемелли пур условисем те çителĕклĕ. Функционаллă диагностика тума лаборатори пур, хĕрарăмсен сывлăхне тĕрĕслемелли ятарлă пÿлĕмре тĕрлĕ анализсем илсе усал шыçă пуррипе çуккине те пĕлме май пур, васкавлă медицина пулăшăвĕ пама тĕрлĕрен оборудовани те кунтах. Кĕскен каласан, район центрĕнче вырнаçнă тĕп больницăна çитмесĕрех харпăр хăйне кирлĕ медицина пулăшăвĕ илме пулать. Мини-поликлиника хапха умнех килни ырлăх мар-и-ха? Кам хирĕçлĕ çакна!
Пинерти 37 çын çак кун хăйсен сывлăхне пур енчен те тĕрĕслеттерме пултарчĕç. Ку хутĕнче Пинерте пĕтĕмĕшле практика врачĕ М.Петрова, пĕтĕмĕшле практика врачĕн медицина сестри А.Курбанова, Л.Павлова акушерка, И.Крыловапа Г.Чернова фельдшерицăсем активлăх кăтартрĕç. Ялтан тухмасăрах медицина пулăшăвĕ илме май пулнишĕн пинерсем кăмăллă пулнине пĕлтерчĕç.
С.ХАРИТОНОВА,
районти тĕп больницăри профилактика кабинечĕн медицина сестри.