045

Кашни çулах август уйăхĕн вĕçĕнче, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланас умĕн, ра­йонти вĕрентÿ ĕçченĕсем тĕл пулса хăйсен ĕçĕ-хĕлне анлăн сÿтсе яваççĕ. Кăçал та йăлана кĕнĕ йĕркерен пăрăнмарĕç вĕсем.

Иртнĕ эрнере кăна-ха педагогсем республика шайĕнчи конференцине кайса килнĕ, Чăваш Енри вĕрентÿ тытăмĕн аталанăвĕпе çыхăннă тĕп ыйтусене пăхса тухнă, çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче пурнăçламалли стратегиллĕ задачăсене палăртнă. Августăн 26-27-мĕшĕсенче вара районта «Вĕрентÿ» наци проектне пурнăçласа Вăрмар районĕнчи вĕрентÿ тытăмĕнче тума палăртнă приоритетлă задачăсем» темăпа конференци иртрĕ. Конференци ĕçне вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен, тĕрлĕ шайри вĕрентÿ программисене пурнăçлакан вĕрентÿ учрежденийĕсен, педагогикăлла общественность, обществăлла организацисен представителĕсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем хутшăнчĕç.

Вĕрентекенсем валли тунтикун Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕсем вĕрентекен предметсене кура 16 площадка ĕçленĕ. Ĕнер вара районти культура аталанăвĕн центрĕнче вĕрентÿ ĕçченĕсен пленарлă ларăвĕ иртрĕ. Унта иртнĕ вĕренÿ çулне те пĕтĕмлетрĕç, районти вĕрентÿ тытăмĕн ĕçĕ-хĕлĕн приоритетлă енĕсене тата малашлăх тĕллевĕсене те палăртрĕç. Тĕп докладпа Вăрмар район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн начальникĕ Надежда Васильевна Иванова паллаштарчĕ, районти вĕрентÿ тытăмĕн ырă енĕсем çинче чарăнса тăчĕ, йывăрлăхсене тимлĕх уйăрмаллине палăртрĕ. Конференцинче «Вĕрентÿ» наци проектне Вăрмар районĕнче пурнăçлас ыйтусене тишкерчĕç. Асăннă проектпа килĕшÿллĕн икĕ тĕп задачăна пурнăçа кĕртмелле: пĕрремĕшĕ — çĕршыври вĕрентÿ тытăмне тĕнче шайĕнче конкурентлăхпа тивĕçтересси тата пĕтĕмĕшле вĕрентÿ пахалăхĕ енĕпе Раççее тĕнчери малта пыракан 10 çĕршыв йышне кĕртесси, иккĕмĕшĕ — ачана тĕрĕс воспитани парса, пĕтĕм енчен аталаннă тата социаллă яваплă çын туса çитĕнтересси. Районта «Вĕрентÿ» наци проекчĕ шайĕнче регионти 6 проект пурнăçланать: «Хальхи йышши шкул», «Кашни ачан ăнăçлăхĕ», «Ачаллă çемьесене тĕрев парасси», «Цифрăллă вĕрентÿ хутлăхĕ», «Пуласлăхри вĕрентекен», «Социаллă активлăх».

Мероприятине пухăннă педагогика ĕçченĕсене ЧР строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ В.Максимов, Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Зорин тата ыттисем те саламларĕç, çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе районта пысăк ĕçсем тунине палăртрĕç, вĕрентекенсене хăйсен тивĕçĕсене хавхалануллăн пурнăçлама, ĕçре çитĕнÿсем тума ăнăçу сунчĕç.

Çулсеренхи пекех хальхинче те вĕрентÿ учрежденийĕсен ĕçченĕсене тĕрлĕ шайри хисеп хучĕсемпе тата тав çырăвĕсемпе чысларĕç. Акă, Вăрмарти ача-пăча искусство шкулĕн преподавателĕ Е.Ефимов ЧР Пуçлăхĕн укçан паракан хавхалантарăвне тивĕçнине çирĕплетекен свидетельствăна илчĕ. Çитĕнсе пыракан ăрăва вĕрентÿпе воспитани парас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотисемпе Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулти вĕрентекене Н.Быковăна, «Солнышко» ача-пăча сачĕн воспитательне Л.Васильевăна, Кавалти тĕп шкулти вĕрентекене Н.Масловăна, Кивĕ Вăрмарти вăтам шкулти вĕрентекене И.Меркурьевăна, «Родничок» ача-пăча сачĕн воспитательне А.Юнатановăна наградăларĕç. ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулти вĕрентекен С.Тимофеева, Тав хучĕсене Мăнçырмари вăтам шкулти Э.Архипова тата «Колосок» ача-пăча сачĕн воспитателĕ О.Александрова тивĕçрĕç. Чăваш наци конгресĕн Хисеп хучĕсемпе Шăхалĕнчи тĕп шкулти вĕрентекене Г.Матвеевăна, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулти вĕрентекене Н.Максимовăна, Кивĕ Вăрмарти вăтам шкул вĕрентекенне И.Николаевăна чысларĕç. Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн Хисеп гамотисене Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта вĕрентекен А.Григорьева, Энĕшпуçĕнчи вăтам шкулта вĕрентекен П.Егоров, Арапуçĕнчи тĕп шкулти М.Крылова, Пинерти тĕп шкулта вĕрентекен О.Михайлова, Кĕлкешри тĕп шкулта вĕрентекен С.Романова илчĕç. Вăрмар район администрацийĕн Хисеп хучĕсене тивĕçнисем хушшинче Шăхальти тĕп шкул çумĕнчи ача-пăча сачĕн воспитателĕ А.Шамукова, «Ромашка» ача сачĕн воспитателĕ Т.Зайцева, Кавалти тĕп шкулта вĕрентекен Н.Алексеева, «Березка» ача садĕнчи музыка руководителĕ И.Николаева, Çĕнĕ Кинчерти тĕп шкулта вĕрентекен Л.Садовникова, Чулкасри тĕп шкулта вĕрентекен Е.Федорова, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулти водитель Б.Федоров пулчĕç.

Çавăн пекех педагогсем республикăри Профсоюз организацийĕн, районти профсоюз Канашĕн, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн Канашĕн тата ытти наградăсене те тивĕçрĕç.

Конференци торжествăлла лару-тăрура иртрĕ. Çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмлă педагогсем çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче те унчченхи пекех тăрăшулăх кăтартса хăйсен юратнă ĕçне çĕнĕ вăй-хăватпа пурнăçлама шантарчĕç.

И.ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика