IMG 1595

Хаçат урлă «Ял аталанăвĕ - çирĕп çемьере» проекта пурнăçланă май районти тĕрлĕрен-тĕрлĕ çемьесемпе тĕл пулса калаçма тÿр килет. Кашниех вĕсем хăйне майлă, хăйнеевĕрлĕ, пĕр-пĕринчен уйрăлса тăраççĕ. Анчах та вĕсене пурне те пĕрлештерекенни — çемье ăшшине упрама пĕлни, ачасемшĕн чунтан тăрăшни, йывăрлăхсене парăнтарса тату та телейлĕ пурнăçшăн ăнтăлни.

Ку хутĕнче эпир Пинерти Людмила Анатольевнăпа Алексей Анатольевич Петров­сен çирĕп çемйинче хăнара. Çамрăк пулин те хăтлă кил-çурт çавăрса 3 ача çитĕнтереççĕ вĕсем. Асли — 12 çулти Артем, вăтамми — 8 çул тултаракан Арина, кĕçĕнни — 2 çулти Антон. Ачисене алфавитри пĕр­ремĕш сас паллирен пуçланакан ятсем парса пурнăçра та вĕсене малта пулма чĕнсе каланăнах туйăнать. Ялта çуралса çитĕннĕ хĕрпе каччă — Людмила — Аслă Чакра, Алексей — Пинерте — хăйсене ял пурнăçĕпе çыхăнтарнăшăн пĕрре те ÿкĕнмеççĕ, хуларинчен пĕрре те кая мар пурăнма пулать кунта халĕ. Хулана ĕçпе кайсан та часрах тăван яла — киле таврăнас килет.

Людмила И.Я.Яковлев ячĕл­лĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчен технологи тата предпринимательство учительне вĕренсе тухнă. Аслă пĕлÿ илсенех çамрăк учитель Пинерти тĕп шкул çумĕнчи ача садĕнче воспитатель пулса вăй хунă, каярахпа шкул ачисене ĕç урокĕсенче вĕрентнĕ. Ялта ĕçлекен çамрăк специалистсене пурăнмалли çурт-йĕр хăпартма е хваттер туянма пулăшакан патшалăх программипе усă курса Петровсем Пинерте çурт лартма шутлаççĕ. Çурта хăпартса витсе лартнă хыççăн вĕсене çак программăпа килĕшÿллĕн 800 пин тенкĕлĕх ятарлă свидетельство параççĕ. Çемьере иккĕмĕш ача çуралсан паракан амăшĕн капиталне те çурт тунă çĕре яраççĕ. Çапла çине тăрса тăрăшнă хыççăн 2013 çулта çамрăксем хăтлă та илемлĕ, виçĕ хутлă капмар çĕнĕ çурта пурăнма куçаççĕ. Кил картишĕнче те, пÿртре шалта та илемлĕх, хăтлăх, тирпейлĕх хуçаланать, хулари пекех. Людмила Анатольевна халĕ кĕçĕн ывăлĕпе Антонпа декрет отпускĕнче. Апла пулин те ĕçсĕр лармасть. Ялта «Хамăр ял» ятпа ĕçлекен лавкка тытать. 2016 çулта Алексей Анатольевичпа Людмила Анатольевна Пинерти уйрăм çын лавккине туянса хăйсене кирлĕ пек ĕçлеттерме пуçлаççĕ. Халĕ ĕнтĕ ку ĕç ытларах арăмĕ çинче. Лавккара 3 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ, сутуçăсем черетпе ĕçлеççĕ. Тавар ассортиментне пуянлатасси, таварпа вăхăтра тивĕçтерсе тăрасси Людмила çинче. Çăмăл автомашинăпа чупакан çамрăк хĕрарăм пур çĕре те ĕлкĕрет. Унăн мăшăрĕ Алексей Анатольевич вара «Урмарская» коллективлă строительство ор­ганизацийĕн генеральнăй директорĕ. Яваплă должноç йышăннă май унăн вăхăчĕ ытларах ĕçре иртет. Апла пулин те юрат­нă арăмĕпе ачисемшĕн вăхăт тупатех.

Ялта ачасем валли аталанмалли условисем сахал тесе аптраса тăмаççĕ вĕсем. Аслă ывăлĕ Артем, акă, ялти 7-мĕш класа кайма хатĕр­ленет, пĕчĕкренпех самбопа туслă. Унăн пÿлĕмне самбо енĕпе тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнса малти вырăнсене тивĕçни çинчен ĕнентерекен чылай кубоксемпе медальсем, грамотăсем илемлетеççĕ. Иртнĕ çул вăл Кстово хулинче иртнĕ чемпионат­ран, Набережные Челны хулинче иртнĕ турниртан пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе таврăннă. Хамăрăн респуб­ликăри районсенче, Çĕнĕ Шупашкарта, Шупашкарта самбо енĕпе иртекен ăмăртусенче те тăтăшах малти вырăнсене йышăнать Артем. Вăрмар Акатуйĕ­сенче самбо енĕпе иртекен кĕрешÿсенче кашни çулах çĕнтерет. Пĕр ăмăртуран та юлма тăрăшмасть арçын ача. Ашшĕ ăна аякри хуласенче, ытти ра­йонсенче иртекен тытăçусене хăй илсе çÿрет, çула май ра­йонти ытти ачасене те хутшăнтарма илсе каять. Килĕнче те вĕсен тăтăшах хăнăхтарусем тума ятарлă пÿлĕм пур, кунта спорт оборудовнийĕ те выр­наçтарнă. Спортпа туслă пулнисĕр пуçне Артемпа Арина Арапуçĕнчи «Степ» ташă ушкăнĕнче те ташлаççĕ. Людмила хăй те «Степра» хĕрарăмсен ушкăнне ташлама çÿрет. «Ташлани, тăтăшах хускални кăмăла çĕклет, çăмăллăх парать», - тет ахаль те яштака та илемлĕ кĕлеткеллĕ Людмила. Вăрмарти «Илем» физкультурăпа спорт комплексне бассейна та тăтăшах илсе çÿрет ачисене.

Людмилăпа Алексей ра­йонта иртекен самбо ăмăртă­вĕсенче, ял уявĕсенче тăтăшах спонсорла пулăшу параççĕ. Алексей Анатольевич тăван Пинер ял аталанăвĕшĕн тăрăшать. Çак кунсенче, акă, Пинерте «Урмарская» КСО тунă çĕнĕ фельдшерпа акушер пункт­не хута яма палăртаççĕ.

Людмилăпа Алексе­йăн аш­шĕ-амăшĕсем те ачисемпе мăнукĕсем патне тăтăшах килсе çÿреççĕ, пулăшсах тăраççĕ.

Чăнах та Пинер ял тăрăхĕ аталанать. Кунта çамрăксем йышлă пурăнаççĕ, кăçал ял тăрăхĕнче 4 ача çуралнă. Пĕтĕмĕшле Пинерте 355 кил-çурт, вĕсенчен 227-шĕнче ял çыннисем пурăнаççĕ. Ял тăрăхĕпе 1259 çын пурăнать, вĕсенчен 715-шĕ – Пинерте.

«Ял аталанăвĕ – çирĕп çемьере» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ Э.МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика