Пурте пĕрле пĕр тĕллевпе пухăнса вăхăта усăллă та хаваслă ирттернинчен лайăххи мĕн пултăр? Акă, пирĕн районта пурăнакансем те — сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем — иртнĕ шăматкун, Пĕтĕм Раççейри Физкультурник кунĕнче, Вăрмар поселокĕнчи тĕп стадионта пуçтарăнса хăйсен спортри пултарулăхне тĕрĕслерĕç.
Çанталăкĕ ăмăр пулчĕ, тĕксĕм тÿпе халь-халь йăтăнса анас пек тăчĕ пулин те спорт уявне хутшăнакансем — район тата ял тăрăхĕсен администрацийĕсен, районти культура аталанăвĕн центрĕн, тĕрлĕ учрежденисемпе организацисен ĕçченĕсем, сывă пурнăç йĕркине кăмăллакан ытти çынсем, ачасемпе çамрăксем, аслăрах ÿсĕмрисем, спорт ветеранĕсем — çакна курмарĕç те, туймарĕç те тейĕн, пурин те кăмăлĕ çĕкленÿллĕ те савăнăçлă пулни вĕсем çине пăхсан тÿрех палăрчĕ — пĕр-пĕринпе шÿтлесе калаçрĕç, пичĕсем çинче йăл кулă вылярĕ, куçĕсем савăнăçпа çиçрĕç.
Тĕлĕнмелли çук: физкультурăпа спорт, шăм-шака вылятмалли тĕрлĕ хусканусем юнри эндорфинсен — телей гормонĕсен — шайне ÿстереççĕ, çапла çыннăн кăмăл-туйăмĕ те лайăхланать. Ученăйсем тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, командăллă вăйăсене хутшăнакансен эндорфинсен шайĕ тата та çÿллĕрех.
Мероприятин торжествăлла пайне Надежда Давыдова ертсе пыракан «Надежда» фитнес-аэробика ушкăнĕнче ташлакан яштака пÿ-силлĕ те тăпăл-тăпăл хĕрачасем уçрĕç, килĕшÿллĕ хусканăвĕсемпе куракансене савăнтарчĕç.
Унтан саламлă сăмахсемпе Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ — организаципе контроль тата кадр ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Николай Павлов, райадминистрацин физкультурăпа спорт пайĕн начальникĕ Александр Краснов, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн начальникĕ Надежда Иванова, спорт ветеранĕ Николай Михайлов тухса калаçрĕç, хальхи саманара спортпа туслă пуласси ырă йăлана кĕрсе пынине, физкультурăпа спорт çитĕнсе пыракан ăрăва тĕрĕс çулпа пыма хăнăхтарнине, сывă пурнăç йĕрки сывлăха та, туслăха та çирĕплетнине, пурăнас кун-çула вăрăмлатнине палăртрĕç, хамăрăн ентешĕмĕр-спортсменсен республика, çĕршыв, тĕнче шайĕнчи çитĕнĕвĕсем çинче чарăнса тăчĕç, вĕсемпе мухтаннине каларĕç.
Уява пуянлатаканни — чыслав саманчĕ пулчĕ. Районта физкультурăпа спорт енĕпе тунă курăмлă ĕçсемшĕн, спорт пурнăçне активлă хутшăннăшăн, сывă пурнăç йĕркине халăх хушшинче сарнăшăн эпир пурте пĕлекен хисеплĕ тренер-преподавательсене, спорт ветеранĕсене — Юрий Архипова, Василий Семенова, Геннадий Исаева, Николай Таратина — Вăрмар район администрацийĕн тав çырăвĕсемпе наградăларĕç. Çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» /ГТО\ физкультурăпа спорт комплексĕн нормативĕсене пурнăçланисене — Надежда Ивановăна, Надежда Давыдовăна, Нина Петровăна — тивĕçлĕ паллăсем пачĕç.
Малалла, программăпа килĕшÿллĕн, ăмăртусем пуçланчĕç. Чи малтан Вăрмарти А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ умĕнче дартс вăййи иртрĕ. Мишене тĕл персе лектерес текенсем йышлăн пулчĕç, судьясем кам миçе очко пухнине çырса пырса чи пултаруллисене палăртрĕç. Арçынсем хушшинче Олег Мефодьев, хĕрарăмсем хушшинче Людмила Агапова çĕнтерчĕç.
Унтан çăмăл атлетика енĕпе эстафета иртрĕ. Командăсенче тăватшарăн чупрĕç, кашнийĕн 100 метрлă дистанцие парăнтармалла пулчĕ. Организацисемпе учрежденисем хушшинче райадминистрацин организаципе контроль тата кадр ĕçĕсен пайĕ, ял тăрăхĕсем хушшинче Пысăк Енккасси ял тăрăхĕ мала тухрĕç.
Мероприятине хутшăнакансем уйрăмшарăн та чупса ăмăртрĕç. 100 метра чупассипе ача сачĕсене çÿрекенсенчен пуçласа спорт ветеранĕсем таранчченех пурте активлăхпа палăрчĕç.
Ачасем ăмăртни уйрăмах асра юлчĕ. Пĕчĕккĕ пулин те палăртнă дистанцие пурте хыçа хăварма пултарчĕç. Аслисем пирки калас пулсан кунта ăмăрту питĕ çивĕч пулчĕ. Хăшĕсем чăнах та хăйсен çитĕнĕвĕсемпе тĕлĕнтерчĕç, çил пек малалла вĕçтерсе туххăмрах финиша çитсе тăчĕç. Хăйсен çул ÿсĕмĕнчи категорисенче пĕрремĕш вырăнсене йышăннисем хушшинче Николай Романов, Александр Краснов, Николай Николаев, Анастасия Григорьева, Екатерина Николаева, Марина Иванова, Любовь Александрова пулчĕç.
Чăтăмлисене палăртакан ăмăртăва вара — 2000 метра чупассине — чи çирĕпписем те хастаррисем хутшăнчĕç. Камшăн йывăр пулчĕ, камшăн çăмăл — çапах та çак тĕрĕслев витĕр пурте ăнăçлă тухрĕç. Вĕсенчен мала тухнисем — Эдуард Мясников, Денис Григорьев, Владимир Моклаков, Анастасия Григорьева, Ирина Николаева, Вера Шишкина.
Кирек епле ăмăртура та чи кăмăлли те чи кĕтни — çĕнтерÿçĕсене чыслани. Мала тухнисене пурне те грамотăсемпе медальсем пачĕç, унсăр пуçне парнесем те пулчĕç — лавккаран япала туянмалли сертификатсем. Чи пĕчĕккисем пирки калас пулсан вара вĕсенчен нихăшне те уйăрмарĕç — кашниех наградăна тивĕçрĕ.
Уяв кунĕ çакăнпа вĕçленмерĕ-ха. Кăнтăрла хыççăн 3 сехетре Вăрмар хула тăрăхĕн пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн футболла выляссипе Кубок финалĕ иртрĕ. Кунта Энĕшпуç ял тăрăхĕн команди çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ.
Ÿстермесĕрех калама пулать — Физкультурник кунĕ чăнах та питĕ кăмăллă лару-тăрура иртрĕ, телей гормонĕсемсĕр никам та юлмарĕ. Унта тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем хутшăнни, вĕсем хушшинче çемйипех ăмăртакансем пулни физкультурăпа спорт халăхра анлă сарăлса пынине çирĕплетет.
Çемьесем тенĕрен, спорт тумĕсем тăхăнса пурте пĕрле туслăн ăмăртма тухнă ашшĕ-амăшĕсемпе вĕсен ачисем çине пăхма еплерех кăмăллă-çке! Ачана тĕрĕс воспитани парас тесен уншăн хăвăн ырă тĕслĕх пулмалла тесе ахальтен каламаççĕ çав.
«Хусканусăр пурнăç çук» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ И.ДаниловА хатĕрленĕ.