velÇулсерен август уйăхĕн иккĕмĕш шăматкунĕнче Раççейре Физкультурник кунне паллă тăваççĕ. Кăçал уяв ав­гус­тăн 10-мĕшне лекет. Тренерсем, физкультура вĕрентекенĕсем, спортсменсем, çавăн пекех сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем, физкультурăпа спорта кăмăллакансем паян саламлă сăмахсем йышăнаççĕ.

Уявăн тĕп тĕллевĕ — спортпа сывă пурнăç йĕрки çын сывлăхĕшĕн пĕлтерĕшлĕ пулнине кăтартасси, çитĕнсе пыракан ăрăва физкультурăна явăçтарасси. Йăлана кĕнĕ йĕркепе çак кун çĕршывра тĕрлĕ спорт мероприятийĕсем пулаççĕ. Вăрмар районĕнче те шăпах паян уяв ячĕпе ăмăртусем иртеççĕ.

Пĕтĕм Раççейри Физкультурник ку­нĕнче районти физкультурăпа спорт аталанăвĕ çинче чарăнса тăрас килет. Çак кунсенче райадминистрацин физкультурăпа спорт пайĕн начальникĕ А.Крас­нов хăйсен ĕçĕ-хĕлĕн 2019 çулхи пĕрремĕш çур çулăн пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарнă. Аталану ĕç кăтартăвĕ­сенчен паллă тенĕ пек Александр Валериевич та ентешĕмĕрсен спортри çи­тĕнĕвĕсем çине пусăм тунă: «Ра­йон­­та ачасемпе çамрăксен массăллă спорт­не аталантарма мĕнпур условисем пур. Вăрмарти А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче спортăн 9 тĕсĕпе 35 ушкăн ĕçлет /ве­лоспорт, çăмăл атлетика, волейбол, футбол, самбо кĕрешĕвĕ, ирĕк­лĕ кĕрешÿ, бокс, шывра ишесси, фитнес-аэробика\. Ачасемпе çамрăксене, аслăрах ÿсĕмрисене хăйсем пурăнакан вырăнта физкультурăпа спорта явăçтарма районта 9 спортпа сывлăх клубĕ йĕркеленĕ.

Районта 2019 çулхи пĕрремĕш çур çуллăхра район шайĕнчи – 35, респуб­лика шайĕнчи – 8, çĕршыв шайĕнчи 1 ăмăрту ирттернĕ. Пирĕн командăсем Раççей, республика шайĕнчи ăмăртусене хутшăнса самбо енĕпе, шашкăлла, мини-футболла выляссипе, шывра ишессипе, çăмăл атлетикăпа, мас-рест­лингпа, йĕлтĕрпе чупассипе, каратэ енĕпе, велоспортпа çĕнтерÿçĕсемпе призерсем пулса тăнă.

Февраль уйăхĕнче Мускав хулинче самбо енĕпе кĕрешсе мала тухассишĕн иртнĕ Раççей шайĕнчи ăмăртура 17-18 çулхисем хушшинче А.Кириллова 3-мĕш вырăн йышăннă. Шкулсен бас­кетбол лигин «КЭС-Баскет» чемпио­натăн Сĕнтĕрвăрринче иртнĕ регионти тапхăрĕнче Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулти яшсен команди бронза çĕнсе илнĕ. Çĕнĕ Шупашкарта Каратэ WKC енĕпе Раççейĕн мала тухассишĕн иртнĕ 10-мĕш Чемпионатĕнче район каратисчĕсем республикăн пĕрлештернĕ команди шутĕнче 1-мĕш вырăна тухнă. М.Хвостова халалласа мини-футболла выляссипе ветерансем хушшинче Тăвайĕнче иртнĕ уçă турнирта «Урмары ФК» команда кĕмĕл призер пулнă, апрельте те В.Леонтьева халалласа Красноармейскинче иртнĕ уçă турнирта 2-мĕш вырăн йышăннă. Вăрмар поселокĕнчи «Дина» команда Чăваш Енри мини-футболăн наци лигин XIV чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ пулса тăнă. Март уйăхĕнче Шупашкарта мас-рестлинг енĕпе иртнĕ Чăваш Ен Чемпионатĕнче Вăрмар район команди 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ, уйрăмшарăн ăмăртса вара Шăхалĕнчи А.Черновăпа /55 килограмлисем хушшинче\ Энĕш­пуçĕнчи А.Алексеева /75 килограмлисем хушшинче\ 1-мĕш вырăнсене тухнă. Çак хĕрсемех апрель уйăхĕнче Чĕм­пĕрте иртнĕ Атăлçи чемпионатĕнче ылтăн медальсем илнĕ. Алина Алексеева вара июньте Бакура иртнĕ тĕнче Кубокĕн 1-мĕш тапхăрĕнче бронза медале тивĕçнĕ. Халăхсем хушшинче велосипедпа чупассипе Краснодар крайĕнче март уйăхĕнче иртнĕ «Жемчужина моря-2019» ăмăртура Р.Боредский чи хăвăртти пулнă. Республикăри хĕллехи ял вăййисенче пирĕн район команди 3-мĕш вырăн йышăннă. Шывра ишсе мала тухассипе республикăра иртнĕ чемпионатра В.Твердова 3-мĕш вырăна тухнă, спорт мастерĕн кандидачĕн разрядне пурнăçланă. Май уйă­хĕн­че Шупашкарта çăмăл атлетика енĕпе мала тухассишĕн иртнĕ ЧР чемпионатĕнче район спорт­сменĕсем — Кристинăпа Ксения Яковлевасем, А.Кириллов, А.Пет­рова, Г.Софронов — çĕнтерÿçĕсемпе призерсем пулса тăнă».

Куратпăр ĕнтĕ, пи­­рĕн ентешĕмĕрсем рес­публикăра та, çĕршывра та, тĕнчере те пултарулăхĕпе палăраççĕ. Çакă район­ти физкульту­рă­па спорт тытăмĕ вĕ­сене чăнах та ăнăçлă старт панине çирĕп­летет. Райадминист­ра­цин физкультурăпа спорт пайĕ Вăрмарти А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе пĕр­ле район­та пурăнакансене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хавхалантарас тĕлĕшпе миçе тĕрлĕ мероприяти кăна ирттермеççĕ пулĕ. Вĕсене хутшăнакансен йышĕ çулсеренех ÿссе пырать, «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ», «Наци чупăвĕ», РФ спорт мастерĕн С.За­харован парнисене çĕнсе илессишĕн, Н.Гренадерскине асăнса çăмăл атлетика енĕпе иртекен ăмăртусенче тата ыттисенче те халăх яланах йышлă. А.Трофимова асăнса маунтинбайк кросс-кантри енĕпе иртекен ăмăртусем мĕне тăраççĕ. «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕ те кашни çулах йĕлтĕрпе чупассипе ăмăрту ирттернине палăртмалла. Районти ял тăрăхĕсенче те тĕрлĕ ăмăртусем ирттересси ырă йăлара. Çавăн пекех районта Пĕтĕм Раççейри «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» /ГТО\ физкультурăпа спорт комплексĕ малалла аталанса пырать, кулленех Сывлăхпа спорт кунĕсем иртеççĕ.

Юлашки çулсенче сывă пурнăç йĕр­кине тытса пырасси халăхра анлă сарăлса пырать, çĕнĕрен вăй илет тесен те йăнăш мар. Апла паян, Физкультурник кунĕнче, канмалли кун пулнине шута илсен пушшех те, кулленхи ĕçсем пирки манса, компьютерсем умĕн­чен пăрăнса, диван çинчен тăрса, сиенлĕ йăласене «çук» тесе вăхăта хамăр сыв­лăха çирĕплетессине уйăрмалли питĕ лайăх сăлтав. Паян кăна мар, кашни кун çапла пулсан тата лайăхрах. Уяв ячĕпе пурне те!

«Хусканусăр пурнăç çук» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ И.ДаниловА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика