IMG 4318

Тăрăшуллă та ĕçчен, тăван çĕре юратакан, ăна чунтан парăннă çынсем çеç йывăрлăха чăтса çĕр ĕçĕпе ĕçлеме пултараççĕ. Вĕсен ырми-канми ĕçлени вара кĕркуннехи пÿлме еплерех тулнинчен палăрать. «Кĕрхи пуянлăх - хĕл каçмалăх», - текен ваттисен каларăшĕ шăпах çĕр ĕçченĕн ĕç-хĕлне пĕтĕмĕш­ле хаклакан сăмахсем тесе шутлатăп. Пуянлăха пухиччен малтан сахал мар тар кăлармаллине пурте пĕлеççĕ.

Районта кĕрхи ĕçсем юлашки гектарĕсем çинче пыраççĕ тесен те тĕ­рĕсех калатăп пулĕ, мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра сивĕрех çанталăка тÿсекен культурăсене пухса кĕртеççĕ. Эпĕ Кĕлкешри «Ямуков Г.Н.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче пулнă кун кунта йĕпе çанталăка пăхмасăрах хĕрлĕ кăшман кăларатчĕç. Кашни кунпа туллин усă курса юлашки гектарсем çинчен кăшмана пухса кĕртес тесе 30 яхăн ĕçчен тăрăшаççĕ /ÿкер­чĕк çинче кăшман кăларакансен пĕр ушкăнĕ/. «Çанталăкĕ те куç хĕссе вылянă пекех тăрать. Хĕвел пăхнă вăхăтрах çумăрĕ килсе чашлаттарать. Кунта вăй хуракансем пурте питĕ ĕçчен, пĕрне ырласа, тепĕрне хурласа каламалли çук. Пурте пĕр тĕллевпе, мĕн хушнине тĕплĕн пурнăçласа ĕçлеççĕ. Мĕн пухса кĕртнине вăхăтра упрама хурасси вара тĕп вырăнта. Йĕркеллĕ упрансан туянакансем те тупăнсах тăраççĕ, хуçалăх кассине те укçа-тенкĕ аван кĕрет. Апла пулсан кунта ĕçлекенсене те кÿрентермеççĕ, мĕн чухлĕ ĕçлетĕн, çавăн чухлĕ укçине те параççĕ. Хуçалăх çитĕнĕвĕ эпир ĕçленинчен те нумай килнине лайăх ăнланатпăр, çавăнпа та пурте тăрăшуллă. Йĕпе-сапаллă çанталăкра ытларах ума лартнă тĕллеве пурнăçлас текенсем, çирĕп çынсем ĕç­леççĕ. Кун пеккисем пи­рĕн таврари Кĕлкеш, Çитмĕш, Тупах, Анаткас, Пинер, Чулкас, Ямпай, Вăтакас, Кĕтеснер ялĕсенче тата Вăрмар поселокĕнчен сахалах мар. Хăшĕсем пĕр кун сиктермесĕр ĕçе çÿрекенсем те пур. «Ĕçе кадрсем татса параççĕ», – тенĕ пек вĕсем пирĕн шанчăклă», – тет кунти управляющи М.Миронов. Вăл ĕçпе шанăçа кĕнĕ ĕнтĕ, ун пирки хуçалăх пуçлăхĕ Г.Ямуков та ырăпа калать. Ял хуçалăх ĕçченĕсем çав тери хастар, ĕçе пуçăнсан чарăнса тăмаççĕ, ĕçе вĕçне çитерес тесе çанталăка пăхмасăрах тăрăшаççĕ. Ыранхи кун паянхи ĕçрен палăрнине лайăх ăнланаççĕ.

А.НИКОЛАЕВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика