Çулсеренех çуркунне-кĕркунне Вăрмар районĕнче Призывник кунĕ иртет. Акă иртнĕ ытларикун та кĕрхи призывпа çара кайма хатĕрленекен çамрăксем Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти актовăй залта пуçтарăнса торжествăлла лару-тăрура повесткăсем илчĕç.
Пулас салтаксене хавхалантарса çак асра юлакан самантра вĕсемпе пĕрле çывăх çыннисем, тăванĕсем, юлташĕсем, çавăн пекех асăннă шкулта аслă классенче вĕренекенсем те пулчĕç. Призывниксене Вăрмар район пуçлăхĕ — районти призыв комиссийĕн председателĕ М.Пуклаков, райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Н.Павлов, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ О.Кошельков, район прокурорĕн аслă пулăшуçи Ю.Никифоров, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн начальникĕн заместителĕ С.Уливанова, Çĕрпÿ, Красноармейски, Куславкка тата Вăрмар районĕсен çар комиссарĕ В.Буклаков саламларĕç. Тăван çĕршыва хÿтĕлесси кашни çыннăн сумлă тивĕçĕ пулнине, çĕршыв тăнăçлăхĕ шăпах та службăра сыхă тăракансен паттăрлăхĕнчен килнине, ку тĕлĕшпе вăрмарсем яланах ырăпа палăрса тăнине, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче салтак тивĕçне пурнăçлакан пирĕн ентешĕмĕрсен ячĕпе килекен тав çырăвĕсем çакна туллин çирĕплетнине каларĕç. Тăван район чысне ямасăр çĕршывăмăрăн лăпкăлăхне тÿрĕ кăмăлпа сыхлама, тăван тăрăха тĕрĕс-тĕкел таврăнса службăра пулнă çулсене лайăхпа кăна аса илме сунчĕç.
Вăрмар район прокурорĕн аслă пулăшуçи Ю.Никифоров /ÿкерчĕк çинче/ çар службин сумне тата илĕртÿлĕхне ÿстерес тĕлĕшпе патшалăх тĕрлĕ мерăсем йышăннине пĕлтерчĕ. Акă, «О внесении изменений в отдельные законодательные акты Российской Федерации в части реализации мер по повышению престижа и привлекательности военной службы по призыву» 2013 çулхи июлĕн 2-мĕшĕнчи 170 номерлĕ Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн «О воинской обязанности и военной службе», «О статусе военнослужащих», «О государственной гражданской службе Российской Федерации», «О муниципальной службе Российской Федерации», «Об образовании в Российской Федерации» Федераллă саккунсене хушса çырнисене кĕртнĕ. Асăннă саккунсене кĕртнĕ улшăнусемпе килĕшÿллĕн çар службинче пулнă, аслă пĕлÿ илнĕ граждансем экономикăпа управлени, ытти хушма программăсем енĕпе вĕрентÿ ĕçне пурнăçлакан аслă вĕренÿ заведенийĕсене кĕнĕ чухне ыттисемпе танлаштарсан çăмăллăхсене тивĕçеççĕ. Çавăн пекех, çак саккунсенче палăртнă тăрăх, призыв комиссийĕ саккунлă сăлтавсăр çар службинче пулман тесе йышăннă çынсене патшалăхăн гражданла тата муниципаллă службисене ĕçлеме илмеççĕ.
Призывниксене саламланă май Çĕрпÿ, Красноармейски, Куславкка тата Вăрмар районĕсен çар комиссарĕ В.Буклаков патриотизмла воспитани парассишĕн тăрăшнăшăн, шкулсенче çарпа патриотизм клубĕсем, пĕрлешĕвĕсем йĕркеленĕшĕн вĕсен вĕрентекенĕсене тав турĕ. Халăхсем хушшинче РФ çарпа флот авторитечĕ ÿснине палăртса Тăван çĕршывăмăра хÿтĕлекенсемпе мухтаннине каларĕ. Пулас салтаксене мĕн кĕтнине, хăйсене мĕнле тытмаллине ăнлантарчĕ. Унтан çара кайма хатĕрленекен çамрăксем черетпе сцена çине хăпарса повесткăсем, асăнмалăх парнесем илчĕç.
И.ДАНИЛОВА.