Каратэ. Вăрмар район спортсменĕ, Шăхаль ялĕнче çуралса ÿснĕ Людмила Григорьева каратэ WKC енĕпе Сербинчи Белград хулинче иртнĕ 13-мĕш Тĕнче Чемпионатне хутшăннă. Пултаруллă каратистка уйрăм ката енĕпе бронза призер пулса тăнă, командăллă ката енĕпе 21 çултан аслăрах хĕрсем хушшинче кĕмĕл призер ятне тивĕçнĕ. Людмилăна каратэ çулĕ çине тăма унăн ашшĕ Юрий Иванович Григорьев тренер пулăшнă. Хальхи вăхăтра Людмила Чăваш Республикинчи каратэ Федерацийĕн секретарĕ.
Самбо. Иртнĕ канмалли кунсенче Казахстанра Атырау хулинче 2004-2005 çулсенчи яшсем хушшинче Казахстан Республикин тава тивĕçлĕ тренерне К.Т.Табынбаева асăнса самбо енĕпе Халăхсем хушшинчи V турнир пулнă.
Турнир пĕтĕмлетĕвĕ ырă хыпарпа савăнтарнă: Вăрмар район самбисчĕ, Лев Кузьмич Уливанов тренерăн воспитанникĕ, халĕ Шупашкарта олимп резервĕн училищинче вĕренекен Илья Алексеев /сăнÿкерчĕкре сулахайран иккĕмĕш/ 71 килограмлă спортсменсем хушшинче чи вăйли те хастарри пулнă, 1-мĕш вырăна тухса ылтăн медальпе Диплома тивĕçнĕ.
ГТО. Нумаях пулмасть ГТО нормативĕсене пурнăçламалли пунктсенче, çав шутра Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта та, районти вĕрентÿ учрежденийĕсенчи II пусăмри ачасем — 3-4-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» /ГТО/ Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн кĕрхи фестивалĕ иртнĕ. Мероприятин официаллă пайĕнче райадминистрацин физкультурăпа спорт пайĕн начальникĕ Александр Краснов асăннă шкулта вĕренекен ачасене, нормативсене пĕлтĕр пурнăçланăскерсене, I пусăмри ГТО паллисемпе наградăланă.
Фестиваль хаваслă иртнĕ. Нормативсене пурнăçлама пуçличчен ачасем тĕрлĕ хусканусем туса ÿт-пĕвне çемçетнĕ, хăйсен кăмăл-туйăмне çĕкленĕ. Зачетсем вăхăтĕнче те хавхаланăва çухатман, гимнастика сакĕ çине тăрса кам хăш таран пĕшкĕнма пултарнине тĕрĕсленĕ, туртăнас, вырăнтан вăрăмăшне сикес, çурăм çине выртса кĕлеткене çĕклес, отжимани тăвас, чупас тĕлĕшпе пултарулăхне кăтартнă.
Райадминистрацин физкультурăпа спорт пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçал районта ГТО нормативĕсене пурнăçламалли центрта пĕр пине яхăн çын хăйсене тĕрĕсленĕ. Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх чи маттуррисем ГТО паллисене тивĕçĕç.
Боксра хăюллисем кăна
Вăрмар тăрăхĕ чаплă спортсменсемпе пуян. СССР тата Раççей спорт мастерĕн нормативĕсене пурнăçланисем 130 çын ытла шутланаççĕ, спорт мастерĕн кандидачĕсем те çавăн чухлех. Вăрмар районĕнчен тĕрлĕ çулсенче Олимп вăййисене чи пултаруллă ултă спортсмен хутшăннă, вĕсенчен виççĕшĕ — икĕ хутчен. Республикăри яллă ытти районсемпе танлаштарсан, Олимп вăййисене пĕр районтан çавăн чухлĕ чăваш ывăл-хĕрĕ хутшăнни нихăçан та пулман.
Пинерте çуралса ÿснĕ Валериан Соколов боксер 1968 çулта Мехикăри XIX Олимп вăййисенче ылтăн медаль çĕнсе илнĕ /ÿкерчĕк çинче\. Ылтăн медале тивĕçнĕ чăвашсен пĕрремĕш олимпиецĕ вăл. В.Соколов боксер СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, тăватă хут СССР чемпионĕ /1968, 1969, 1971, 1973/, СССР Кубокĕн çĕнтерÿçи /1967, 1970, 1971/.
2013 çулта А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче бокс уйрăмĕ уçăлнăранпа Г.М.Николаев тренер çамрăк боксерсене В.Соколов боксерăн ырă тĕслĕхĕ çинче воспитани парассине тĕп вырăна хурса ĕçлет, пултаруллă боксер пек пулма хăнăхтарать. Уйрăма çÿрекен 20 ачаран 2-шĕ — Никита Васильевпа Игорь Николаев Раççей спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. 7-шĕ республикăри, Атăлçи федераци округĕнчи тата Раççейри ăмăртусен призерĕсем шутланаççĕ. Çамрăк боксерсен пултарулăхне туптас, ăста спортсменсем хатĕрлес тĕлĕшпе ăмăртусемпе тĕрлĕрен тĕлпулусем тăтăшах йĕркелеççĕ. Акă, кăçалхи ноябрĕн 29-мĕшĕнче Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулта А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулне уçнăранпа 50 çул çитнĕ ятпа бокс енĕпе мала тухассишĕн ăмăрту ирттереççĕ. Тупăшăва Шупашкартан тата кÿршĕллĕ районсенчен çамрăк боксерсем йышлăн хутшăнаççĕ.
Ăмăртăвăн тĕп спонсорĕ — «Чăвашметалл» акционерсен уçă обществин генеральнăй директорĕ, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн хисеплĕ президенчĕ, Вăрмар районĕн хисеплĕ гражданинĕ, бокс енĕпе СССР спорт мастерĕн кандидачĕ Леонид Максимович Григорьев.
Ăмăртăва Шупашкартан сумлă та хаклă хăнасем — тĕнче Кубокĕн çĕнтерÿçи, Европа чемпионĕ Валерий Янович Лаптев; тĕнче чемпионĕ, икĕ хут СССР чемпионĕ Валерий Константинович Львов; Европа чемпионĕ, икĕ хут СССР чемпионĕ Владимир Максимович Мельник; Раççей чемпионĕ, СССР спорт мастерĕ Валерий Витальевич Гордеев тата ыттисем те килме кăмăл тунă.
Бокс спортне кăмăллакансене ăмăртăва килсе курма ырă сунса кĕтеççĕ.
Вăрмар самбисчĕсем çитĕнĕвĕсемпе савăнтарнă
Çак кунсенче Мари Эл Республикинчи Медведево поселокĕнче «Витязь» спорт комплексĕнче «Всероссийский День Самбо в Республике Марий Эл» ятпа спорт уявĕ иртнĕ. Унта Мари Эл тата Чăваш Республикисенчен 150 ытла çамрăк спортсмен хутшăннă. Вĕсем виçĕ ушкăнра тупăшнă: 12 çулчченхисем, 14 çулчченхисем тата 16 çулчченхисем.
Вăрмар район самбисчĕсем те, Иван Никитин тата Лев Уливанов тренерсен воспитанникĕсем, турнира хутшăнса хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтарнă.
Чулкасри Айрат Мингазов /50 кг/ 1-мĕш, Анаткасри Павел Комаров /50 кг/ 3-мĕш, Энтриялĕнчи Иван Еруков /42 кг/ 2-мĕш, Ямпайĕнчи Тимофей Иванов /38 кг/ 3-мĕш, Пинерти Артемий Петров /54 кг/ тата Кирилл Иванов /42 кг/ иккĕшĕ те 1-мĕш вырăнсене йышăннă. Вăрмар поселокĕнчи Иван Галкин /50 кг/ 1-мĕш, Артемий Иванов /34 кг/ 2-мĕш, Иван Григорьев /31 кг/ 1-мĕш, Дмитрий Алексеев /42 кг/ 3-мĕш, Артемий Васильев /34 кг/ 3-мĕш, Кирилл Морозов /38 кг/ 2-мĕш, Ярослав Спиридонов /42 кг/ 3-мĕш, Иван Кузьмин /27 кг/ 3-мĕш, Анатолий Илларионов /29 кг/ 2-мĕш пулнă.
«Хусканусăр пурнăç çук» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ И.Данилова хатĕрленĕ.