img 20191216 134456Тикаш ял тăрăхĕнчи Хĕрлĕçыр ялĕ тата Шăхаль ял тăрăхĕнчи Шăхаль ялĕ юнашарах вырнаçнă, вĕсем хушшинче тÿртен 4 километр кăна, асфальт сарнă çулпа каяс пулсан — 12 километр.

Шăхальпе Хĕрлĕçыр хушшипе Сăхăт çырми юхса выртать. 2007 çулта икĕ ял тăрăхĕн администрацийĕсем тăрăшнипе Сăхăт урлă кĕпер хывнă, ăна халăхра «Туслăх кĕперĕ» тесе ят панă. Мĕнле пулса кайнă-ха çак ят? «Туслăх кĕперĕ» тесе чи малтан Çветтуй Петрпа Павел апостолсен ячĕллĕ Шăхалĕнчи чиркĕвĕн настоятелĕ пулнă Павел атте каланă /шел пулин те, вăл çак тĕнчерен уйрăлса кайнă ĕнтĕ\. Вăлах хăй вăхăтĕнче кĕпер ыйтăвне татса парас ĕçе пурнăçлама пулăшнă, мĕншĕн тесен кĕрлĕ-çурлă вăхăтра хĕрлĕçырсене Шăхальти чиркĕве çÿреме çăмăлах пулман.

Вăхăт иртнĕçем кĕпер кивелнĕ, çавăнпа 2010 çулхи сентябрь уйă­хĕнче хĕрлĕçырсемпе шăхальсем пĕрле ĕçленипе ăна юсаса çĕнетнĕ. Кăçал çуркунне паллă мар çынсем типĕ курăка чĕртсе янипе вара кĕпер каллех сиенленнĕ, ун урлă çуран та, автомашинăпа та каçма хăрушă пулса тăнă, çавăнпа кĕпере юсас ыйту çивĕч тухса тăнă.

Мĕн ĕмĕртен туслăн пурăнакан хĕрлĕçырсемпе шăхальсем хальхинче те пурте пĕрле кар тăрса кĕпере юсама тĕллев тытнă. Малтанах Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕн А.Горбуновăн пуçарăвĕпе Шăхалĕнчи масар çинчен каснă ватă хурăнсене шăхальсем кĕпер тĕлне илсе çитернĕ, ун хыççăн Тикаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Черкасов пуçарăвĕпе хĕр­лĕçырсем пĕренесене хатĕрлес ĕçе тытăннă.

Пĕр-ик эрне каялла вара икĕ ялта пурăнакансем ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе пĕрле кĕпере юсама тухса пысăк воскресник ирттернĕ. Тепĕр кунне те пурте пĕрле туслăн ĕçлеме тухнă. Ырă ĕçе хутшăнакансем апата килĕсене кайса вăхăта усăсăр ан ирттерччĕр тесе хăйсен ялĕсемех вĕсене вĕри апатпа тивĕçтернĕ. Кĕпере юсас ĕçе В.Чер­касов, А.Горбунов, А.Петров, Ю.Андреев, В.Васильев, В.Григорьев, В.Трофимов, В.Григорьев, В.Поршев, В.Анатов, Ю.Анатов, А.Мои­сеев, А.Гафитуллин тата ыттисем те активлă хутшăннă.

Паянхи кун тĕлне пĕренесене хатĕрлесе çырма урлă вырнаçтарса хунă, анчах ĕçĕ вĕçленнĕ теме иртерех-ха: çиелтен хăма сармалла тата кĕпер карлăкне /перила\ тумалла. Иккĕленместпĕр, хĕрлĕçырсемпе шăхальсем унчченхи пекех пурте пĕрле тăрăшсан пуçланă ĕçе вĕçне çитереççех.

В.НАРСОВ, Тикаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕн заместителĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика