007

Хальхи саманара ачасене тарăн пĕлÿ илме вĕрентÿ организацийĕсенче мĕнпур услови çителĕклĕ, ан ÿркен кăна. Кашни вĕренекене унăн туртăмĕсене, пултарулăхне кура пĕлÿ парасси те вĕрентÿ тытăмĕнче малти вырăнта. Акă, сăмахран, Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул çумĕнчи агрокласра ăс пухакан ачасем çутçанталăк çинчен вĕрентекен тата техникăллă наукăсен вăрттăнлăхĕсене шĕкĕлчеççĕ.

Ку шкулти агрокласс 2017 çулта уçăлнă. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ республикăри районсенче ятарласа уçнă классенчен шучĕпе пиллĕкмĕш пулнă. Агрокласра вĕренекенсем, 10-11 классем, тĕрлĕ экскурсисене тухса çÿреççĕ, практика занятийĕсене хутшăнаççĕ, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн преподавателĕсем ЧР Ял хуçалăх тата Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствисемпе пĕрле хатĕрленĕ курссен программи тăрăх вĕренеççĕ.

Иртнĕ кунсенче республикăри агроклассенче вĕренекен 147 çамрăк, 11 классем, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче профильлĕ тестированине хутшăнса математика, биологи, обществознани тата физика енĕпе хăйсен пĕлĕвне тĕрĕсленĕ. Чи маттуррисен шутне кĕме тата академин ятарлă стипендине илсе тăма ачасен икĕ дисциплинăпа чи пысăк балл пухмалла пулнă. Конкурс комиссийĕн членĕсем тестировани результачĕсене пĕтĕмлетсе Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн стипендине тивĕçнĕ ачасене палăртнă. Çак стипендине академи 2020 çулхи пĕрремĕш пилĕк уйăх хушши тÿлесе тăрĕ.

Вăрмарсен мухтанмалăх сăлтавĕ пур — стипендине тивĕçнĕ 10 ачаран 5-шĕ шăпах Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкултан. Ку вăл 11б класри Татьяна Андреевăпа Александр Зайцев тата 11в клас­ри Кристина Долгова, Есения Тимофеева, Алевтина Матвеева /ÿкерчĕк çинче\. Асăннă çитĕнÿ вĕсене халь кăна мар, малашне те пулăшу кÿме пултарĕ — Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине вĕренме каяс кăмăл пулсан вĕренме кĕмелли балсем çумне тата 7 балл хутшăнĕ, унсăр пуçне малтанлăха уйăхсерен 5-шер пин стипенди тÿлĕç.

Пултаруллă çамрăк ентешĕмĕрсем пиллĕкĕшĕ те вĕренÿре лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пынине, тĕрлĕ шайри олимпиадăсене хутшăнса малти вырăнсене йышăннине палăртмалла, пурте тенĕ пекех шкултан медальпе вĕренсе тухас шанăçлă. Унсăр пуçне волонтерсен ретĕнче те тăраççĕ.

Уйрăмшарăн илес пулсан Есения биологи предметне килĕштернине, ÿкерме, ташлама кăмăлланине, тĕрлĕ чĕлхесемпе кăсăкланнине каларĕ. Кристина спортпа туслă — каратэ, волейбол, баскетбол енĕпе хастар. Алевтина та çутçанталăк наукисемпе интересленет, ташлать. Татьяна волейболла вылять, ÿкерес енĕпе пултаруллă — ача-пăча искусство шкулне пĕтернĕ. Саша вара футболла выляма кăмăллать.

Ун пек пăхсан та, кун пек пăхсан та питĕ маттур çамрăксем. Малашлăхра та вĕсем хăйсен тĕрлĕ çитĕнĕвĕсемпе савăнтарасси иккĕлентермест.

И.ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика