«Экологи» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пирĕн районта 4 проект ăнăçлă ĕçлесе пырать. Ку проектпа килĕшÿллĕн республикăра тата икĕ хушма проект ĕçлет.

«Комплексная система обращения с твердыми коммунальными отходами» регион­ти проектпа килĕшÿллĕн ра­йонти хула, ял тăрăхĕсенче ĕçсем активлă пулса пычĕç. Кашниех «МВК «Экоцентр» тулли мар яваплă обществăн пирĕн районти представите­лĕсемпе тачă çыхăнса ĕç­ле­се пыраççĕ. Хытă каяшсене контейнерсенчен турттарса тухассипе ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Вĕсене хула, ял тăрăхĕсенчи кашни урамсенче тенĕ пекех лартса тухнă: паянхи куна 275 контейнер çинчи çÿп-çапа куллен тасатсах тăраççĕ.

«Чистая страна» регионти проект та мероприяти планĕсемпе килĕшÿллĕн пулса пырать. Тирпей-илем кĕртессипе тĕрлĕрен мероприятисен планне туса хунă. Хытă каяшсене хумалли санкцилемен вырăнсене тĕп тă­вассипе те ĕçлетпĕр. Тикаш, Арапуç, Чулкас ял тăрăхĕсенче 2018 çулта 12 свалкăна тасатса тирпейленĕ. Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннисене халалласа лартнă палăксене тирпей-илем кĕртес­сипе те ĕçлетпĕр. Кĕлкеш ял тăрăхĕн­че тата Кинчерте Г.Ямуков тата П.Крылов хресчен-фермерсем тăрăшни­пе çĕнĕ палăксем лартнă, киввисене тир­пейленĕ. çавăн пекех Урнарпа Çĕнĕ Кавал ялĕсенче те палăксем туса лартнă. Кашни çуркуннепе кĕркуннех тавралăха тирпей-илем кĕртессипе районта субботниксем йĕркелетпĕр.

«Сохранение лесов» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн хамăр район территорийĕнче кашни çулах тĕрлĕрен йывăç-тĕмсем лартса хăваратпăр. Хăрнă йывăç вырăнне çĕннисемпе улăштарсах тăратпăр. Йывăç лартнă вырăнсенче типĕ курăксене тасатса тирпейле­сех тăратпăр. Çакă посадкă­сенче пушар тухасран та сых­лать, асăрханулăха ÿстерет. «Посади дерево и сохрани его», «Всероссийский день по­садки леса» ятпа иртекен мероприятисене те районта пурăнакансем хаваспах хутшăнаççĕ. Ку ĕçе шкул ачисем, доброволецсем, волонтерсем, вырăнти хăйтытăмлăх управленийĕн ĕçченĕсем тата ытти служащисем те активлă хутшăнаççĕ.

«Чистая вода» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн район­ти шыв пăрăхĕсене тата çăл­­куçсене тасатса тăратпăр. Тата ытти тĕрлĕ ĕçсене пурнăçлатпăр. Ку енĕпе документ ĕçĕсемпе те нумай тăрăшмалла. Çапла вара районти яллă вырăнсенчи шыв пăрăхĕсене реконструкцилессипе те, çĕнĕрен хăпартса лартассипе те проект докуменчĕсене хатĕрлетпĕр те ĕçе кĕртетпĕр.

Хамăр пурăнакан территоринче тасалăх хуçалантăр тесен пурин те пурнăç çине хуçалла пăхмалла.

Н.НИКОЛАЕВ, район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ, ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Март 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 29 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии