Пурнăçри мĕнпур лайăххи этемлĕхĕн хÿхĕм пайĕпе – хĕрарăмсемпе çыхăннă. Кил-йышшăн тăрăшнипе пĕрлех ытти ĕçсене те активлă хутшăнса ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Мĕн авалтан хĕрарăмсен çемçе те çепĕç алли тĕрлĕ тĕрĕ тĕрленĕ, çĕвĕ ĕçне пурнăçланă. Халĕ те çак ĕçе малалла тăсаççĕ.
Районти «Светлана» тулли мар яваплă обществăра паянхи куна пĕтĕмпе 68 çын тăрăшать. Вĕсенчен Чупайĕнчи филиалта - 8 хĕрарăм, Элĕк /Аликово\ районĕнчи Элĕк салинче 17 çын тăрăшать. Ку коллектива вара нумай çул ĕнтĕ Светлана Николаевна Белоусова ертсе пырать. Пĕрре пăхсан ăна черчен те çепĕç кăмăллă хĕрарăм пулнине туйса илетĕн. Анчах та вăл малашлăха тĕллевлĕн пăхакан çирĕп чунлă та пархатарлă, хăйĕн ĕçне тĕплĕн пурнăçлакан руководитель.
«Светлана» тулли мар яваплă общество ĕçлеме тытăннăранпа кăçал 10 çул çитет. Кун çинчен çавра юбилейĕ çитсен çырса пĕлтерĕпĕр-ха. Халĕ вара ку предприятире 10 çул вăй хуракан Алефтина Аркадьевна Ильина çинчен кăштах аса илсе хăварар. Вăл кунта ĕçлеме тытăниччен «Паха тĕрĕ» çĕвĕ фабрикинче тĕрĕ тĕрлекенре чылай çул тăрăшнă. Вăл вăхăтра ăна та С.Белоусова ертсе пынă. Пурнăçĕ улшăннă май Светлана Николаевна хăй уйрăм тулли мар яваплă общество йĕркелесе ярсан А.Ильина кунта ĕçлеме куçнă. Ямпайĕнче çуралса ÿснĕскер, Кивĕ Вăрмарти А.Ильинпа пĕрлешсе çемье çавăраççĕ. Халĕ Ильинсен çемйи Вăрмар поселокĕнче пурăнать, ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ. Алефтина Аркадьевна малтанах Кÿкеç поселокĕнче тĕрĕ ăстисене хатĕрлекен курсран вĕренсе тухнă. Мĕнле кăна тĕрĕ тĕрлемен пуль вĕсен ушкăнĕ, хăйсен ал ĕç ăсталăхĕпе таврара палăрса тăнă. Çĕвĕ ĕçĕ те Алефтинăшăн ют пулман. Çĕвĕ машини умне ларнă та йĕр хыççăн йĕр хăварса ума лартнă тĕллеве пурнăçланă. Çĕвĕ ĕçĕ нимĕн те мар текенсене çапла та калас килет: тен вăл çиелтен пăхсан кăна çăмăл пек туйăнать. Анчах та пĕр-пĕр тумтир çĕлеме пуçличчен мĕнле кăна ĕç туса ирттермелле мар-ши? Кунти çĕвĕçĕсем каланă тăрăх, материала малтан лекалсем хурса мелпа çырса хатĕрлеççĕ, унтан касаççĕ, каярахпа çĕвĕ цехне çитсе çип çапнă пек тÿрĕ йĕрпе çĕлеççĕ. Хальхи вăхăтра кунта ытларах ĕç тумтирĕсем ăсталаççĕ. Ĕçленĕ вăхăтра çĕвĕçĕсем ĕç хăрушсăрлăхĕн нормисене пăхăнса ĕçлеççĕ. Ку тĕлĕшпе кашни ир пулакан кĕске калаçу вăхăтĕнче вĕсене аса илтерсех тăраççĕ. Саккасĕсем килсех тăнине палăртаççĕ çĕвĕçĕсем. Хамăр районтан пуçласа Шупашкара тата Мускава çитеççĕ вĕсем çĕленĕ ĕç тумтирĕсем. Бухгалтери ĕçченĕсем каланă тăрăх, 2019 çулта 61 пин издели çĕлесе кăларса 35 млн та 400 пин тенкĕлĕх тавара тĕрлĕ çĕре ăсатнă. Ĕç укçине ĕçленĕ тăрăх тÿлеççĕ, кам мĕнлерех вăй хурать: 15 пин тенкĕрен пуçласа 20 пин тенкĕ таран. Ытларах ĕçлесе илсен кăмăл-туйăм та çĕкленсе каять ĕнтĕ. Тулли мар яваплă обществăн çитĕнĕвĕнче ĕçрен ÿркенмен Алефтина Аркадьевнăн тÿпи те пур. Апла пулсан, унăн çак коллективпа татах та нумайрах ĕçлемелле пултăр. Туслă коллективра ĕçĕ те ăнăçать.
А.НИКОЛАЕВА.