Раççей Президенчĕ В.Путин 2019 çула Театр çулталăкĕ тесе палăртнă. Çавна май Раççейре, çавăн пекех пирĕн тăрăхра та театр çулталăкне анлăн ирттерчĕç. Вăл театр искусствине халăхра аталантарма, культура хаклăхне упрама, çамрăк ăрăва эстетика тĕлĕшĕнчен воспитани пама, ял тăрăхĕсенчи наци йăли-йĕркисене упрама пулăшать.
Иртнĕ çул Театр çулталăкне халалласа ялсенчи тата районти культура аталанăвĕн центрĕнчи культура ĕçченĕсем вырăнти халăх валли вун-вун тĕрлĕ мероприяти, спектакльсем, конкурссем йĕркелесе ирттернĕ. Унпа пĕрлех культура вучахĕсен пурлăхпа техника базине вăйлатассипе те чылай ĕçсем пурнăçланă.
Пирĕн районта культура учрежденийĕсем пурĕ – 34 тата 21 библиотека ĕçлеççĕ. Наци проекчĕсен «Культура анлăшĕ» регионти проектпа килĕшÿллĕн ялсенчи культура вучахĕсене çĕнетессипе чылай ĕçсем туса ирттернĕ. Иртнĕ çул районти пĕрлештернĕ бюджетран культура аталанăвне пурĕ 26 миллион та 364 пин те 95 тенкĕ уйăрнă. Çавна май Арапуçĕнчи тата Мăнçырмари культура çурчĕсенче пурĕ 2 миллион та 110 пин тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем пурнăçланă. Арапуçĕнчи культура çуртĕнче пластик кантăксем, алăксем лартнă, асăннă çурт умне брусчатка сарнă. Асăннă культура çурчĕн пурлăхпа техника базине çирĕплетме 265 пин те 567 тенкĕ уйăрнă, унпа сасăллă тата музыка оборудованийĕ туяннă. Мăнçырмари культура çурчĕн çивиттине çĕнĕрен витнĕ, пурĕ 1 миллион та 225 пин те 378 тенкĕ тăкакланă. Культура çурчĕн çивиттине тĕпрен юсас ĕçре «Урмарская» КСО» акционерсен обществи ĕçленĕ. Районти культура аталанăвĕн центрĕнче те капиталлă юсав ĕçĕсем тунă. Ăна пурнăçлама 2 миллион та 235 пин те 294 тенкĕ уйăрнă. Кунта «Урмарытеплосеть» тулли мар яваплă обществăпа килĕшÿ туса ăшă паракан пăрăхсене улăштарнă, Çавăн пекех сценăри тÿпене тата куракансен залĕнчи тÿпене, залăн стенисене çĕнетнĕ.
Наци проекчĕсен «Культура анлăшĕ» регионти проекта килĕшÿллĕн Раççей Федерацийĕнче 500 пин çын таран пурăнакан яллă вырăнсенче Кино фончĕ уйăрнă 4 миллион та 999 пин те 750 тенкĕлĕх кино кăтартмалли оборудовани вырнаçтарнă, 2019 çулхи декабрĕн 24-мĕшĕнче вара районти культура аталанăвĕн центрĕнче «Радуга» кинозал уçăлнă.
Вăрмарти ача-пăча искусство шкулĕнче те тĕп юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. «Культурăпа туризма аталантарасси» Чăваш Республикин программи шайĕнче 12 миллион та 600 пин тенкĕ субсиди уйăрнă. Çав шутра учреждени çуртне тĕпрен юсама – 10 миллион тенкĕ, оборудованипе тивĕçтерме – 2 миллион та 600 пин тенкĕ. Унсăр пуçне район бюджетĕнчен 986 пин тенкĕ уйăрнă. Юсав ĕçĕсене «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен обществи пурнăçланă. Вĕсем çуртăн çивиттине, йывăç урайне, алăксене улăштарнă, стенисене ăшă тытакан материалпа çапса тухнă, хутса ăшăтмалли, электричество, шыв кĕмелли тытăмсене, пушар сигнализацийĕн автоматизациленĕ установкине çĕнетнĕ, пÿлĕмсене, туалета юсанă тата ытти ĕçсене пурнăçланă.
Тĕп тĕллевсенчен пĕри – культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине пуянлатса пырасси. Вĕсенче сасă тата çутă паракан çĕнĕ йышши оборудованипе музыка инструменчĕсем, наци костюмĕсем, куракансен залĕсенче çемçе пукансемпе креслосем, компьютерсем пулмасан ял тăрăхĕсенчи культура аталанăвĕ хавшама пултарĕ. Çакна палăртмалла: районти культура учрежденийĕсенче чылайăшĕнче /40 процент\ капиталлă юсав ĕçĕсем тумалла. Районти культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине вăйлатас, капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçлас тĕллевпе «Культура тата туризм аталанăвĕ» Чăваш Республикин патшалăх программипе килĕшÿллĕн 2020 çулта Вăрмар район администрацийĕ республика бюджетĕнчен 24 миллион та 642 пин те 11 тенкĕ субсиди уйăрма ыйтса çырнă. Асăннă укçа-тенкĕпе районти культура аталанăвĕн центрне юсав ĕçĕсем пурнăçлама тата оборудовани туянма – 9 миллион та 263 пин те 158 тенкĕ, Мăнçырмари культура çуртне – 2 миллион та 736 пин те 842 тенкĕ, Чулкасри культура çуртне – 2 миллион та 631 пин те 579 тенкĕ, Тикашри культура çуртне – 1 миллион та 368 пин те 421 тенкĕ, Вăрмарти тĕп библиотекăна – 2 миллион та 315 пин те 789 тенкĕ, ача-пăча библиотекине – 2 миллион та 210 пин те 526 тенкĕ, Арапуçĕнчи ял библиотекине – 526 пин те 316 тенкĕ, Чулкасри ял библиотекине – 526 пин те 315 тенкĕ уйăрассипе заявка тăратнă. Асăннă укçа-тенкĕпе культура учрежденийĕсемпе библиотекăсене тĕпрен юсаса çĕнетме тата кирлĕ оборудовани туянма, библиотекăсенче кĕнеке фондне пуянлатма палăртнă.
В.ВАСИЛЬЕВ, райадминистрацин социаллă аталанупа культура секторĕн заведующийĕ.