Шкулта урок пĕтнине пĕлтерекен шăнкăрав янăранă хыççăн ачасем сиккипе васкавлăн чупакан вырăн ку вăл столовăй. Ачасемшĕн ку шкулти чи юратнă вырăнсенчен пĕри. Ара çитĕнекен, çав вăхăтрах пĕлÿ илекен, лара-тăра пĕлменскерсемшĕн усăллă та калориллĕ, пахалăхлă апат-çимĕç çав тери пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн районти шкулсенчи апатлану процесне райпон «Общепит» апатлану предприятийĕ пурнăçласа пырать. Вĕренекенсене обществăлла апатлану предприятийĕ ятарласа хатĕрленĕ меню тăрăх çитереççĕ.
Акă Пысăк Енккассинчи вăтам шкул столовăйĕнче тăрăшакансем те хăйсен ĕçне тулли кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Шкулта чылай вăхăт ирттерекен ачисемшĕн ашшĕ-амăшĕсем лăпкă пулма пултараççĕ, мĕншĕн тесен кунта вĕсене тутлă, усăллă апат çитереççĕ. Шкула уçнăранпа, 2008 çултанпах, кунта Марина Витальевна Романова аслă повар тата Ирина Петровна Васильева повар, вăлах буфетчица ĕçлеççĕ. Елена Геннадьевна Федотова поварсене пулăшаканĕ çулталăк кăна ĕçлет-ха.
Ирхине 6 сехет те 30 минутра пуçланать вĕсен ĕç кунĕ. Ирпе килсе пĕрремĕш урокран тухнă тĕле кĕçĕн классенче вĕренекенсем валли пăтă пĕçереççĕ, чуста çăрса лартаççĕ. Çав вăхăтрах ытти апат-çимĕçе те хатĕрлеççĕ. Темиçе тĕрлĕ салат хатĕрлесе, яшка, аш-какай авăртса катлетсемпе фрикаделькăсем, пулă, çăнăхран тĕрлĕ изделисем пĕçерсе ĕлкĕреççĕ вăр-вар хĕрарăмсем. Пысăк кастрюльсемпе çатмасенче тутлă шăршă кăларса харăсах темиçе тĕрлĕ апат пиçет. Иккĕмĕш, виççĕмĕш уроксем хыççăн столовăйне аслăрах классенче вĕренекенсем, учительсем пуçтарăнаççĕ. Кашниех хăйĕн мĕн çиес килнине суйлама пултарать. Ачасем кунта мĕн пуррине йăлтах çиме юратаççĕ. Çав-çавах та ытларах катлет, тăпăрчран хатĕрленĕ запеканка, чустаран пĕçернĕ изделисене кăмăллаççĕ иккен. Уроксем вĕçленеспе чейпе кăпăшка пĕчĕк кукăль çимесĕр чăтаймаççĕ чылайăшĕ.
Марина Витальевна Романова пиллĕкмĕш разрядлă аслă повар, Ирина Петровна тăваттăмĕш разрядлă повар. Иккĕшĕ те Шупашкарти 20-мĕш номерлĕ професси училищинче ятарлă пĕлÿ илнĕ, халĕ ку вĕрентÿ учрежденийĕ «Шупашкарти апатлану технологийĕпе коммерци техникумĕ» ятлă. Çапла Пысăк Енккассинчи шкулта вĕренекен 178 ача, кунта ĕçлекенсем валли тутлă апат-çимĕç хатĕрлеççĕ вĕсем. Шкулта вăй хуракансем, вĕренекенсем поварсен ĕçĕпе яланах кăмăллă. Çывхарса килекен Мартăн 8-мĕшĕ ячĕпе саламлатпăр вĕсене!
Э.МИХАЙЛОВА.