Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалласа «Шупашкар – Арена» Пăр керменĕнче савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О.Николаев тата Чăваш Енĕн тăватă пин ытла сумлă çыннисем хутшăнчĕç. Çакă пуриншĕн те чăн-чăн уяв пулчĕ.

VarnavaКу мероприятие спектакль пек йĕркеленĕ, унта респуб­ликăри 600 яхăн паллă артистсем хутшăнчĕç. Пултаруллă артистсем Чăваш Ен аталанăвĕн кашни тапхăрне театрализациленĕ спектакль евĕр тĕплĕн сăнласа пачĕç. Çавăн пекех çамрăк ăру та хăйĕн пултарулăхне пур енлĕн кăтартрĕ.

Чăваш автономи облаçне туса хума 1920 çулта июнĕн 24-мĕшĕнче йышăнса хăварнă, унăн тĕп хули Шупашкар тесе палăртнă. Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитни чăваш халăхĕшĕн те, федераци шайĕнче те хăйне евĕр истори пулса тăчĕ.

«Пирĕн халăх нумай нуша тÿссе ирттернĕ, йывăрлăхсем те сахал мар пулнă. Анчах та пĕтĕмпех чăтнă, хĕн-хура парăнтарма пĕлнĕ. 1930-мĕш çулсенче Чăваш Ене В.И.Ленин орденĕпе наградăланă», - терĕ О.Николаев Чăваш Ен аталанăвĕн тапхăрĕсене палăртса.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О.Николаев чă­ваш халăхĕн вăрçă вăхăтĕнчи йывăр çулĕсем пирки те каларĕ. Тăван çĕршывăн Аслă Отечественнăй вăрçине Чă­ваш Енрен 208 пин çын кайнă, вĕсенчен кашни иккĕмĕшĕ çапăçу хирĕсенче пуçĕсене хунă. Пирĕн тăрăхра çуралса ÿснĕ тата çĕршыври ытти ре­гионти чăвашсем Совет Сою­зĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ, нумайăшĕ вилĕмсĕр ята та илнине палăртрĕ Олег Алексе­евич.

«Чăваш Еншĕн вăрçă хыççăнхи çулсем те çăмăлах пулман. Хĕрÿ аталану тапхăрĕ кашни çынна ырми-канми ĕçлеме хистенĕ. Республикăри пысăк предприятисенче ĕçлекенсем Шупашкар ГЭСне кĕске вăхăтра туса лартнă. Çакă пĕтĕмпех чăваш халăхĕ хăйĕн ĕçне тивĕçлипе туни, вăхăт иртнĕçемĕн пĕр харăс утма тăрăшни çинчен калать. Пурте пĕрле алла-аллăн тытăнсан, пĕрле кар тăрса хастар ĕçлесен, кирек епле йывăр ĕçе те пурнăçа çăмăллăнах кĕртме пулать», - тесе чĕнсе каларĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О.Николаев.

IMG 7154Унтан вăл Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă мероприятисен марафонĕ уçăлни çинчен пĕлтерчĕ, хисепе тивĕçнĕ ентешсене патшалăхăн çĕнĕ наградисене парса чысларĕ.

«Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул» асăну медалĕпе Шупашкар тата Чăваш Ен митрополитне Варнавăна, СССР халăх артисткине Вера Кузьминана, Шупашкар хулин Хисеплĕ çыннине Иван Долгушина парса чыс турĕç. Уявра районсенчен тата хуласенчен килнĕ, ĕçпе, пултарулăхпа палăрнă çынсенчен йĕркеленнĕ колоннăсем ретĕн утса тухрĕç. Вĕсен хушшинче ял хуçалăх, промышленноç отраслĕнче çитĕнÿ тунă ĕçченсем, хăйсен ĕçĕнче чăн-чăн ăста педагогсемпе медицина работникĕсем, наука ĕçченĕсем, поэтсемпе писательсем, художниксем, паллă артистсем тата ытти сферăра вăй хуракансем пулчĕç.

Палăртма кăмăллă: вĕсен хушшинче пирĕн Вăрмар тăрăхĕнчен те пултаруллă та маттур ĕçченсем пур, вĕсем те ытти район çыннисемпе пĕрле ретĕн утса тухрĕç. Уява савăнăçлă концерт илем кÿчĕ, курма килнĕ халăх пур кăмăлтан савăнчĕ.

З.ПАВЛОВА.

Уявпа çыхăннă комментарисем

Николай Павлов, райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш замес­тителĕ – организаципе контроль тата кадр ĕçĕсен пайĕн начальникĕ:

«Март уйăхĕн 10-мĕшĕнче «Шупашкар-Арена» пăр керменĕнче Чăваш автономи облаçне йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине халалланă чаплă мероприяти иртрĕ. Тăван республика ырлăхĕшĕн тăрăшакан хастар çынсем пухăннă кунта. Вĕсен ретĕнче пирĕн район делегацийĕ те пулчĕ. Вĕсен шутĕнче мана та пулма тÿр килнишĕн эпĕ савăнатăп. Ку маншăн пысăк чыс пулчĕ».

Надежда Кузьмина, Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулта биологи предметне вĕрентекен:

«Çав тери калăпăшлă та пĕлтерĕшлĕ уява хутшăнма пултартăмăр. Ку вăл 100 çулхи юбилее паллă тăвассипе иртекен марафонăн пуçламăшĕ кăна пулчĕ-ха. Районсемпе хуласенчен пуçтарăннă делегацисен йышĕнче парада хутшăнма май килни уйрăмах хавхалантарчĕ пире. Чăваш Республикин историне театрализациленĕ кăтартусем урлă курма май пулни, кунта пур çулти шкул ачисемпе çамрăксене явăçтарни питĕ килĕшрĕ».

Юрий Архипов, Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕ:

«Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалласа Шупашкарта иртнĕ савăнăçлă, пур енчен те вăйлă хатĕрленĕ мероприятине хутшăнма май пулни маншăн пысăк чыс пулчĕ. Республикăри хуласемпе районсенчен пуçтарăннă тĕрлĕ çулсенчи, тĕрлĕ професси çыннисен йышĕнче пирĕн Вăрмар район делегацийĕ те парада хутшăнчĕ. Уява хутшăннă май ентешсемпе хамăрăн республикăпа чăннипех те мăнаçланмаллине, мухтанмаллине, ăна юратмаллине тата та ытларах туйрăмăр».

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика