«Спорт - пурнăç йĕрки»
2019 çулта Вăрмар районĕнче «Демографи» наци проекчĕн «Спорт — пурнăç йĕрки» регионти проектне пурнăçа кĕртессипе активлă ĕçленĕ. Проектăн тĕп тĕллевĕ — 2024 çул тĕлне районта физкультурăпа тата спортпа туслă граждансен йышне 55 процента çитересси.
Вăрмар районĕнче иртнĕ çул «Спорт – пурнăç йĕрки» регион проектне пурнăçлама федераци бюджетĕнчен 24 миллион та 896 пин тенкĕ уйăрнă. Тĕллевлĕ укçа-тенкĕне спорт объекчĕсен строительствине, оборудовани тата спорт хатĕрĕсем туянма янă.
Пĕлтĕр А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен Вăрмарти спорт шкулĕн тĕп юсавĕн пĕрремĕш тапхăрĕ иртнĕ. Кăçал спорт шкулĕн тĕп юсав ĕçĕсем малалла пырĕç, ку иккĕмĕш тапхăрĕ пулĕ.
Çавăн пекех пĕлтĕр спорт шкулĕн пурлăхпа техника базине çĕнетмелли программа старт илнĕ. Çавна май А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен Вăрмарти спорт шкулĕнче 8 миллион та 330 пин тенкĕлĕх çĕнĕ спорт оборудованийĕ тата инвентарь вырнаçтарнă.
Кăçал ГТО нормисене пурнăçлама хатĕрленме, вĕсене пурнăçлама районта тренажерсемпе тивĕçтернĕ ятарлă вырăн туса хурĕç. Вăл сылтăмри ÿкерчĕк çинчи пек пулĕ. Çак тĕллевсене пурнăçа кĕртме федераци, республика тата район бюджечĕсенчен 3,6 миллион тенкĕ уйăрĕç.
ГТО комплексне пурнăçламалли спорт площадкин лаптăкĕ 315 тăваткал метр пулĕ, хăнăхтарусем тунă вăхăтра сиенленесрен ятарлă резина материалпа сарĕç, 30 тĕрлĕ тренажерпа тивĕçтерĕç. Вĕсен шутĕнче гимнастика сакĕсем, алăпа тытăнса утмаллисем, турниксем, теннис вылямалли сĕтел, урамра лартмалли 10 тренажер вырнаçтарĕç.
Тĕп площадки ГТО тестированийĕн муниципаллă центрĕ çумĕнче пулĕ. Спорт площадкипе пурте усă курма пултарĕç. Кунта пирĕн район çыннисем хăйсене тĕрĕслеме, Пĕтĕм Раççейри «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» физкультурăпа спорт комплексĕн нормативĕсене пурнăçлама пултарĕç. Çавăн пекех ку объектпа спортсменсене вĕрентсе хатĕрленĕ ĕçре те усă курĕç. Унсăр пуçне кăçал Вăрмар поселокĕнче 32 миллион тенкĕлĕх футбол уйĕ тума палăртнă. «Спорт — пурнăç йĕрки» регионти проект Чăваш Енре 2019-2024 çулсенче пурнăçланĕ.
Аса илтеретпĕр, иртнĕ çул çакăн пек спорт площадкисене Улатăр, Йĕпреç, Комсомольски, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Пăрачкав, Шупашкар, Елчĕк тата Тăвай районĕсене хута янă. 2021 çулта вара Элĕк, Канаш, Муркаш районĕсенче тума палăртнă.
х х х х х
Райадминистрацин физкультурăпа спорт пайĕн начальникĕ А.Краснов Вăрмар районĕн 2019 çулхи 2-мĕш çур çулĕнчи физкультурăпа спорт аталанăвĕпе паллаштарать:
«Демографи» наци проекчĕ шайĕнче пурнăçланакан «Спорт – пурнăç йĕрки» регионти проектăн тĕллевĕ — физкультура урлă çĕршывра пурăнакан граждансен сывлăхне çирĕплетесси. Районта пурăнакансене спорт хатĕрĕсемпе тивĕçтерни вĕсене сывă пурнăç йĕркипе туслă пулма май туса парасса шанатпăр. Спортпа туслă граждансен йышне ÿстерес тĕллевпе районта курăмлă ĕçсем пулса пыраççĕ. Ачасемпе çамрăксене физкультура тĕлĕшĕнчен аталантарас тĕллевпе Вăрмар районĕнче ачасемпе çамрăксен А.Ф.Федоров ячĕллĕ спорт шкулĕнче спортăн 9 тĕсĕпе /велоспорт, çăмăл атлетика, волейбол, футбол, самбо кĕрешĕвĕ, ирĕклĕ кĕрешÿ, шывра ишесси, фитнес-аэробика\ 35 ушкăн ĕçлет. Районта 2019 çулта район шайĕнчи — 100, республика шайĕнчи — 15, çĕршыв шайĕнчи 4 ăмăрту ирттернĕ. Пирĕн командăсем Раççей шайĕнчи 15 тата республика шайĕнчи 31 ăмăртăва хутшăнса самбо енĕпе, шашкăлла, мини-футболла выляссипе, шывра ишессипе, çăмăл атлетикăпа, мас-рестлингпа, йĕлтĕрпе чупассипе, маунтинбайк, каратэ енĕпе, хутăш эстафетăра çĕнтерÿçĕсемпе призерсем пулса тăнă. Август уйăхĕнче ЧР патшалăх влаç органĕсен тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ĕçченĕсен Канаш районĕнче иртнĕ XVIII Спартакиадин çуллахи тапхăрĕнче Вăрмар район команди мини-футболла выляссипе, хутăш эстафетăна хутшăнассипе çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă. Сентябрь уйăхĕнче Краснодар тăрăхĕнче «кросс-кантри» дисциплинăра маунтинбайк енĕпе иртнĕ ăмăртура арçынсем хушшинче Пинер ялĕнче çуралса ÿснĕ Р.Боредский иккĕмĕш результат кăтартнă. Юниорсен ушкăнĕнче пăхăр медале Пинер ялĕнче çуралса ÿснĕ Д.Александров тивĕçнĕ. Сентябрь уйăхĕнче Красноармейски салинче çăмăл атлетика енĕпе мала тухассишĕн иртнĕ чемпионатра Чăваш Енри 200 ытла спортсмен хутшăннă. Энтрияль ялĕнче çуралса ÿснĕ спорт мастерĕн кандидачĕ Кристина Яковлева Чăваш Ен чемпионки, спорт мастерĕн кандидачĕ Ксения Яковлева çăмăл атлетика кросĕ енĕпе иртнĕ чемпионатра призер пулнă.
Çавăн пекех сентябрьте Чăваш Енре мини-футбол енĕпе иртнĕ первенствăра Вăрмар поселокĕнчи «Легион» команда 3-мĕш вырăн йышăннă.
Октябрĕн 5-мĕшĕнче Вăрмар районĕнче велосипед спорчĕн «маунтинбайк-велокросс» дисциплини енĕпе СССР спорт мастерне В.Гаврилова асăнса Пĕтĕм Раççейри ăмăртусем иртнĕ. Старта велосипедпа чупакан 150 спортсмен тухнă. Ноябрь уйăхĕнче Суздальте мас-рестлинг енĕпе первенство иртнĕ. Кунта 70 килограмлă виçерен сахалрах таякансем хушшинче Энĕшпуçĕнчи Софья Тян иккĕмĕш результат кăтартнă. 60 килограмлă виçерен сахалрах таякансем хушшинче Шăхалĕнчи Анастасия Чернова çĕнтернĕ.
Ноябрĕн 15-17-мĕшĕсенче Шăхаль спортсменки Л.Григорьева каратэ WKC енĕпе Белград хулинче иртнĕ 13-мĕш Тĕнче Чемпионатĕнче аслисем хушшинче хăйне маттур кăтартнă: пăхăр тата кĕмĕл медальсене тивĕçнĕ. Ноябрĕн 14-18-мĕшĕсенче Польшăра Пабьянице хулинче мас-рестлинг енĕпе Тĕнче Кубокĕн финалĕ иртнĕ. Çак ăмăртура Энĕшпуç хĕрĕ А.Алексеева бронза призер пулса тăнă.
Декабрьте Чулхула облаçĕнчи Кстово хулинче самбо енĕпе Атăлçи федераллă округăн чемпионачĕ тата первенсто иртнĕ. 52 кг виçери хĕрарăмсем хушшинче Атăлçи чемпионĕн титулне Вăрмар поселокĕнчи Н.Агапова çĕнсе илнĕ. 2000-2002 çулта çуралнă каччăсемпе хĕрсем хушшинче 48 кг виçере Чулкасри А.Кириллова чи маттурри пулса тăнă. Çавăн пекех декабрьте «Высокая Гора» спорт комплексĕнче шашка, шахмат вăййисене выляса тупăшассипе Тутар Республикин Кубокĕ иртнĕ. Шашкăлла выляса ветерансем хушшинче Н.Дмитриев 1-мĕш вырăна тухнă.
Хальхи вăхăтра 2-4 классенче вĕренкенсене тÿлевсĕр шывра ишме вĕрентеççĕ.
Районта ĕçлекен халăха физкультурăпа тата спортпа çывăхрах туслаштарасси, ĕç вырăнĕсенче физкультурăпа спорт клубĕсем йĕркелесси — райадминистрацин физкультурăпа спорт пайĕн тĕп тĕллевĕ тесе шутлатпăр. Ку енĕпе шăпах Пĕтĕм Раççейри «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» /ГТО\ физкультурăпа спорт комплексĕн пĕлтерĕшĕ пысăк. Вăрмар районĕнче ГТО тестированийĕн центрне йĕркеленĕ. Вăрмар районĕнче ГТО комплексне вăя кĕртме тытăннăранпа ГТО сайтĕнче 2644 участнике регистрациленĕ. Вĕсенчен 1112-шĕ ГТО нормативĕсене пурнăçланă, 851-шĕ ылтăн паллăсене тивĕçнĕ.
«Нацпроектсен задачисем нумай, тĕллевĕ – пĕрре» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать.
Кăларăма проект авторĕ Э.МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ.