Вăрмар райповĕ халăх ыйтăвне тивĕçтерес енĕпе туллин вăй хурать. Вĕсен тытăмне кĕрекен лавккасенче халăха куллен кирлĕ таварсене хуть те хăш вăхăтра та туянма пулать. Мĕншĕн тесен райпо системи хамăр тăрăхри тавар туса кăларакансемпе тачă çыхăнса ĕçлет. Халăх мĕн ыйтнине кулленех илсе килсе сутать.
Ку хутĕнче Шăплат ялĕнчи райпо лавккинче пулма тÿр килчĕ. Сентрисем таварпа лăк тулли. Сутуçи Светлана Петровна Никифорова тарават та ăш-пиллĕн кĕтсе илчĕ. Эпĕ кунта мĕн шухăшпа кĕнине пĕлтерсен калаçма тытăнтăмăр. «Малтан эпир иккĕн ĕçленĕ. Тепĕр сутуçи Алиса Владимировна Викторова. Хальхи вăхăтра вăл декретра. Мĕн ĕçлемеллисене пĕчченех пурнăçлатăп.
Çуллахи вăхăтра халăхран сĕт те пухатăп. Çавна кура ирхине 6 сехетрех лавккана уçатăп. Çу кунĕсенче таварĕ те ытларах сутăнать, ĕçлеме те кăмăллă, таварçаврăнăш 185-200 пин тенкĕ те пулать.
Строительство материалĕсене туянас текенсем лавккана килсе саккас параççĕ те эпир вара вăхăтра илсе килме тăрăшатпăр. Çĕрулми лартнă вăхăтра пахалăхлă вăрлăхпа та халăха тивĕçтертĕмĕр. Чăх чĕппи те илсе килетпĕр. Строительство таварĕсемпе йăлара усă куракан хими таварĕсем, савăт-сапа, канцеляри, текстиль таварĕсемсĕр пуçне пирĕн лавккара чустаран пуçласа ытти апат-çимĕç таранах туянма пулать. Çăкăрпа булка изделийĕсем, пылак печени, тăварланă пулă, аш-какайран хатĕрленĕ тĕрлĕ йышши тутлă кăлпасси, шăрттан, çурма фабрикатсем хамăр районти «Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă обществăран килсе тăрать. Ытти кирлĕ таварсемпе те тивĕçтерсех тăраççĕ, саккасне кăна памалла», - тет С.Никифорова сутуçă тавар илме килнĕ çыннăн ыйтăвне тивĕçтернĕ май ?ÿкерчĕк çинче%. Район центрĕнче аякра вырнаçнă Шăплат ялĕнче пурăнакансен тавар туянма аякка каймасăрах мĕн кирлине кунтах илме пулать. Светлана Петровнан хастарлăхне райпо председателĕ С.Харитонов та çирĕплетсе пачĕ. Сутуçă пирки ырă сăмахсем кăна каларĕ. «Тавар сутасси сутуçăран та нумай килет. Çынпа калаçма, унăн кăмăлне туллин тивĕçтерме пĕлмелле. Ăшă сăмах чуна ăшăтать. Светлана Петровна çакăн пек çынсенчен пĕри. Кун пек сутуçăсем ытларах пулсан ĕçлеме те аван», - тет С.Харитонов. Ĕçчен çын яланах хисепре. Коллективра та, ял çыннисем умĕнче те Светлана Петровна хисепре.
А.НИКОЛАЕВА.