"Светлана" тулли мар яваплă обществăн Вăрмар поселокĕнчи Некрасов урамĕнче вырнаçнă икĕ хутлă пысăк та капмар çурчĕ аякранах курăнса ларать. Йĕри-тавра типтерлĕ те таса, çурт умĕнче ÿсекен тĕрлĕ тĕслĕ илемлĕ чечексем куçа илĕртеççĕ.
Çÿллĕ хапхана уçса картишне кĕрсен те кунта тирпей-илем хуçаланнине куратăн. Производство цехне ура ярса пусичченех предприятинче çанă тавăрса, тар тăкса тăрăшма хăнăхнă çынсем вăй хунине ăнкарса илетĕн.
Предприятин ĕçĕ-хĕлĕпе çитĕнĕвĕсене хаçат страницисем урлă çутатсах тăратпăр. Çапах та, паян, Пир-авăрпа çăмăл промышленность кунĕ умĕн, тепĕр хут аса илтерер-ха. "Светлана" тулли мар яваплă обществăра ятарлă ĕç тумтирĕсем ?костюмсем, ăшă курткăсем% çĕлеççĕ. Хатĕр продукцине Чăваш, Тутар, Удмурт республикисен хулисене, Мускава тата Мускав облаçне ăсатаççĕ. Ялхуçалăх, строительство, промышленность предприятийĕсенче, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинче ĕçлекенсем "Светлана" обществăра çĕлекен тумтире кăмăлласах тăхăнаççĕ, урăхла пулма та пултараймасть, вăл ăшă, çăмăл, чăтăмлă.
Паянхи кун тĕлне "Светлана" тулли мар яваплă обществăн Вăрмар поселокĕнчи çĕвĕ цехĕнче пурĕ 44 çын вăй хурать. Кунти пÿлĕмсем тăрăх утса çаврăннă май кашнин ĕçĕпех паллашрăмăр. Акă, пĕр пÿлĕмĕнче материал çине пулас тумтирĕн пайĕсене ÿкерсе хураççĕ, тепринче пайсене касса кăлараççĕ, çĕлекен цехра вĕсене сыпăнтараççĕ. Унсăр пуçне тумтир аçлăкне ?подклад% касса хатĕрлекенсем те пур. Хатĕр тумтире чĕркесе хуракансем уйрăм пÿлĕмре ĕçлеççĕ. Çапла продукцине кирлĕ çĕре ăсатмалли кăна юлать. Предприятин Чупай тата Энĕшпуç ялĕсенче те çĕвĕ цехĕсем ĕçлеççĕ, иккĕшĕнче те 10-шар çĕвĕç тăрăшать. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе, пĕр шухăшлă пулса вăй хумасăр, шанса панă ĕçе пысăк яваплăхпа пурнăçламасăр ĕç ăнăçмасть. Çакна шута илсе ĕçлеççĕ те ĕнтĕ предприятинче, çавăнпа палăртнă çул-йĕртен пăрăнмасăр малалла аталанса, производство калăпăшĕпе таварçаврăнăшне ÿстерсе пырать "Светлана". Вăрмар районĕн социаллă-экономикăллă аталанăвне пысăк тÿпе хывать, халăха çĕнĕ ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерет.
Предприяти ăнăçу çулĕпе пыни, паллах, унăн руководителĕнчен те сахал мар килет. Светлана Николаевна Белоусова, мал ĕмĕтлĕ, йывăрлăхсене парăнма хăнăхман çын пулнă май, предприятинче ĕçлекенсенчен те çавăн пекех çирĕп ыйтать, пысăк опытпа, тăрăшулăхпа палăраканскер, общество ĕçне пĕлсе йĕркелесе пырать.
И.ДАНИЛОВА.