«Акара тар юхтăр, кĕрекере сим юхтăр», - тенĕ мĕн авалтан чăвашсем. Çак каларăша тĕпе хурса, çурхи ака-суха ĕçĕсене вĕçленине халалласа вăрмарсем иртнĕ вырсарникун ĕçпе юрă тата спорт уявĕнче - Акатуйра савăнчĕç. (Тĕплĕнрех "Хĕрлĕ ялав" хаçатра вулама пулать).