2020 çулхи май уйăхĕн 30-мĕшĕнче вăя кĕнĕ Раççей Федераци­йĕн Правительствин 797-мĕш номерлĕ постановленийĕпе килĕшÿллĕн, кăçалхи апрель уйăхĕнчен пуçласа июнь уйăхĕччен инвалид, ватă çынсене е тăлăх тата ашшĕ-амă­шĕн хÿттисĕр юлнă ачасене вăхăтлăх хăйсем патне пурăнма илнĕ çынсене хушма укçа тÿлеççĕ. Çак укçана патшалăх е урăх социаллă организацисенче ĕçлекен çынсем илме пултараççĕ. Енчен те вĕсем: — Интернат учрежденисенчен инвалидсемпе ватă çынсене, тăлăх е ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасене вăхăтлăх хăйсем патне пурăнма тата хăйсен хÿттине илнĕ пулсан. Çавăн пекех çак тÿлеве асăннă категорири çынсене хăйсем патне пурăнма тата хăйсен хÿттине илнĕ волонтерсем тивĕçеççĕ.

Инвалида, ватă çынна, тăлăх е ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачана ятарлă социаллă учрежденирен вăхăтлăх пурăнма илни ăçтан паллă пулать?

Çак хушма тÿлеве парасси Раççей Федерацийĕн субъектĕнчи реестр урлă паллă пулать.

Министерствăсем хăйсене пă­хăнса тăракан интернат учрежденисенчен инвалидсене, ватă çынсене е тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасене вăхăтлăх хăйсен хÿттине илнĕ çынсем пирки реестр йĕркелеççĕ.

Унта вăхăтлăх хăйсем патне пу­рăнма илнĕ çын, ăна хăш социаллă учрежденирен, мĕн чухлĕ вăхăта тата кам илни пирки йăлтах паллă пулать.

Реестра кăçалхи апрель–май уйă­хĕсемшĕн тата июнь уйăхĕшĕн Пенси фондне уйрăммăн тăратаççĕ.

Хушма тÿлеве кăçалхи апрель уйăхĕнчен пуçласа июнь уйăхĕсенче вăхăтлăх хăйсем патне пурăнма илнĕ çынсене тÿлеççĕ. Вăл 12 пин те 130 тенкĕпе танлашать.

Стационарлă социаллă учрежденисем шутне — интернатсем, вăл шутра ятарлисем, психоневрологиллĕ интернатсем, ватă тата инвалидсем пурăнакан социаллă-сиплев центрĕсем, тăлăх тата ашшĕ-амă­шĕн хÿттисĕр юлнă ачасем пурăнакан организацисем. Вĕсен шутне: ача çурчĕсемпе интернатсем, сывлăх енчен хавшак ачасем вĕренекен шкул-интернатсем, тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасем пурăнакан центрсем кĕреççĕ.

Асăннă постановленипе килĕшÿллĕн, хушма тÿлеве ятарлă учрежденисенче вĕренекен инвалид ачисене кăçалхи апрель-июнь уйă­хĕсенче киле илсе кайнă ашшĕ-амă­шĕ илме пултараймасть.

Çак тÿлев 80 çултан иртнĕ ва­тăсене тата I-мĕш ушкăнри инвалидсене пăхнишĕн 1 пин те 200 тен­кĕпе танлашакан компенсацине илекенсене те тивĕçмест.

Çак хушма тÿлеве илме тивĕçлĕ çынсен кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕч­чен Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ е Пенси фончĕн клиент служби е МФЦ урлă заявлени çырмалла. Çакăн валли хушма документсем кирлĕ мар. Çак укçана парасси пирки реестрти даннăйсем урлă палăртаççĕ. Апрель-май тата июнь уйăхĕсемшĕн уйрăм икĕ заявлени çырмалла. Унта ят, хушамат, СНИЛС даннăйĕсене тата телефон номерĕпе банк счечĕн реквизичĕсене палăртмалла. Заявленине 5 ĕç кунĕнче пăхса тухаççĕ, укçана виçĕ кун хушшинче куçарса параççĕ.

Раççей Федерацийĕн субъекчĕн реестрĕнче заявлени çыракан пирки информаци пулмасан ăна хушма укçана тÿлемеççĕ.

РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн пресс-служби.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика