IMG 8032Июнĕн 25-мĕшĕн­че Раççей Федерацийĕн Конституцине улшăнусем кĕрт­нине ырлас тĕлĕш­пе ирттерекен Пĕтĕм Раççейри сасăлав пуçланнине «Хĕрлĕ ялав» хаçата вулакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ. Патшалăх пĕлтерĕшлĕ мероприяти районсенче еплерех пулса пынипе кăсăкланса ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Зорин июнĕн 26-мĕшĕнче пирĕн района килсе çитнĕ. Малтанах вăл Вăрмар район пуçлăхĕпе М.Пуклаковпа тата райадминистраци пуçлă­хĕ­пе А.Васильев­па, территорири суйлав учас­токĕн /ТИК\ председателĕпе Н.Шанинапа тĕл пулнă. Тĕлпулу вăхăтĕнче РФ Конституцине кĕртекен улшăнусене ырлассипе çыхăннă сасăлав ыйтăвĕсене сÿтсе явнă. Çавăн пекех сентябрĕн 13-мĕшĕнче пулакан суйлава хатĕрленес ыйту пирки те калаçнă. «Единая Россия» парти хальхи вăхăтра Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О.Николаев ЧР Пуçлăхĕн суйлавне хутшăнассине ырласа йышăннине пĕлтернĕ. «Единая Россия» партин пирĕн регионти конференцине хутшăннă унăн генсовет секретарĕ А.Турчак та О.Николаев кандидатурине ыр­ла­са йышăнни пирки те сăмах пуçарчĕç. Ĕçлĕ визитпа Чăваш Ене килнĕ А.Турчак хальхи вăхăтра Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пур­нăçлакан О.Николаева хăй питĕ лайăх пĕлни çинчен тата вăл Чăваш Ене, унта пурăнакансене çав тери хисепленине каланă. РФ Патшалăх Думин депутачĕ, «Единая Россия» партин чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ пулма А.Аршиновăна çирĕплетни çинчен, тата Чăваш Енре пурăнакансен çивĕч ыйтăвĕсене татса парас тĕлĕшпе хальхи вăхăтра пирĕн умра тăракан тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕç. «Влаçпа халăха депутатсем çыхăнтараççĕ», - тенине пирĕн района ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Зорин килсе тĕлпулу йĕркелени те тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ.

А.НИКОЛАЕВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика