IMG 8019Сасăлама çăмăл тата хăрушсăр — шăпах çак самантсем тĕп вырăнта РФ Конституцине кĕртекен улшăнусене ырлассипе çыхăннă сасăлава хутшăнакансемшĕн. Çакăн пирки ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ А.Цветков видеоконференцçыхăну мелĕпе иртнĕ брифингра пĕлтернĕ.

Июнĕн 25-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Конституцине улшăнусем кĕртнине ырлас тĕлĕшпе ирттерекен пĕтĕм Раççейри сасăлав пуçланчĕ те. Вăрмар район çыннисем те çак кунтан пуçласа çĕршывăмăрăн пуласлăхĕшĕн хăйсен шухăшне пĕлтерес тесе сасăлав участокĕсене утрĕç.

Бюллетеньре хуравсенчен пĕрне кăна суйласа илсе унăн тĕлĕнчи пушă тăваткала мĕнле те пулин паллă лартмалла. Паллă тунă тăваткалсем пĕрререн ытларах пулсан е пачах лартман пулсан бюллетень юрăхсăр шутланать. Участокри суйлав комиссийĕсен сасăлавра татса паракан правăллă икĕ членĕ алă пусса тата участокри суйлав комиссийĕн пичетне çапса çирĕплетмен бюллетень палăртнă йĕркене тивĕçтермест пулсан сасăсене шутланă чух шута кĕмест. Сасăлав ирттерме витĕр курăнакан ещĕксемпе усă курсан сасăлакан çыннăн сасăлав вăрттăнлăхне упрас тĕллевпе бюллетене пит енĕпе шалалла хуçлатмалла. Бюллетеньре вырăсла та, чăвашла та çырнă. Граждансен унти пĕртен-пĕр ыйтăва кăна хурав памалла: «Эсир Раççей Федерацийĕн Конституцине улшăнусем кĕртнине ырлатăр-и?» «Ырлатăп» е «Çук» тесе çырнă тăваткалсенчен пĕринче кăна паллă лартмалла.

А.Цветков граждансен сывлăхĕ тĕп вырăнта пулнине, çавна май сасăлав комиссийĕсен членĕсене, участока килекенсене пурне те хÿтĕлев хатĕрĕсемпе /маскăсемпе, перчеткесемпе\ тивĕçтернине пĕлтернĕ. Сасăлав иртекен пÿлĕмсенче /çуртсенче\ ÿте перĕнмесĕрех виçекен термометрсем, бактерисене пĕтерекен кавирсем, антисептиксем пур. Сасăлав участокĕсенче пуринче те июнĕн 25-мĕшĕ тĕлне дезинфекци тунă. Çакăн хыççăн ку ĕçе кашни кун пурнăçлĕç, июлĕн 1-мĕшĕнче — кунне темиçе хут. Çавăнпа сывлăхшăн пăшăрханма кирлĕ мар.

«Акă Кавалти сасăлав участокне те /вăл ялти культура çуртĕнче вырнаçнă\ ирхине 8 сехет тĕлне сасăлава хутшăнас тĕллевпе 8 çын çитсе тăнă. Пирĕн участокри сасăлав участокĕ икĕ яла пĕрлештерсе тăрать — Кавал тата Пăвакасси, пурĕ вĕсенче пурăнакан 440 çыннăн яваплă пулса хăйсен шухăшне пĕлтермелле. Акă июнĕн 25-мĕшĕнче кăнтăрлахи 12 сехетчен вĕсенчен 35-шĕ сасăлама ĕлкĕрчĕ те. Ыттисем те çĕршыв шайĕнчи мероприя­тие тивĕçлĕн хутшăнасса шанатпăр», - каласа пачĕ пире Кавалти сасăлав участокĕн председателĕ Маргарита Платоновна. Сасăлав участокĕнче пурне те маскăсемпе, перчеткесемпе, дезинфекци хатĕрĕсемпе, хура тĕслĕ ручкăсемпе тивĕçтереççĕ, ÿте перĕнмен термометрпа виçеççĕ.

Июнĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 1-мĕшĕсенче канмалли кунсене пăхмасăр пурте ирхине 8 сехетрен пуçласа каçхине 20 сехетчен сасăлава хутшăнма пултараççĕ.

Э.МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика