Чăваш Енре, çавăн пекех пирĕн районта та, Раççей Федерацийĕн Конституцине кĕртме сĕнекен улшăнусене ырлассипе çыхăннă сасăлав тапхăрĕ. Вăл июнь уйăхĕн 25-мĕшĕнче пуçланнă, июль уйăхĕн 1-мĕшĕччен иртет. Кашни суйлавçă çак тапхăрта ирхине 8 сехетрен пуçласа 20 сехетчен хăйĕн сасăлав комиссине кайса РФ Конституцине кĕртме сĕнекен улшăнусене хăй мĕнле хакланине палăртма пултарать.

IMG 7977Кăçалхи июнĕн 29-мĕшĕ тĕл­не пирĕн районта 12316 суйлавçă хăйсен сассисене панă. Ку 70 процентпа танлашать. Çакна палăртса хăвармалла: сасăлав участокĕсенче пуринче те хăрушсăрлăх мерисене çирĕп пă­хăнаççĕ. Сасăлав участокне кĕнĕ чухне бактерисене пĕтерекен кавирсем сарнă, дезинфекци хатĕрĕсем пур, пуринне те температура виçеççĕ /ÿте перĕнмесĕр\, мас­ка, перчетке тата ручка параççĕ. 1532 номерлĕ Чупайĕнчи суйлав участокне сасăлама кайсан та çак требованисене çирĕп пăхăнса ĕçлерĕç комисси членĕсем.

«Сасăлава хутшăнакансен ни­мĕнле вирус та ертме май çук. Участокра сасăлаттарнисĕр пуçне эпир сасăлавçăсен заявленисене тĕпе хурса çынсем патне киле кайса та сасăлаттаратпăр», - терĕ Чупайĕнчи суйлав участокĕн председателĕ Н.Семенова.

IMG 8025Июнĕн 29-мĕшĕ тĕлне кунта пурĕ 379 çын килсе хăйсен сассисене панă. 1533 номерлĕ Паттинчи суйлав участокĕнче вара çÿлерех асăннă вăхăт тĕлне 122 çын сасăланă. Икĕ суйлав участокĕпе пĕтĕмĕшле июнĕн 29-мĕшĕ тĕлне пурĕ 501 çын хăйсен сассисене панă. Сасăлава хутшăнни пирĕн патшалăхшăн тата унта пурăнакан кашни çыншăн пĕлтерĕшлĕ. Конституцие кĕртекен улшăнусем кашни çынна ыранхи куна, малашлăха шанчăклăн кĕтсе илме май параççĕ. Пенсие индексацилени, ачасемпе амăшĕсене социаллă тÿлевсем парассине гарантилени питĕ кирлĕ. Çамрăк çемьесене укçа-тенкĕ енчен пулăшни вĕсене йыш хушма хавхалантарĕ. Çавна май Раççейре, пирĕн республикăра та демографи лару-тăрăвне лайăхлатса пырĕ. Ачасем - пирĕн пуласлăх. Вĕсем ÿссе çитĕнсен пирĕн çĕршыва малалла аталантарĕç.

З.ПАВЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика