Республикăра Олег Николаевăн Халăх штабĕсем хăйсен ĕçне малалла тăсаççĕ. Кунта волонтерсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн вырăнне йышăнма хатĕрленекен кандидатшăн алă пуснисене пуçтараççĕ. Олег Николаев хăйĕн кандидатурине «самовыдвижени» мелĕпе тăратнă. Çавăнпа та ăна регистрациленме алă пуснисене çителĕклĕ пуçтармалла. Июлĕн 21-мĕшĕ тĕлне рес­публикипе пурĕ 8400 çын Олег Николаевшăн алă пуснă, Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă — 1100. Суйлав комиссине вара 5000 сасă пуçтарса памалла.

Вăрмар районĕнчи Халăх штабĕн координаторĕ Татьяна Владимировна Павлова пĕлтернĕ тăрăх, штаб уçăлнă кунранпа районта Олег Николаевшăн 300 ытла çын алă пуснă. Кан­ди­датшăн алă пуснисене паянхи кун ял тăрăхĕсенче пуçтараççĕ, çынсем валли информациллĕ брошюрăсем, кален­дарьсем салатаççĕ. Халăх шта­бĕсем сентябрь уйăхĕччен ĕçлĕç. Чăваш Ен пуласлăхне Олег Николаевпа çыхăнтаракан районта пурăнакан кашни çын кунта килсе кандидатшăн алă пусма пултарать. Акă Чулкас ялĕнче пурăнакан виçĕ ача амăшĕ Алеся Анатольевна Петрова Халăх штабне килсе, хăйĕн паспортри даннăйĕ­сене кăтартса хăюллăнах Олег Алексеевичшăн алă пусрĕ, ăна шаннине палăртрĕ. «Эпĕ, виçĕ ача амăшĕ пулнă май, республикăн çутă малашлăхне шăпах Олег Николаевпа çыхăнтарма хатĕр. Чă­ваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăç­ланă кĕске тапхăрта вăл хăй чăн-чăн руководитель пулнине, çăмăл мар условисенче йывăр задачăсене пурнăçлама çынсене пĕр командăна пухма пултарнине кăтартрĕ. Нумай пулмасть кăна-ха тепĕр савăнăçлă хыпар та пĕлтĕмĕр. Нумай ачаллă çемьесенчи ачасене шкула кайма 5-шер пин тенкĕ парĕç. Олег Николаев республикăра пурăнакан кашни çыннăн пурнăçне лайăхлатассине тĕп вырăна кăларать», - пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне Алеся Анатольевна.

Олег Николаевпа пĕр шу­хăшлă çынсем zanikolaeva.ru ятарлă сайт ĕçлеттерсе янă. Сайтра Чăваш Енри пур Халăх штабĕсен адресĕсене, Чă­ваш Енри паллă çынсем мĕн шухăшланине пĕлме, кандидата ыйту пама та пулать. Халăх штабĕнче ĕçлекен координаторсене, тепĕр майлă волонтерсене, хÿтĕлев хатĕрĕсемпе, ятарлă тумтирпе тивĕçтернĕ.

Чăваш Енри Тĕп суйлав комиссийĕ пĕлтернĕ тăрăх, Чă­ваш Республикин Пуçлăхĕ пулас текен 12 çын хăйĕн докуменчĕсене тăратнă. Вĕсенчен 8-шĕ хăйсен кандидатурисене хăйсем тăратнă: Олег Николаев, Юрий Шакеев, Юрий Сидоров, Андрей Ильдеменов, Николай Коклейкин, Роман Васильев, Максим Чепель, Петр Петрянкин. Александр Андреев кандидат РФ Коммунистсен партийĕн республикăри уйрăмĕнчен, Константин Степанов Раççейри либераллă демократиллĕ партин регионти уйрăмĕнчен, Николай Степанов Раççейри пенсионерсен тĕрĕслĕхшĕн кĕрешекен партийĕн регионти уйрăмĕнчен, Сергей Матвеев «Раççей патриочĕсем» партин регионти уйрăмĕнчен. Кандидатсем суйлав умĕнхи мероприятисем ирттереççĕ: хăйсемпе пĕр шухăшлисенчен алă пуснисене пуçтараççĕ, парти уйрăмĕсемпе, депутатсемпе, вырăнти халăхпа тĕл пулса калаçаççĕ.

Э.МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика