Вăрмар районĕнче ĕçлĕ визитпа ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Зорин тата Чăваш Енри предпринимательсен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен уполномоченнăй А.Рыбаков пулчĕç.
Райадминистраци пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Н.Павлов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн Ю.Зоринăн Вăрмар районĕнчи пулăшуçи Ю.Иванов ертсе пынипе вĕсем районти чи пысăк хуçалăхсенчен пĕрне — «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхне çитсе курчĕç. Кунти ĕçе еплерех йĕркеленипе унăн руководителĕ Владимир Анатольевич Иванов паллаштарчĕ. Паянхи куна фермăра мăйракаллă шултра выльăх йышĕ 478 пуç, вĕсенчен 224-шĕ сăвакан ĕнесем. Пĕтĕмпе 6 уйăхра 43,5 тонна аш-какай туса, 707 тонна сĕт суса илнĕ. Хуçалăхра 3,5 пин гектар çĕр çинче тĕрлĕрен культурăсем çитĕнтереççĕ.
Тĕлпулу вăхăтĕнче А.Рыбаков Владимир Анатольевича патшалăх пулăшăвĕпе усă курмалли мелсемпе паллаштарчĕ, малалла аталанмалли канашсем пачĕ, Шупашкарти «Агро-Инновации» хысна унитари предприятийĕпе тачă çыхăнса ĕçлемеллине каларĕ.
Ĕçлĕ ушкăн малалла Светлана Николаевна Белоусова ертсе пыракан «Светлана» тулли мар яваплă обществăна çул тытрĕ. Çĕвĕ предприятийĕнче паянхи кун 72 çынна ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтернĕ. Апла пулин те производствăна малалла аталантарма кадрсем çитмеççĕ. Предпринимательсен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен уполономоченнăй Александр Николаевич ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствине çĕвĕçсем хатĕрлесе кăларакан курссем йĕркелемелли çинчен ыйтса çырупа тухма хушрĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Зорин ку енĕпе пулăшма шантарчĕ.
«Светлана» çĕвĕ предприятийĕн ĕçĕ хĕллехи тата çуллахи ĕç тумĕсем, вырăн таврашĕсем, курткăсем, халатсем çĕлесси çинче никĕсленнĕ. Вăрмар районĕнчи предприятисенче ĕçлекенсем шăпах «Светлана» тумне тăхăнаççĕ. Раççей рынокĕнчи пысăк компанисене те ĕç тумĕсемпе тивĕçтерет вăл. Вĕсен шутĕнче - «Восток-Сервис», «Авангард», «Урсус», «Экспертспецодежда» тулли мар яваплă обществăсем. Çĕвĕ предприятийĕн продукцийĕ Чăваш, Удмурт, Тутарстан Республикисем, Мускав хулипе облаçĕ тăрăх саланать. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă тата ял хуçалăх, строительствăпа промышленноç предприятийĕсенче вăй хуракансем нумайăшĕ «Светлана» тулли мар яваплă общество çĕлесе хатĕрлекен тумтире килĕштерсе тăхăнаççĕ.
Çав кунах Чăваш Енри предпринимательсен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен уполномоченнăй А.Рыбаков райадминистрацин ларусен залĕнче районти предпринимательсемпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттерчĕ. Александр Николаевич хăйĕн сăмахĕнче коронавирус алхаснă тапхăрта предпринимательсем тивĕçекен патшалăх пулăшăвĕн мерисем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. «Предпринимательсем 2 %-лă çăмăллăхлă кредит илме пултараççĕ. Çак укçапа ĕçлекенсене ĕç укçи тÿлеме, бизнесри расхутсене саплаштарма, унчченхи кредитсене хупма пулать. Асăннă çăмăллăхлă кредита мĕнле хупасси ĕçлекенсен шутĕнчен килет. Тĕплĕнрех 8-8352-30-28-30 телефонпа шăнкăравласа пĕлме пулать», — терĕ Александр Николаевич.
Çавăн пекех вăл коронавирус сарăласран асăрханмалли пирки тепĕр хутчен аса илтерчĕ. Ĕçлекенсен ÿт температурине кунсерен виçсе ятарлă журналта çырмаллине, алла дезинфекцилемеллине, пĕр-пĕрин хушшинче дистанци тытмаллине, унсăр пуçне ĕçлекенсем ют регионсене, ытти çĕре тухса çÿренине тимлесе тăмаллине каларĕ. Александр Николаевич ытти темăсене те хускатрĕ, предпринимательсемпе çыхăну тытма, май килнĕ таран пулăшма яланах хатĕррине палăртрĕ, пухăннисен ыйтăвĕсем çине те хуравларĕ.
Э.МИХАЙЛОВА, И.ДАНИЛОВА.