IMG 1050

Июнĕн 27-мĕшĕнче Раççейре пурăнакансем Çамрăксен кунне паллă турĕç. Çамрăклăх - чи телейлĕ те çунатлă, хăюллă тĕллевсене пурнăçа кĕртмелли манăçми вăхăт. Яшсемпе хĕрсене хăйсен пултарулăхне туллин уçма, паха пĕлÿ илме, професси тĕлĕшĕнчен йĕркеллĕ аталанса пырса ÿсме пулăшмалли, общество пурнăçне явăçтармалли, социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене тытса пырас ĕçе хутшăнтармалли лайăх майсем туса парасси - патшалăхăн çамрăксен политикин тĕп çул-йĕрĕсем.

Вăрмар районĕнче çак кун шăпах шкулсенчен вĕренсе тухакансен ăсату каçĕсем иртрĕç. Поселокри тĕп площадьре Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăтам шкултан вĕренсе тухакансемпе вĕсен вĕрентекенĕсем, ашшĕ-амăшĕсем, район çамрăкĕсем пуçтарăнчĕç. Илемлĕ хĕрсемпе каччăсем тин кăна экзаменсем тытса çирĕп тĕрĕслев витĕр тухнăскерсем хавхаланса пĕр-пĕрин хушшинче кам мĕн чухлĕ балл пухнине, ăçта вĕренме каяссине сÿтсе яваççĕ. Ашшĕ-амăшĕсем те хăйсен тĕпренчĕкĕсем шкултан вĕренсе тухмалли çула çитнине савăнса, çав вăхăтрах ĕненмесĕр пăхаççĕ тейĕн.

Уяв ячĕпе Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев саламларĕ. "Пирĕн районта пултаруллă, лайăх вĕренекен, ĕçре палăракан, аталанма тăрăшакан çамрăксем нумай пулни савăнтарать. Малалла талпăнăр, пурнăçран йăлтах илме тăрăшмалла", - терĕ Андрей Васильевич çамрăксене уяв ячĕпе саламласа. Çавăн пекех саламлă сăмахсемпе Вăрмар хула тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Павлов, район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов та саламларĕç. Çамрăксен кунĕ ячĕпе тÿрĕ кăмăлпа тата тухăçлă ĕленĕшĕн район администрацийĕн хисеп грамотисене Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта истори предметне вĕрентекен А.Давыдова, Кĕтеснерти технологи учителĕ А.Ларионов, "Вăрмар районĕнчи пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн управляющи компанийĕ" тулли мар яваплă обществăн специалисчĕ О.Нарсова, Вăрмарти тĕп больницăн тухтăрĕ - акушер-гинекологĕ О.Прохорова, терапевчĕ О.Степанова, тирпей-илем кĕртекенĕ С.Петрова, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ Т.Макарова тивĕçрĕç. Çавăн пекех Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулти "Созвездие" ятлă параппанçăсен отрядне районăн обществăлла пурнăçĕнче активлăх кăтартнăшăн район администрацийĕн Тав çырăвĕпе чысларĕç.

Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсенчен 11-мĕш классенчен 82 ача, çак шутра Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкултан 52 ача вĕренсе тухрĕ. 230 ача 9-мĕш классене пĕтерчĕ. Уйрăмах палăртса хăвармалла, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкултан 15 çамрăк кăçал ылтăн медальпе вĕренсе тухрĕ. Шкултан вĕренсе тухакансем пурте экзаменсене ăнăçлă тытса алла аттестатсем илчĕç.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика