Çак кунсенче Вăрмар районĕнче ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — Чăваш Республикин экономика аталанăвĕпе пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Дмитрий Иванович Краснов пулчĕ.
Чи малтанах Дмитрий Иванович Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕпе Дмитрий Геннадьевич Ивановпа районăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕпе, Чăваш Республикин 2020-2025 çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн Комплекслă программин тĕп енĕсемпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç. Ун хыççăн вĕсем «Светлана» тулли мар яваплă обществăна çитсе курчĕç. Асăннă предприятин обществăлла, социаллă-экономикăллă пĕлтерĕшĕ Вăрмар районĕшĕн питĕ пысăк. Кунта хĕллехи тата çуллахи ĕç тумтирĕ, тÿшек-минтер çиттисем, курткăсем, халатсем çĕлессипе вăй хураççĕ. Паянхи кун тĕлне предприятинче 72 çын ĕçлет. Çавăн пекех Чупай ял тăрăхĕнче тата Элĕк районĕнче филиалсем уçнă /10 тата 20 ĕç вырăнĕ\. Çĕлекен продукцин пысăк пахалăхĕ тата саккассене вăхăтра пурнăçлани предприятинче производство калăпăшне, ĕç вырăнĕсен шутне ÿстерме, ĕç укçине тата налуксене вăхăтра тÿлеме май панă. Районти 14 промышленноç предприятийĕнчен, туса кăларнă продукцин пĕтĕмĕшле калăпăшне кура, 2019 çулхи пĕтĕмлетÿ тăрăх, «Светлана» тулли мар яваплă обществăн тÿпи 14,5 процентпа танлашнă. 2020 çулхи январь-июнь уйăхĕсенче предприяти 424,0 пин тенкĕ тупăш тунă /налук хуриччен\, ку вăл 2018 çулхипе танлаштарсан 107 процент пулать.
Дмитрий Краснов çĕвĕ предприятийĕн производство процесĕпе паллашрĕ. Директорпа Светлана Белоусовăпа калаçнă май вăл Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан хушăвĕпе Чăваш Республикинче инвестиципе предпринимательлĕх пуçарулăхне аталантарас, предпринимательсен прависене хÿтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен Координаци канашне туса хунине палăртрĕ. Координаци канашĕ инвестицисен пĕрлехи политикине йĕркелессипе тата предпринимательсен ĕçĕ-хĕлне лайăх условисемпе тивĕçтерессипе ĕçлĕ. Дмитрий Иванович Светлана Николаевнăна оборудовани туянма тата бизнеса аталантарма тĕрлĕ инвестици проекчĕсене активлă хутшăнма сĕнчĕ.
А.ЧЕРНОВ.