Çак кунсенче Вăрмар районĕнче ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин Ми­нистр­сен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Геннадьевич Артамонов, çавăн пекех Чăваш патшалăх аграри университечĕн ректорĕ Андрей Евгеньевич Макушев тата «Чувашский» агрохими службин патшалăх центрĕн директорĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Александр Петрович Коршунов пулчĕç.

Сергей Геннадьевич «Свебрата» тулли мар яваплă общество ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ, унăн территорийĕнче районти ял тăрăхĕсен, хресчен-фермер хуçалăхĕсен пуçлăхĕсемпе, Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн Вăрмар районĕнчи уйрăмĕн ĕçченĕсемпе канашлу ирттерчĕ. Канашлăва Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ Д.Иванов, райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ — организаципе контроль ĕçĕн пайĕн начальникĕ Н.Павлов, райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ — ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Н.Николаев хутшăнчĕç.

ЧР ял хуçалăх министрĕ С.Артамонов Чăваш Республикин 2020-2025 çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн Комплекслă программин тĕп енĕсем çинче чарăнса тăчĕ, республикăри ял хуçалăх аталанăвĕн тата ял территорийĕсен комплекслă аталанăвĕн патшалăх программисемпе çыхăннă ыйтусене хускатрĕ. Патшалăх агропромышленноç комплексне пысăк тимлĕх уйăрнине, пулăшу кÿнине палăртрĕ, çавăнпа тĕрлĕ проект­сене активлă хутшăнмаллине аса илтерчĕ. Унсăр пуçне пуçарулăх бюджечĕн программипе тĕрлĕ проектсене пурнăçлама, çавна май ял территорийĕсене аталантарма май килнине каларĕ. «Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса хальхи йышши ял хуçалăх техники туянма, выльăх-чĕрлĕх фермисем хăпартма, çав вăхăтрах расхутсен пысăк пайне саплаштарма пулать. Кăçалхи çур çулта, акă, республикăри аграрисем унчченхи виçĕ çулхинчен те нумайрах техника туяннă», — ăнлантарчĕ Сергей Геннадьевич. Çавăн пекех вăл ял хуçалăх отраслĕнче тăрăшакан çамрăк специалистсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтермелли программăпа паллаштарчĕ, ялта ĕçлесе пурăнакансене паракан çăмăллăхлă ипотека кредичĕ çинче чарăнса тăчĕ.

Чăваш патшалăх аграри университечĕн ректорĕ А.Макушев хăйсен вĕрентÿ учрежденийĕнче ял хуçалăх специалисчĕсене хатĕрлессипе тĕллевлĕ программа ĕçленине каласа пачĕ. «Чувашский» агрохими службин патшалăх центрĕн директорĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан А.Коршунов çĕре извеçлес тата фосфоритлас ĕçсем, усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртмелли проектсем пирки сăмах хускатрĕ.

Ял тăрăхĕсен, хресчен-фермер хуçалăхĕсен пуçлăхĕсен ыйтмалли сахал мар пулчĕ. Вĕсем проектсем хатĕрлес йĕрке, аграрисем тивĕçекен субсидисем тата ытти пирки те ыйтса пĕлчĕç.

Тĕлпулăва райадминистраци пуçлăхĕ Д.Иванов сăмах каласа вĕçлерĕ. Вăл пухăннисене ра­йон аталанăвĕшĕн тăрăшнишĕн тав турĕ, çамрăксене ялта ĕçлесе пурăнма мĕнпур условисемпе тивĕçтермеллине, пĕрле пĕр чăмăрта вăй хурсан ăнăçу пулассине палăртрĕ.

И.ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика