Кĕтнĕ пекех — ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăвăн кун йĕркинче суйлав теми тĕп вырăнта пулнă.
ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О.Николаев хăйĕн сăмахне пурне те тав тунинчен пуçланă: суйлавçăсене – сасăлава хутшăннăшăн, хăйĕншĕн сасăланă граждансене – пысăк шанăçшăн. Суйлав, ун шучĕпе, йĕркеллĕ иртнĕ. Паллах, çăхавсăр мар, анчах вĕсем пирки пысăк пĕлтерĕшлĕ тееймĕн – пĕтĕмĕшле ÿкерчĕке тĕксĕмлетеймĕç. Сасăлавăн малтанхи кăтартăвĕсемпе вара Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ А.Цветков паллаштарнă. Сасăлава суйлавçăсен 55,5% хутшăннă. «Паянхи куншăн лайăх кăтарту. Çапла вара суйлав пĕр турпа ăнăçлă иртрĕ, иккĕмĕш тур пулмĕ. Çак кăтартусем объективлă, тавлашусăр».
Олег Николаевшăн суйлавçăсен 75,68% сасăланă. Республика Пуçлăхĕн должноçне кам йышăнасси паллă пулнă май Александр Иванович Олег Алексеевича саламланă, граждансен шанăçне тÿрре кăларма суннă. Александр Андреев коммунистшăн сасăлава хутшăннисен 10,26% хăйсен сассисене панă. Виççĕмĕш вырăнта РЛДП кандидачĕ Константин Степанов – 5,49%. «Пенсионерсен» представителĕ Николай Степанов сасăсен 3,53% пухнă. Раççей патриочĕсен элчи Сергей Матвеев пиллĕкмĕш вырăнта – 2,12%.
Республика Пуçлăхĕсĕр пуçне çак кунсенче вырăнсенчи депутатсене те суйланă. Унта вара, А.Цветков палăртнă тăрăх, ĕç-пуç кăткăсрах: сасăсен 50% те никам та пухайман – конкуренци пысăк та çивĕч пулни куçкĕрет. Депутатсен Шупашкар хула пухăвĕн суйлавĕ можаритарлă майпа тата партисен списокĕсем тăрăх иртнĕ. Пĕр мандатлă округсенче 20 мандата «Пĕрлĕхлĕ Раççей» представителĕсем çĕнсе илнĕ. Пĕр мандата «Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей» элчине парĕç. Партисен списокĕсем тăрăх вара ÿкерчĕк урăхларах: «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн» 10 мандат пулĕ, РФКПн – 4, РЛДПн тата «эсерсен» - 3-шер, «пенсионерсен» – 2. Çĕнĕ Шупашкарта мандатсене çапла пайлĕç: «Пĕрлĕхлĕ Раççей» – 17, «Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей» – 5, коммунистсем – 2. Тепĕр мандата хăй тĕллĕн тăратнă кандидат илĕ.
Сасăлав темине пĕтĕмлетнĕ май О.Николаев ку суйлавра çĕнĕлĕхсем нумай пулнине палăртнă. Çав шутра – сасăлав уççăнлăхне, кандидатсен пĕртанлăхне, ыттине пырса тивекен самантсем. Çак çĕнĕлĕхсене Олег Алексеевич «вăрлăх акса хăварнипе» танлаштарнă: «Çав вăрлăхран ырă хунав шăтса çитĕнтĕрччĕ». Н.КОНОВАЛОВ.