IMG 1140

Июлĕн 8-мĕшĕнче Раççей Почтин кунĕ. "Раççей Почти" Федераллă патшалăх унитари предприятийĕн республикăри почта çыхăнăвĕн Управленийĕн Вăрмарти почтамчĕн коллективĕ те хăйсен профессиллĕ уяне паллă турĕ. Пирĕн районти почтамт Вăрмар тата Куславкка районĕсемпе Куславкка хулине пĕрлештерсе тăрать. Вăрмарти почтамт ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма кунти начальникĕн ĕçне вăхăтлăха туса пыракан Елена Васильевна ВАСИЛЬЕВАран ыйтрăмăр:

"Паянхи куна почта çыхăнĕвĕнче 26 уйрăм, çав шутра Вăрмар районĕнче 15, Куславкка районĕнче -11. Коллективăн тĕп никĕсĕ - почтальонсем. Вĕсен ĕçĕ пĕрре те çăмăл мар. Хĕртсе хĕвел пăхать-и, шартлама сивĕ-и, шывлă-шурлă, пылчăклă çанталăк-и пурпĕрех вĕсем çула тухаççĕ, хăйсен участокĕсенчи подписчиксем патне çитме васкаççĕ. Халăха куллен кирлĕ таварсемпе те тивĕçтереççĕ, пенси укçи те валеçеççĕ. 2018 çулхи апрель уйăхĕнчен вĕсем он-лайн режимĕнче ĕçлеççĕ. Халĕ клиентсем почтальонсем пулăшнипе килтен тухмасăрах коммуналлă тĕрлĕрен пулăшусемшĕн, налог тата штраф укçисене тÿлеме пулараççĕ. Çакă район центрĕнчен аякра вырнаçнă ялта пурăнакансемшĕн тата ытлах тухса çÿрейменнисемшĕн питĕ меллĕ.

Вăрмар тата Куславкка районĕсемпе Куславкка хулисенчи çыхăну уйрăмĕсенче банк пулăшăвĕсем те ĕçлеççĕ. Кунта счет уçма, банк карттисене илме, укçа хума тата илме, кредитпа çыхăннă ĕçсене пурнăçлама пулать. Çыхăну уйрăмĕсенче пулăшу ĕçĕсене çĕнетсех пыраççĕ. 2017 çулта операторсен, çыхăну уйрăмĕсенчи начальниксен ĕçĕсене çăмăллатас тĕллевпе пурне те çĕнĕ компьютерсем парса тивĕçтернĕ. Халĕ вĕсем çĕнĕ программăсемпе ĕçлеççĕ. Çакă предприятинчи документсен çаврăнăшне лайăхлатать тата клиентсен ыйтăвне васкавлă майпа тивĕçтерме май парать. Пирĕн ĕçе кадрсем татса параççĕ. Çавăнпа та вĕсем пысăк хисепре. Профессиллĕ уяв умĕн чи лайăх сотрудниксене ятранах аса илни вырăнлă пулĕ тетĕп. РФ Çыхăну тата массăллă коммуникаци министерствин Хисеп грамотипе Вăрмар почтамтĕнчи ертсе пыракан экономистра вăй хуракан Е. Степанова тивĕçнĕ. "Раççей Почти" ФПУП Тав çырăвне Вăрмар почтамчĕн производство участокĕсенчи çыхăну уйрăмĕсене почтăпа килнĕ таварсене илсе çитерекен Ю.Захарова тата Чупайĕнчи çыхăну уйрăмĕнчи 3 класлă почтальона Е.Александровăна парса хавхалантарнă. РФ Çыхăну тата массăллă коммуникаци министерствин Хисеп грамотине Арапуçĕнчи çыхăну уйрăмĕн начальникне Н.Ионовăна панă. ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп грамотине Вăрмар почтамчĕн 1 класлă çыхăну операторне Т.Чирковăна панă. ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн Тав çырăвне Тикашри çыхăну уйрăмĕн 3 класлă почтальонне Г.Воробьевăна тата Вăрмар почтамчĕн 1 класлă почтальонне Е.Петровăна, ЧР почта çыхăнăвĕн Управленийĕн Хисеп грамотине Пысăк Енккассинчи çыхăну уйрăмĕн начальникне Л.Петровăна, ЧР почта çыхăнăвĕн Управленийĕ Тав çырăвне Вăрмар почтамчĕн Чулкасри çыхăну уйрăмĕн 3 класлă почтальонне Н.Петровăна панă. Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн Хисеп грамотине Вăрмар почтамчĕн ертсе пыракан бухгалтерне Г.Федоровăна, Вăтакасри çыхăну уйрăмĕн 3 класлă почтальонне Г.Павловăна, Вăрмарти 1 класлă çыхăну операторне М.Николаевăна, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн Тав çырăвне Энĕшпуçĕнчи çыхăну уйрăмĕн 3 класлă почтальонне Л.Никифоровăна парса хавхалантарнă. Çитĕнÿ пурин тăрăшулăхĕнчен те килнине пирĕн коллектив лайăх ăнланать. Çавăнпа та эпир пурте туслă ĕçлетпĕр. Пурне те профессиллĕ уяв ячĕпе саламласа ăнăçу, сывлăх, ырă кун-çул сунатăп".

А.НИКОЛАЕВА калаçнă.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика