Çĕршывра «Мама в моде — Россия» социаллă проект шайĕнче «Амăшĕсен кунĕ» ятпа мероприятисен марафонĕ пынине хаçат вулакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ. Халĕ, марафон тапхăрĕнче, тĕрлĕ конкурссем, акцисем иртеççĕ.

WDL1FIz65OoАсăннă марафона Вăрмар ра­йонĕнчи пултаруллă хĕрарăмсем те активлă хутшăнаççĕ. Вĕсем хушшинче — Чулкас ялĕнче пурăнакан, кунти библиотека заведующийĕн­че тăрăшакан Наталья Юрьевна Мои­сеева. Тутлă хуплу пĕçерсе вăл хăйĕн юратнă çемйипе — мăшăрĕпе Александр Николаевичпа, пĕчĕк хĕрĕсемпе Софьăпа тата Ульянăпа — «Чăваш Енри амăшĕсем юратса апат-çимĕç хатĕрлеççĕ» акцине, «Манăн çемье чăваш Енре» сăн­ÿкерчĕксен конкурсне хутшăнма кăмăл тунă.

Пурнăçа юратакан, унăн илемне туйма пĕлекен, çăмăл ал-ураллă, çăлтăр евĕр çиçекен хăмăр куçлă Натальăпа çывăхрах паллашар-ха. Чулкас ялĕнче Валентина Ивановнăпа Юрий Георгиевич Владимировсен çемйинче çуралса ÿснĕ вăл, икĕ хĕртен — кĕçĕнни. Ялти шкулта 9 класс пĕтернĕ хыççăн Шупашкаралла çул тытнă, Чăваш механикăпа технологи техникумне вĕренме кĕнĕ. Техникумра вĕреннĕ чухнех хăйсен ял çамрăкĕпе Александр Николаевич Моисеевпа çемье çа­­вăрнăскер алла диплом илсен тă­ван ялне таврăннă. Вăл вăхăтра Чулкасри библиотекăра заведующи пулса ĕçлекен Надежда Анатольевна Владимирова хăйне библио­текăна ĕçлеме чĕнсен Наталья хаваспах килĕшнĕ, кăштах вăхăт иртсен вара хăй те заведующи тивĕçĕсене пурнăçлама пуçланă. Анчах та библиотекăра ĕçлеме ятарлă пĕлÿ кирлĕ, çапла вара Наталья Чăваш патшалăх культурăпа искусство институтĕнче 5 çул заочно вĕренсе кăçал дипломлă пулса тăнă.

Наталья Юрьевнăна чулкассем хисеплеççĕ, ырă сăмахсем кăна калаççĕ, районта та ăна нумайăшĕ пĕ­лет, мĕншĕн тесен хăйĕн ĕçне чунтан парăнса, тулли кăмăлпа пурнăçлать вăл. Хальхи саманара библиотека ĕçĕ-хĕлĕ тĕрлĕ енлĕ, вăл чăн-чăн культура вучахĕ, аталану центрĕ. Кунта тĕрлĕ литературăпа паллашма кăна мар, кăсăклă мероприятисене, пухусене хутшăнма та пулать. Аслисене те, ачасене те биб­лиотекăра интереслĕ пултăр тесе тăрăшать Наталья Юрьевна, уйрăмах шкул ачисемпе тачă çыхăнса ĕçлет. Каникул вăхăтĕнче вара ача-пăча библиотекăран татăлма та пĕлмест. Чулкас ял тăрăхĕнчи Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ пулнă май Наталья Юрьевна тĕлпулусем ирттерет, ял пурнăçĕпе çыхăннă ыйтусене татса пама хутшăнать. Пĕтĕмлетсе каласан, кашнинпех пĕр чĕлхе тупма пултарать çамрăк библиотекарь, вăй-халĕ вĕ­ресе тăрать.

Активлă, хастар Наталья Юрьевна яланах куç умĕнче темелле: тăтăшах тĕрлĕ конкурссене, акцисене хутшăнать, çав шутра интернетра иртекеннисене те. «Çулталăк библиотекарĕ-2017» конкурсра вăл «Ăнăçу çулĕпе» номинацинче çĕнтернĕ. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн кăçал райадминистраци пуçлăхĕн Тав хут­­не, обществăлла ĕçсенчи активлăхшăн культура ĕçченĕсен районти профсоюзĕн грамотине тивĕçнĕ тата ытти те. Хăйĕн юратнă хĕрĕсене те творчество çулĕпе илсе пырать. 2-мĕш класра вĕренекен Софья, акă, çулсеренех тенĕ пек СССР халăх артистки В.Кузьмина ячĕллĕ регионсем хушшинчи художествăлла сăмах конкурсне, «Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш» видеоконкурса хутшăнса малти вырăнсене йышăнать, районти ача-пăча искусство шкулĕнче хорта юрлать, самбо секцине çÿрет. 5-ри Ульяна та амăшĕпе аппăшĕнчен ырă тĕслĕх илсе çитĕнет. Çемье пуçлăхĕ Александр Николаевич вара мăшăрĕпе хĕрĕсемшĕн чăн-чăн тĕрек, вĕсене çитĕнÿсем тума хавхалантарса пырать. Наталья Юрьевнăн хунямăшĕ Лидия Михайловна та ывă­лĕпе кинĕшĕн, мăнукĕсемшĕн тă­рăшать, вĕсене пулăшать. Урăхла каласан, туслăн пурăнаççĕ Моисеевсем. Кулленхи ĕçсене те пĕрле пурнăçлаççĕ, пушă вăхăта та çума-çумăн ирттереççĕ, çемьери тăнăçлăхпа лăпкăлăха малти вырă­на хураççĕ. Унтан ытла мĕн кирлĕ?..

И.ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика