remontА.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче юсав ĕçĕсем малалла пыраççĕ.

Аса илтеретпĕр, вĕсем «Спорт - пурнăç никĕсĕ» регион шайĕнчи проектпа килĕшÿллĕн пулса пыраççĕ. Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ Д.Иванов, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн начальникĕ Н.Иванова çак кунсенче юсав объектĕнче пулса кунти лару-тăрупа паллашрĕç. Хальхи вăхăтра кунта спортзалта 19 мм хулăнăшлă юман паркет сараççĕ. Стенасене иккĕмĕш хут сăрламалла.

«Спортзал урайне сармалли ĕçсене ноябрĕн 25-мĕшĕнче тытăнтăмăр. Кунне 70 тăваткал метр лаптăк плитка хуратпăр. Урайне сарса пĕтернĕ хыççăн виçĕ хутчен сăрламалла, типсессĕн спорт хатĕрĕсем лартмалла», - пĕлтернĕ «Ясень 21» тулли мар яваплă общество представителĕ В.Иль­ин. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Д.Иванов Спорт шкулĕнчи ĕçсене вăхăтра тата пахалăхлă вĕçлемеллине каланă.

Э.МИХАЙЛОВА.

Сергей Витальевич АРХИПОВ, Вăрмарти Спорт шкулĕн директорĕ:

«Вăрмарти Спорт шкулĕнчи юсав ĕçĕсене малтанлăха палăртнă тăрăх августăн 10-мĕшĕнчех туса пĕтермелле пулнă. Анчах та подрядлă организаци ĕçсене ĕлкĕртейменнине пула объекта вăхăтра туса пĕтермен. Çавна пула сентябрь уйăхĕнче хушма килĕшÿ туса çĕнĕ срокпа килĕшÿллĕн Спорт шкулĕнчи тĕп юсава кăçалхи декабрĕн 20-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме палăртнă. Шупашкарти «Дуслык» акционерлă хупă общество подрядлă организаци ку хутĕнче ĕçсене вăхăтра туса пĕтерме шантарать. Пĕтĕмĕшле паянхи кун тĕлне ĕçсене 95 процента яхăн пурнăçланă. Спорт çуртне тĕпрен юсама 10 миллион ытла укçа-тенкĕ уйăрнă, çак суммăран 7 миллион ытла тенкипе усă курнă».

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика