IMG 0647

IMG 0655Кĕрхи пуянлăх — хĕл каçмалăх, -тенĕрен çĕр ĕçченĕ çĕнĕ çул пуçлансанах ытлă-çитлĕ тупăш илессишĕн тăрăшма тытăнать. Тăрăшни вара нихăçан та сая каймасть, çĕр -аннемĕр хăйне хисепленине питех те юратать, тупăшпа тавăрать. Кĕрхи тухăçа пуçтарса кĕртсен, çĕр çинче вăй хуракансене чаплă уяв кĕрекине ларсах мухтаççĕ.
Ноябрĕн 18-мĕшĕнче районта ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноçăн кунне уявларĕç. Çĕр çинче ырми-канми тăрăшакансем çак уява чăннипех те тивĕçлĕ.
Кăçалхи çанталăк ял хуçалăх ĕçченĕсене чăннипех те чи йывăр экзамен тыттарнăнах туйăнчĕ. Çуркунне шăрăх пулчĕ, унтан çĕр типсе асапланчĕ, каярахпа çумăрĕ лÿшкентерме тытăнчĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене мĕн çитĕннине пухса кĕртсе ĕлкĕрчĕç, тухăçĕ те аван пулнине палăртрĕç аграрисем. Шел пулин те, йĕпе-сапана пула çĕр улми самаях шар курчĕ. Районти ял хуçалăх ĕçченĕсем, темле йывăрлăх умĕнче те алла усса ларма хăнăхманскерсем, вăй çитнĕ таран кĕрхи пуянлăха сутмалăх та, çимелĕх те, вăрлăхлăх та пухса кĕртме пултарчĕç. Тĕплĕнрех хаçатăн çитес номерĕнче вулăр.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика