Историри паллă пулăмсем çулран çул хыçа юлса пыраççĕ, апла пулин те астăвăма упрама, ăна чăннипех те хаклама пĕлекенсем пуртан шкул ачисем çамрăкранах паттăрсем çинчен пĕлсе ÿсеççĕ. Пинер ялĕнче иртнĕ кунсенче, акă, Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсене — пĕртăван Константин Ивановичпа Василий Иванович Ивановсене халалласа мемориал хăми уçрĕç.
Асăну хăмине пиччĕшĕпе шăллĕ выляса ÿснĕ тăван кил стени çине вырнаçтарнă. Çапла Пинерти Ахплат урамĕнчи 25-мĕш номерлĕ çурт тăван çĕршывăн историне кĕрсе юлчĕ. Асăну хăмине торжествăлла лару-тăрура уçнă çĕре хисеплĕ хăнасем, Пинерти шкулта вĕрентекенсемпе шкул ачисем, вăрçă участникĕсен тăванĕсем, ял çыннисем пухăнчĕç. Вĕсен шутĕнче Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн вице-президенчĕ, пушар хуралĕн хисеплĕ ветеранĕ В.Нягин, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ В.Александров, Пинер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.Симонова, Вăрмарти муниципаллă округăн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ, Пинерти шкул директорĕ Г.Боредский, Вăрмарти муниципаллă округăн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ В.Шигильдеев, Шăхалĕнчи чиркÿ настоятелĕ Е.Филиппов иерей, Афганистанри тата Çурçĕр Кавказри хирĕç-тăрусен ветеранĕ О.Ширшов тата ыттисем те пулчĕç. Асăну хăмине вăрçă хирĕнчен тăван яла таврăнса çемье çавăрнă Василий Ивановичăн ывăлĕсем Владимир Васильевичпа Николай Васильевич пĕрле уçрĕç. Пинерти шкулта 5 класра вĕренекенсем Арина Петровăпа Яна Семенова вăрçă участникĕсен Константин Ивановичпа Василий Иванович Ивановсен биографийĕсемпе паллаштарчĕç. Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунă паттăрсене шăплăх минучĕпе асăнчĕç, асăну хăми умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Евгений Филиппов иерей мемориал хăмине Турă шывĕпе сăвапларĕ. Паянхи кун асăну хăми вырнаçнă килте Василий Ивановичăн ывăлĕ Владимир Васильевич хăйĕн çемйипе пурăнать. Сакăр пĕртăван çитĕннĕ вĕсем пĕр килте. Владимир Васильевич палăртнă тăрăх, хăйĕн ашшĕне тата ашшĕпе пĕртăванне хисеплесе мемориал хăми уçас ĕçре Пинерти шкул директорĕ Герман Станиславович Боредский, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн вице-президенчĕ Василий Николаевич Нягин пысăк активлăх кăтартнă.
БИОГРАФИРЕН:
Константин Иванович Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн икĕ хутченхи кавалерĕ, иккĕмĕш тата виççĕмĕш степеньлĕ Мухтав орденне, икĕ хутчен «Хăюлăхшăн» медале тивĕçнĕ. Вăл 1922 çулхи июнĕн 14-мĕшĕнче çуралнă. Ялти шкул хыççăн колхозра ĕçлеме пуçлать. Малалла вĕренес ĕмĕтпе çамрăк каччă Вăрмарти шкула вĕренме каять, анчах та вĕренсе пĕтереймен — вăрçă пуçланнă. Связистсен шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн фронта ăсатаççĕ ăна. К.И.Иванов аслă сержант 1944 çулхи декабрь уйăхĕнче пуçне хунă. Вăл 22 çулта кăна пулнă. Константинăн шăллĕ Василий, 1926 çулта çуралнăскер, Аслă Отечественнăй вăрçăн иккĕмĕш степеньлĕ орденĕн кавалерĕ пулса тăнă, «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн», «Берлина илнĕшĕн» медальсене тивĕçнĕ. Фронтран таврăнсан Василий тăван ялта çемье çавăрнă, 8 ача ашшĕ пулнă.
Э.МИХАЙЛОВА.