текен ваттисен сăмахĕ Вăрмар поселокĕнчи Валентина Георгиевнăпа Владислав Васильевич Павловсен çемйи пирки каланăнах туйăнать. Вĕсен икĕ ывăл – Эдуардпа Андрей. Ывăлĕсем те, ырăна курса çитĕннĕскерсем, ашшĕпе амăшĕ пекех тарават та ырă кăмăллă. Çынна яланах пулăшма хатĕр.
Çемье чăрмавсем умĕнче пĕр вырăнта чарăнса тăмасть, малаллах ĕçлет. Ачисем çамрăк чухне В.Павлов хăй вак предпринимательлĕх йĕркелесе ĕçе пуçăннă. Халĕ кунта малтанхи предприятинчен палламалла мар улшăнса кайни куç умĕнчех. Тĕрлĕрен цехсем пĕрин хыççăн тепри кĕрлесе кăна лараççĕ, техники те çителĕклех. Ывăлĕсем аслă пĕлÿ илсе ашшĕпе амăшне пулăшма тăван поселока таврăнса ĕçе тытăннă. Ачисен ĕçĕ пирки ашшĕ кăмăллăн каланине итлеме çав тери аван пулчĕ. «Ачасем ура çине çирĕп тăни кама савăнтармĕ. Халĕ эпĕ хам çинчен яваплăха сирнĕ тесен те тĕрĕсех. Предприятине аслă ывăл хăй çине илме кăмăл тунине çемьере ырласа йышăнтăмăр. Халĕ «Павлов Э.В.» уйрăм çын предприниматель ячĕпе тăрать. Кĕçĕн ывăл Андрей ăна пур енчен те пулăшса пырать. Ывăлсем ку ĕçе пĕтĕмпех хăнăхса çитнĕ. Малашлăха çирĕп пăхаççĕ. Хальхи йышши станоксене пĕтĕмпех вĕсем ĕçлеттереççĕ. Ĕçре çамрăксем пурри компьютер технологийĕпе те ĕçлеме май парать. Лазерпа тата плазмăпа касакан станоксем çинче тимĕре мĕнле кирлĕ, çавăн пек эрешлесе касса хатĕрлетпĕр. Ĕçĕ те хăвăрт пулать, рабочисем те нумай кирлĕ мар, таварĕ те пахалăхлă. Çавăнпа та ăна туянакансем те чылай. Производство территорийĕнче çĕнĕ, ăшă цехсенче вырнаçтарнă автоматизациленĕ майпа ĕçлеме пултаракан оборудованисем пĕр тикĕссĕн ĕçлеççĕ. Пурне те çынна шанса мар, хамăр вăя шанса ĕçлетпĕр», – терĕ В.Павлов цехсене кăтартса çÿренĕ май. Тирпейлĕ хуçан пур çĕрте те хăтлăх хуçаланать. Кашни цехĕнче тап-таса та тирпейлĕ. Тимĕр листисене касса тĕрлĕрен пайсем туса хатĕрлеççĕ цехсенче. Ĕçленĕ хыççăн юлакан тимĕр-тăмăрăн пĕр пĕчĕк татки те сая каймасть кунта, тĕрлĕрен япаласем ăсталаççĕ. Хура, çутă тимĕртен касса хуçалăхра кирлĕ япаласем тăваççĕ. Мунча валли тĕрлĕ йышши кăмакасем, шашлăк пĕçермелли тĕрлĕрен мангалсем, аш-какай тĕтĕмлетмелли /коптильня\, кил хуçалăхĕнче кирлĕ печка-прачкăсем, тĕрлĕрен калăпăшлă теплицăсем, харпăр хăй килĕнчи пахчара ĕçлеме юрăхлă сухапуçсем тата ыттисене те туса хатĕрлеççĕ, пĕтĕмпе çырса та пĕтерес çук. Пĕчĕк коллектив пысăк ĕç пурнăçлать. Вĕсем туса кăларакан продукцине Мускав таранах килсе туянаççĕ. Ытларах хамăр республикăри тĕрлĕрен хуласемпе ĕçлени пирки калаççĕ Павловсем. Кунта туса кăларакан таварсене кашни çулах анлăлатса, модернизацилесе пыраççĕ ĕçченсем. Хальхи вăхăтра вĕсем печка-буржуйка ăсталаççĕ. Çакăн пек кăмакана вĕсем Украинăра пыракан ятарлă çар операцине хутшăнакан хамăрăн салтаксене хĕллехи сивĕ кунсенче палаткăсене ăшăтма 7 штук парса янă. Унсăр пуçне салтаксене çар операцийĕсенче кирлĕ пулакан таварсене тата апат-çимĕçе те чылай суммăллăх туянса парса янă ырă кăмăллă, çынна яланах пулăшма хатĕр предпринимателĕн çемйи.
Харпăр хăйне мĕнле япала кирлĕ – саккаспа та ăсталаса параççĕ кунта. Мунча кăмаки валли чулсем те туянма пулать. Кунта туса кăларакан таварсене «Вăрмар пасарĕ» муниципаллă унитарлă предприятин территорийĕнче вырнаçнă Павловсен «Мастерок» лавккинче та сутаççĕ.
«Ырă туни çĕре ÿкмест», – теççĕ халăхра. Павловсен те ырăлăхĕ çĕре ан ÿктĕр.
А.НИКОЛАЕВА.