babushki«Эпир авалхи йăлана - çынсене пулăшассине - çирĕп пăхăнатпăр. Раççей Президенчĕ В.Путин пире çак ĕçе туса пыма хăйĕн тĕслĕхĕпе хавхалантарать, - тенĕ ЧР Пуçлăхĕ О.Николаев. — Чăваш Енре мобилизациленĕ граждансен çемйисене кÿрекен пулăшу вăхăтра çиттĕр тесе пур енлĕ тăрăшаççĕ».

Раççей пуласлăхĕшĕн ятарлă çар операцине хутшăнакансене пурте май килнĕ таран пулăшаççĕ. Салтаксен амăшĕсемпе мăшăрĕсен, тăванĕсемпе ял çыннисен пулăшăвĕсĕр çав тери йывăр. Ялсенче, хулара пурăнакансем чылайăшĕ хальхи вăхăтра «Эпир пĕрле» Пĕтĕм Раççейри ыркăмăллăх акцине хутшăнаççĕ. Ялсенче пурăнакансем никам хушмасăр тата хис­темесĕрех мобилизациленисемпе Раççей салтакĕсене валли çăм нускисем çыхаççĕ. Алăпа çыхнă пĕр мăшăр çăм нуски те кил ăшшине аса илтерсе вăй пама пултарать. Вăрмар районĕнчи ытти халăхпа пĕрле Кавал ялĕнчи Галина Борисовна Смирновăпа Алефтина Алексеевна Авакова та кучченеçсем, ăшă япаласем пуçтарса парса ячĕç ентешсем валли. Хăйсен ятĕнчен пулăшма пултарнишĕн савăнчĕç вĕсем.

1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче те совет халăхĕ ăшă япаласемпе, апат-çимĕçпе тултарнă посылкăсем ăсатнă фронта. Япаласем ăшĕн­че вара салтаксем валли сывлăхпа ăнăçу сунакан çырусем, ача-пăча ÿкерчĕкĕсем пулнă. Çĕнĕ ĕмĕрте те çакă тепĕр хут пулса пырать.

Г.ИВАНОВА, Кавалти культура çурчĕн заведующийĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика