PЗ.ПАВЛОВА, «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн тĕп редакторĕ: «Чăваш Республикин Пуçлăхĕ О.Николаев Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕпе паллаштарчĕ. Хăйĕн калаçăвĕнче О.Николаев 2022 çулта пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетрĕ, малашлăх тĕллевĕсене палăртрĕ.
Чăваш Енре промышленность, строительство, ялхуçалăхĕ пысăк хăвăртлăхпа аталанса пыраççĕ.
Ялхуçалăх отрасльне тĕрев парассипе чылай ĕçсем туса ирттернĕ. «Чăваш Енре туса кăларнă продукцине çĕршывăн тулаш енне сутассин калăпăшĕ унчченхи çулпа танлаштарсан иртнĕ çул 3 процент ытла ÿснĕ. Хамăр регионта туса кăларнă продукцие эпир Китай, Беларусь, Казахстан, Армени, Таджикистан çĕршывĕсене тивĕçтерме пултартăмăр», - тесе палăртрĕ ЧР Пуçлăхĕ О.Николаев. Çавăн пекех Олег Алексеевич Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă çырăвĕнче Чăваш Енре выльăх-чĕрлĕх пăхассине 2025 çулччен ăнăçлă аталантарма çывăх вăхăтра стратеги хатĕрлемеллине каларĕ. Ял тăрăхĕсенче ку енĕпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем аталанса пыни ялсен малашлăхĕ пуррине палăртать. Сăмахран пирĕн Вăрмар тăрăхĕнче мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе, сĕт туса илессипе «Иванов В.А.», «Иванов Н.А.» хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Сăмахран, иртнĕ çул «Иванов В.А.» хресчен /фермер/ хуçалăхĕ сĕт - 1638 тонна /пĕр ĕне пуçне 7032 килограмм/, аш-какай 75 тонна туса илнĕ.
«Хăмла çитĕнтерес ĕçе ытларах тимлĕх уйăрмаллине, çавна май ку енĕпе ятарласа çул-йĕр карттине тумаллине каларĕ Олег Алексеевич ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче. Палăртма кăмăллă: юлашки çулсенче пирĕн районта хăмла туса илессипе «АгроРесурсы» тулли мар яваплă общество ăнăçлă ĕçлесе пырать. Вĕсен хăмла участокĕн лаптăкĕсем 32 гектарпа танлашаççĕ. Иртнĕ çул тата тепĕĕр 4 гектар çинче хăмла калчисем лартса хăварнă. 2022 çулта 50 тонна хăмла туса илнĕ. Пурлăхпа техника базине те çулран-çул çирĕплетсе пыраççĕ вĕсем. 2019 çулта «АгроРесурсы» тулли мар яваплă общество 12 миллион тенкĕлĕх хăмла типĕтекен агрегат туяннă. Эппин, Вăрмар тăрăхĕ кăçал та хăмла çитĕнтерессипе малта пыракансенчен пĕри пуласса шанас килет.
Иртнĕ çул пирĕн республикăра наци проекчĕсем вĕрентÿ, медицина, культура сферинче ăнăçлăн пурнăçланса пынă. Яллă вырăнсенче культура çурчĕсем, фельдшерпа акушер пункчĕсем, шкулсем хăпартнине палăртрĕ О.Николаев. Çавăн пекех республикăра туризма аталантарассипе чылай ĕçсем пурнăçламаллине каларĕ вăл.
2023 çул - «Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ». Ачасене пĕтĕм енчен пулăшасси тата вĕсен ачалăхне çутăрах, телейлĕрех тăвасси пирĕн тĕп тĕллев тесе палăртрĕ Олег Алексеевич.
«Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Çырăвĕнче палăртнă задачăсем республикăна аталантармалли тĕп тĕллевсем шутланаççĕ, вĕсене пурнăçласси Чăваш Енре пурăнакансемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулмалла», - терĕ ЧР Пуçлăхĕ О.Николаев.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика