IMG 2498Вăрмар муниципаллă округĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унăн темисем çаксем пулчĕç: ЧР Пуçлăхĕн ЧР Патшалăх Канашне янă кăçалхи Çырăвĕ, çул-йĕре хĕллехи тапхăрта пăхса тăрас ĕç йĕрки, çулсене нормативпа килĕшÿллĕ йĕркелессипе çыхăннă задачăсем.

Информушкăн членĕсем чи мал­тан Вăрмар поселокĕнчи интернационалист-салтак монуменчĕ умĕнче Совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнине халалланă митингра пулчĕç. Унта Афган вăрçин ветеранĕсем, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн представителĕсем, шкул ачисем, муниципаллă округра пурăнакансем йышлăн хутшăнчĕç.

Пухăннисен умĕнче ЧР строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн заместителĕ И.Ионочкин, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕ В.Шигильдеев, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Ю.Иванов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Зорин, Вăрмарти территори пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан А.Петров, РФ Хĕç-Пăшаллă Вăйĕсен ветеранĕ М.Пуклаков, Афган вăрçин ветеранĕсен районти Канашĕн председателĕ О.Кузьмин сăмах илчĕç. Афганистанри пулăм çулран-çул хыçа юлса пырать пулин те совет салтакĕсен паттăрлăхĕ хăйĕн хакне çухатманнине палăртрĕç.

Митинга хутшăнакансем Афган вăрçине хутшăнса çапăçу хирĕнче куçĕсене хупнă ентешсене асăнса шăплăх минучĕ ирттерчĕç, интернационалист-салтак монуменчĕпе Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ умне чĕрĕ чечексем, гирляндăсем хучĕç.

infМалалла информушкăн членĕсем хăйсен тÿрĕ тивĕçĕсене пурнăçларĕç: халăхпа тĕл пулса кун йĕркинчи ыйтусене сÿтсе яврĕç. ЧР строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн заместителĕ И.Ионочкин, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕ В.Шигильдеев, строительствăпа çул-йĕр хуçалăхĕн пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан В.Анисимов Арапуçĕнчи территори пайĕнче пулчĕç. Кунта пурăнакансем вĕсене культура çуртĕнче кĕтсе илчĕç.

Информушкăн руководителĕ И.Ио­ночкин ЧР Пуçлăхĕ О.Николаев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче палăртнă мероприятисене пурнăçлама пуçланине каларĕ. Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕ В.Шигильдеев Арапуçĕнчи территори пайĕнче 2023 çулта пурнăçлама планланă проектсем çинче чарăнса тăчĕ. Ялта врач амбулаторийĕ хăпартма, пуçарулăх бюджечĕн программи шайĕнче 600 метр ытла тăсăлакан асфальтлă çул тума палăртнă. Çавăн пекех Василий Викторович муниципаллă округра туризма аталантарма майсем пулнине каларĕ. Сăмах Атнаш ялĕнчи «Аруна» этнокомплекс пирки пычĕ. Проекта Мускав шайĕнче те ырланă. Хальхи вăхăтра комплекс çумне коммуникацисем илсе пырассипе проект ĕçĕсем хатĕрлеççĕ. Автомобиль çулĕсен юсавĕ пирки калаçнă май В.Шигильдеев кăçал «Вăрмар — Кавал — Нурлат» автоçула Кивĕ Вĕренер ялĕ патне çитичченех юсасси çинчен пĕлтерчĕ.

Ялта пурăнакансен хăйсен те ыйтмалли, пĕлмелли чылай пулчĕ. Вĕсем Арапуçĕнче шкул тăвассипе, культура çуртне тĕпрен юсассипе, Е.Никитин тата Крупская урамĕсем хушшинчи тăкăрлăка уçассипе çыхăннă ыйтусемпе кăсăкланчĕç.

Энтриялĕнчи территори пайĕнче те калаçу хĕрÿ иртрĕ. Кунта ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Зорин, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Ю.Иванов, территорисене тирпейлессипе тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх енĕпе ĕçлекен секторăн заведующийĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан А.Егоров ĕçлерĕç. Чи малтан вĕсем халăхпа ялти культура çуртĕнче тĕл пулчĕç. Пухăннисем тăван тăрăхĕшĕн чунтан хумханни тÿрех палăрчĕ, вĕсем çивĕч ыйтусене хускатрĕç. Тĕслĕхрен, çамрăксем пурăнма ялтах юлччăр тесен мĕн тумалла, яла мĕнле аталантармалла? Вăрçă ачисем пирки йышăннă Саккун мĕнлерех ĕçлет? Ялта производство уçакансене тĕрлĕ çăмăллăхсемпе тивĕçтерсен аван пулать тесе калаçрĕç.

Паллах, пĕлтерĕшлĕ ыйтусем хушшинче шыв тата çул-йĕр ыйтăвĕсем тĕп вырăнта. Энтриялĕнче шыв ыйтăвĕ уйрăмах çуллахи кунсенче пăшăрхантарать. Шыв çитменнине шыв пăрăхĕсем кивелнипе сăлтавлаççĕ — вĕсене 1976-78 çулсенчех хывса хăварнă пулнă. Апла улăштармалла. Çавăн пекех пухăннисем «Энĕш — Пăртас — Шăплат» автоçула реконструкцилессине, çул хĕррисене вĕтлĕхрен тасатассине сÿтсе яврĕç.

Тĕлпулу Пысăк Енккассинчи вăтам шкулăн Энтриялĕнчи уйрăмĕнче малалла тăсăлчĕ. Кунта шкул çулне çитмен 25 воспитанник çÿрет тата шкул çулĕнчи 7 ача пĕлÿ илет. Шкул директорĕ Л.Кириллова Энтриялĕнчи уйрăмăн çуртĕнче юсав ĕçĕсем пурнăçлас ыйтăва хускатрĕ. 1979 çулта хута кайнă çурта йĕркере тытас тесен сахал мар ĕçлемелле паллах: канализацине те улăштармалла, çивиттине те юсамалла тата ытти те. Информушкăн членĕсем Энтрияль халăхĕпе хускатнă хăш-пĕр ыйтусене вырăнтах пăхса тухрĕç, хăшĕ-пĕрне контроле илсе çитес вăхăтра татса пама шантарчĕç. Пĕтĕмлетсе каласан, Пĕрлехи информаци кунĕ тухăçлă иртрĕ.

Н.ШИШКИНА, И.ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика