IMG 2367Совет Союзĕн Правительстви пирĕн çарсене Афганистан территорийĕнчен илсе тухнăранпа 34 çул та çитрĕ. Афган вăрçи совет халăхĕшĕн вунă çула тăсăлнă, хăрушă хирĕçтăрура Совет Союзĕ 15 пине яхăн салтака çухатнă.

Пирĕн çарсене Афганис­тан­ран илсе тухнă кун — афганец-ветерансен уявĕ те, çав вăхăтрах пуçне хунă интернационалист-салтаксене асăн­мал­ли хурлăхлă кун та. Çак пал­лă пулăм ячĕпе Вăрмар поселокĕнчи интернационалист-салтаксене халалла­нă монумент умĕнче торжествăлла митинг иртрĕ. Унта Афган вăрçин ветеранĕсем, Вăрмар муниципаллă округĕн администраци­йĕн представителĕсем, шкул ачи­сем, муниципаллă округра пурăнакансем йышлăн хутшăнчĕç.

Пухăннисен умĕнче ЧР строитель­ствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕр­пе коммуналлă хуçалăх минист­рĕн заместителĕ И.Ионочкин, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕ В.Шигильдеев, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Ю.Ива­нов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Зо­рин, Вăрмарти территори пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан А.Пет­ров, РФ Хĕç-Пăшаллă Вăйĕсен ветеранĕ М.Пук­лаков, Афган вăрçин ве­те­ра­нĕсен районти Канашĕн председателĕ О.Кузьмин тухса калаçрĕç. Çар тивĕçне чыслăн пурнăçланă афганец-салтаксене тав сăмахĕсем каларĕç. Вăрçă вучĕ витĕр тухнă ентешĕмĕрсене яланах асра тымаллине, çамрăксен вĕсенчен тĕслĕх илмеллине, тăван çĕршыва юратмаллине, унăн историне хисеплемеллине палăртрĕç.

Афган вăрçине хутшăнса çапăçу хи­рĕнче куçĕсене хупнă ентешсене асăнса шăплăх минучĕ иртрĕ, унтан пухăннисем интернационалист-салтаксене халалланă монументпа Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ умне чĕрĕ чечексемпе гирляндăсем хучĕç.

Афган вăрçине хутшăнса паттăрлăх кăтартнă вăрмарсем хушшинче — Виталий Петрович Николаева палăртса хăвармалла /ÿкерчĕк çинче\. Урал тăрăхĕнче çуралнă вăл, ачалăхĕпе çамрăклăхĕ Энĕшпуç ялĕнче иртнĕ. 1984 çулта салтак ячĕ тухсан малтанах 3 уйăх вĕренÿре пулнă, унтан çамрăка Афганистана янă. Виталий Петрович Кандагар провинцийĕнче службăра тăнă. Сержант званине панă ăна. Служба вăхăтĕнче тĕрлĕ операцисене хутшăннă, колоннăсене хуралланă, засадăсене хирĕç тăнă. Тăван киле Виталий Петрович 1986 çулта Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе таврăннă. Ăна вăл çар заданине ăнăçлă пурнăçланăшăн, хăюлăхпа паттăрлăхшăн тивĕçнĕ. Унсăр пуçне ытти наградăсем те парса чысланă ăна.

Хальхи вăхăтра Виталий Петрович çемйипе Чупай ялĕн­че пурăнать, стройка ĕçĕн­че ĕçлет. Мăшăрĕпе пĕрле икĕ ывăл çуратса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вĕсене икĕ мăнукĕ савăнăç кÿреççĕ.

И.ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика