ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев çăмăл мар лава туртма пуçланăранпа виçĕ çул çитрĕ. Çак тапхăр мĕнле ĕçсемпе палăрса юлнине хакламалăх та пур. ЧР Пуçлăхĕн çак тапхăрти ĕçĕ-хĕлне халалласа «Экватор. Три года с Олегом Николаевым» ятарлă проект шайĕнче эксклюзивлă интервью кун çути курчĕ. Интервьюра Олег Николаев республика умĕнче тухса тăракан йывăрлăхсене мĕнлерех çĕнтерсе пыни пирки хăйĕн шухăш-кăмăлне палăртать. Малтан пандеми, вара санкцисем, ятарлă çар операцийĕ, мобилизаци...
Паянхи кун тĕлне, Чăваш Ен Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, Чăваш Республикин Правительстви çирĕпленсе çитсе хăйĕн ĕçне Раççей Федерацийĕнчи кирек хăш субъекчĕпе те конкуренцие кĕме пултарнă пек йĕркеленĕ.
Юлашки çулсенче агропромышленноç комплексĕнче ырă улшăну чылай. Федераци тата республика бюджечĕсенчен ял хуçалăхне пулăшма уйăракан укçа виçи çулсерен пысăкланса пырать. Ял хуçалăх техники тата оборудовани туянма пулăшса вĕсен хакĕн 40 процентне саплаштарни уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Стратегиллĕ аталану сессийĕ шайĕнче Вăрмар муниципаллă округĕ хăйĕн инвестици портфельне хÿтĕленĕ. Унпа килĕшÿллĕн Вăрмар муниципаллă округĕнче çитес çулсенче темиçе проект пурнăçланмалла. Вĕсенчен пĕри Вăрмарти сĕт-çу завочĕпе хатĕрленĕ проект. Проектсем пурнăçа кĕни пирĕн Вăрмар тăрăхĕшĕн аталану никĕсĕ пулса тăрĕ.
Çавăн пекех хуçалăхсен пĕчĕк формисене – фермерсене, уйрăм предпринимательсене, ял хуçалăх потребитель кооперативĕсене, уйрăм çынсен хушма хуçалăхĕсене – пулăшнине те пысăка хурса хаклатăп. Çав шутра - «Агростартап», «Перспектива», «Çемьен выльăх-чĕрлĕх ферми» грантсем. Агропромшыленность комплексĕ – район экономикин тĕп секторĕ. Паянхи кун тĕлне районта 9 ял хуçалăх предприятийĕ, 89 хресчен-фермер хуçалăхĕ, ял хуçалăх потребительсен кооперативĕ – 2, çавăн пекех 10 пине яхăн уйрăм хушма хуçалăх ĕçлет. Çав шутра 2022 çулта çĕнĕ 5 хресчен-фермер хуçалăхĕ ĕçе пуçăннă, вĕсенчен «Никоноров Ю.П.» хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕтĕн çитĕнтерме 2,9 млн тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ. 2022 çулта Вăрмар район экономики, пĕтĕм çĕршыври пекех, санкцисемпе çыхăннă çăмăл мар условисенче малалла аталанса пынă. Экономика аталанăвĕн тĕп çăлкуçĕсенчен пĕри – вак тата вăтам бизнес. 2023 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне Вăрмар районĕнче вак тата вăтам предпринимательствăн 650 субъектне регистрациленĕ, çав шутра уйрăм çын предпринимательсем – 553 çын, пĕчĕк предприятисемпе юридици сăпатĕнчи çынсем – 97. Пĕтĕмĕшле районпа илсен, ĕçлекен 2894 çынран вак предпринимательствăра вăй хуракансен шайĕ 62,3 процент шутланать.
Леонид СТЕПАНОВ,
Вăрмар муниципаллă округĕн экономика,
çĕрпе пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ