Иртнĕ кунсенче ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев «тÿрĕ лини» ирттерсе республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Ыйтусене тĕрлĕ каналпа маларах йышăнма пуçланă та — пĕтĕмпе 1 пине яхăн ыйту пухăннă. Олег Николаев икĕ сехете пынă тÿрĕ эфирта 30 ыйтăва хуравласа ĕлкĕрнĕ.
Пĕрремĕш ыйту пирĕнтен — Вăрмарсенчен пулчĕ. Пинер ялĕнче пурăнакан 5 ача амăшĕ Анастасия Филиппова ячĕпе ялти çынсене пурне те хумхантаракан ыйтăва пачĕ /ÿкерчĕк çинче\. Пинер ялĕнче çĕнĕ ФАП ларать, анчах та кунта хальхи вăхăтра тулли ставкăпа ĕçлесе халăха йышăнма пултаракан медицина ĕçченĕ çук. Ялсенче çĕнĕ ФАПсем туса лартни питĕ лайăх-ха, анчах та вĕсенче ĕçлекен специалистсем çитсе пыманни çивĕч ыйту. Олег Николаевран ял территорийĕсенче ĕçлесе пурăнакан кадрсене хатĕрлессипе республикăра мĕнле мерăсем йышăннине ыйтнă Анастасия Филиппова.
ЧР Пуçлăхĕшĕн, паллах, ку ыйту çĕнĕ мар — ялсенче медицина кадрĕсем çитменнине вăл лайăх пĕлет. Паянхи кун тĕлне тĕрлĕ профильпе 350 специалист кирлĕ. РФ Президенчĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн врачсене, пуçламăш сыпăкри специалистсене хушма тÿлевсем параççĕ. Чăваш Енре çак тÿлеве 7 пине яхăн çын илет. Тата 300 пине яхăн медике республика бюджетĕнчен уйăракан укçапа хавхалантараççĕ. Хушма тÿлев виçи 4,5 пинрен пуçласа 18 пин тенкĕ таран. Пĕлтĕр 191 çын ял тăрăхĕсенчи сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене ĕçе вырнаçнă. Паян 366 студента кайран яла килсе ĕçлеме тĕллевлĕн вĕрентеççĕ, çак йыш ĕçе кÿлĕннĕ май çитес икĕ-виçĕ çултах ялти шурă халатлă çынсен дефицичĕ сирĕлмелле. Тĕслĕхрен, «Земство тухтăрĕ», «Земство фельдшерĕ» программăсем ĕçлеççĕ. Çавăн пекех пирĕн районти Хĕрлĕçыр ялĕнчи Надежда Федотова та ыйту çитернĕ. Ăна ялта клуб туса лартас ĕç кăсăклантарнă. Çĕнĕ йышши модульлĕ клуба Хĕрлĕçырта 2023 çулта пуçарулăх бюджечĕпе усă курса туса лартма палăртнă. Çакăн валли 2709000,00 /икĕ миллион та çич çĕр тăхăр пин\ тенкĕ кирлĕ. Унсăр пуçне Надежда Федотова ялти Николаев урамĕнчи çул япăх пулни пирки пĕлтернĕ. Çак кунсенче комисси çак çул пирки тивĕçлĕ йышăнусем туса хатĕрлĕ. Çĕнĕ Вĕренерти Владимир Кондратьев ялти клуба юсасси пирки ыйтнă. Ку клуба та ятарлă комисси пăхса тухнă хыççăн тивĕçлĕ йышăнусем тума палăртнă. Владимир Григорьевич Кондратьева мĕнле йышăну тунине пĕлтерĕç.
Паллах, ятарлă çар операцийĕпе çыхăннă ыйтусем те пулчĕç. Çĕнĕ Шупашкар хĕрарăмĕ упăшкине, виçĕ ача ашшĕне, мобилизациленĕскере, киле таврăнмашкăн пулăшма ыйтать. Химиксен хулинчи çар комиссариатне кайнă, анчах унта ку ыйтăва республика Пуçлăхĕ, тивĕçлĕ комисси председателĕ, татса парать тенĕ-мĕн. Олег Алексеевич хăй призыв комиссийĕн председателĕ пулнине палăртрĕ, çавна май призывниксемшĕн, чăнах та, яваплă, анчах та ентешсем çар чаçĕнче тĕк — ку Оборона министерствин, çав шутра унăн тытăмĕнчи çар комиссариачĕсен яваплăхĕ. «Хăшĕсем яваплăха ыттисем çине йăвантарма юратаççĕ», - тенĕ май вăл хĕрарăм ыйтăвне хăйĕн çинчен сирмерĕ — Чăваш Ен Пуçлăхĕ республикăра пурăнакан кашни çыншăн яваплă. Ыйтăва тишкерме шантарчĕ.
ТОП-10 ыйтусен йышне сĕт хакĕ йÿнелсе пынипе çыхăннисем кĕнĕ. Чылай çын çак ыйтăва панă ЧР Пуçлăхне. Ку енĕпе Хĕрлĕ Чутай округĕнчи пĕр хĕрарăмран видеоыйту эфира тухрĕ. Кашни ир патшалăха сĕт панине палăртрĕ вăл, анчах та юлашки кунсенче унăн хакĕ йÿнелсе пыни кăмăла хуçнине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех Вăрмар тăрăхĕнчи Чупай ялĕнче пурăнакан Венера Сергеева та, хăйĕн ĕçне самозанятăй пек йĕркеленĕскер, хуçалăхĕнче 3 ĕне тытаканскер, сĕт хакĕ чакса кайнипе çыхăннă ыйту панă пулнă Чăваш Ен Пуçлăхне.
Олег Николаев сĕт хакĕпе çыхăннă ыйту чи çивĕччисенчен пĕри пулнине палăртрĕ, тĕпрен илсен Шупашкарти сĕт-çу завочĕ хупăннине пула вăл йÿнелсе кайнине пĕлтерчĕ. «Чăваш Енре те, ытти регионсенче те сĕт нумай. Сĕте курттăммăн туянакансем сĕт нумай пулнине кура çак лару-тăрупа усă курса унăн хакне чакараççĕ. Ĕне тытакансене пулăшас тĕллевпе эпир кашни ĕне пуçне укçа патăмăр иртнĕ çулсенче. Пĕлтĕртенпе вара хăйсен ĕçне самозанятăй пек йĕркелекенсене пулăшатпăр». ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕне усракансене патшалăх енчен пулăшас тĕллевпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнасса пĕлтерчĕ.
Регионăн ертсе пыракан центрĕ пĕтĕмлетнĕ тăрăх, республикăра пурăнакансене ытларах ЖКХпа, çулсемпе, врачсем патне йышăнăва электрон мелĕпе çырăнассипе çыхăннă ыйтусем пăшăрхантараççĕ, çакă «тÿрĕ линире» те палăрчĕ. Олег Николаев граждансенчен йышăннă пĕр ыйту та хуравсăр юлмассине шантарчĕ: «Республика Правительствин управлени командинче çырман правило пур: пирĕн ĕçе пырса тивекен ыйтусене ыттисем çине йăвантармалла мар, пачах тепĕр майлă — кирлĕ пулсан вĕсене татса памашкăн хамăрăн ĕçтешсене явăçтармалла».
Сăнÿкерчĕкĕ Ирина Данилован, текстне Эвелина Михайлова хатĕрленĕ.