Православи тĕнне ĕненекенсемшĕн чи çутă та пысăк, чи кĕтнĕ уяв — Аслă Мăнкун çывхарса пырать.
Мăнкун служби хыççăн Аслă типĕ вĕçленет, Турра ĕненекенсем хĕретнĕ çăмартапа, тăпăрчран хатĕрленĕ пасхăпа, тутлă куличпе сăйланаççĕ. Пылак, тутлă, илемлĕ кулич кашнин сĕтелĕ çинчех çак кун хăйĕн вырăнне тупать, çынсем Иисус Христосăн Çутă Чĕрĕлĕвĕшĕн савăнса, унăн ырăлăхне мухтаса кулич тутанаççĕ, типĕрен тухаççĕ. Мăнкун куличĕ — Иисус Христос символĕ. Уяв сĕтелĕ çинчи кулич Турă кунтах, пирĕн тĕнчере, çынсем хушшинче пулнине пĕлтерет, Турă çынсемшĕн пăшăрханнине, вĕсене хĕрхеннине палăртать.
Уяв умĕн Вăрмар райповĕн тытăмне кĕрекен «Общепит» тулли мар яваплă обществăра, çăнăхран апат-çимĕç пĕçерекен цехра, Мăнкун куличĕсем пĕçерме тытăннă. Туянакансем патне çитериччен куличсене, çавăн пекех ытти апат-çимĕçе те, йăлана кĕнĕ йĕркепе кĕлĕ туса, Турă шывĕ сапса сăваплаççĕ. Çак тĕллевпе «Общепит» тулли мар яваплă обществăра Михаил Архангел ячĕллĕ Вăрмарти чиркÿ настоятелĕ Елисей Илларионов иерей пулчĕ. Кĕлле «Общепит» ĕçченĕсем те хутшăнчĕç.
«Мăнкун куличĕ — чĕрĕлÿ, савăнăç, шанчăк палли. Эй, Çÿлти Туррăмăр! Çак апат-çимĕçе пилле! Пире хăвăн ырăлăхунтан кăлармасăр сыхла, эпир çак çимĕçсене астивсе, эсĕ паракан нихăçан пĕтми ырăлăхупа, калама çук ырă тивлетпе тăранар», — Елисей атте хыççăн ыттисем те çак сăмахсене чунри чи ăшă туйăмсемпе пăшăлтатрĕç.
Елисей атте тин кăна пиçсе тухнă, сивĕнме те ĕлкĕреймен, çиелтен шурă глазурьпе витнĕ тутлă шăршăллă çемçе куличсене Турă шывĕпе сапрĕ, пухăннисене: «Мăнкун куличĕ кашнин сĕтелĕ çинче пултăр! Турăпа пĕрле çÿрĕр!» — тесе пиллерĕ.
Турă шывĕ сапса сăвапланă куличсене Вăрмар райповĕн кашни лавккинчех туянма пулать.
Ирина ДАНИЛОВА