Çуркунне — çутçанталăк чĕрĕлнĕ тапхăр кăна мар, тавралăха тирпейлемелли тата тасатмалли вăхăт та.
Вăрмар поселокĕнчи 2 номерлĕ «Колосок» ача садĕнчи «Солнышко» ушкăнри воспитанниксем те субботнике тухрĕç. Çурхи ăшă та лăпкă кун кăмăла çĕклерĕ, пурте туслăн, хаваслăн ĕçлерĕç. Хăйсен лаптăкне çÿп-çапран, хыт хураран, типĕ çулçăсенчен хăвăрт тасатса тухрĕç, клумбăсене тирпейлерĕç. Эпир тăрăшнипе татах та илемленнĕ çут тĕнче çине пăхма еплерех кăмăллă!
Ачасене тасалăхпа тирпейлĕхе мĕн пĕчĕкрен хăнăхтармалла, кунта вара вĕсене субботниксене хутшăнтарни питĕ пулăшать. Кирек мĕнле ĕç те пысăк пĕлтерĕшлĕ, ĕçрен пăрăнмалла мар тесе вĕрентмелле. Паллах, вĕсем аслисемпе пĕр тан ĕçлеймеççĕ, анчах та пĕрле ĕçлени ачасене ăс-хакăл енчен тĕрĕс воспитани пама пулăшать. Пурте пĕрле тăрăшуллăн вăй хунă хыççăн тирпейленнĕ территори куçа савăнтарать, кашни ача çак ĕçе хăйĕн чун ăшшине хывнă.
Пилĕк çулхи ачана ĕç йĕркине вĕрентмелле: ĕçе тытăниччен тĕллев лартмалла, ĕç результачĕ мĕнлерех пулать-ха тесе шухăшласа илмелле, мĕн хыççăн мĕн тумаллине палăртмалла, кирлĕ инструментсене суйламалла, ĕçе хăй тĕллĕн пурнăçламалла /воспитателĕн ăна кăштах пулăшмалла\. Ачана çак ĕçе мĕншĕн шăпах та паян тата палăртнă йĕркепе пурнăçламаллине ăнлантарни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ĕçсем тĕрлĕрен пулаççĕ — интереслисем те, кăштах йывăртараххисем те, анчах та вĕсене пурпĕр пурнăçламалла, ачан вара çакна ăса хывмалла.
Тулта ĕçлени çутçанталăка юратма хăнăхтарать. Çутçанталăка юратакан, уншăн тăрăшакан çын Тăван çĕршывăн пуянлăхне çирĕплетессине мала хурать, пĕтĕм чĕрĕ чуна тимлĕх уйăрать, хăйĕн ĕçне те хисеплет.
Пурте пĕрле ушкăнра ĕçлени ачасене пĕр чăмăра пухать, ĕçчен, яваплă пулма хăнăхтарать, савăнăç кÿрет. Шкул çулне çитмен ачасене ĕçлеме вĕрентни вĕсен кăмăл çирĕплĕхне, творчествăлла енĕсене, ăс-хакăлне аталантарать, пĕр-пĕринпе хутшăнма хăнăхтарать. Паллах, ĕçне ачасен çул ÿсĕмне кура йĕркелесе ирттермелле, çапла вĕсен сывлăхĕ те, ÿт-пĕвĕ те çирĕпленет.
Венера ИВАНОВА, воспитатель