Чăваш Республикине ертсе пыма тытăннăранпа виçĕ çул çитнĕ май панă интервьюра регион Пуçлăхĕ Олег Николаев наци ыйтăвĕсене тимлĕхсĕр хăварманни питĕ кăмăллă. Вăл республикăпа, чăвашлăх тымарĕпе çыхăннă çынсем хăйсене чăваш тесе йышăнччăр, чăваш пулнишĕн мăнаçланччăр тесе активлă ĕçлемелле тесе палăртать. «Чĕлхе тата культура пирĕн пурнăçăн уйрăлми пайĕ пултăр тесе тăрăшмалла. Чĕлхене вĕрентессине те хальхи вăхăтра ăна ăнланччăр тата кулленхи пурнăçра унпа усă курма пултарччăр тесе йĕркеленĕ», — тет Олег Алексеевич, шкулсенче, ача сачĕсенче чăвашла калаçнишĕн савăннине калать.
Çамрăк ăрăва чăваш чĕлхипе культурине юратма, унăн хаклăхне ăнланма хăнăхтарса çитĕнтерес ĕçре пирĕн, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен, тÿпи пысăк. Йăх-несĕлĕмĕрсем ăçтан тымарланнине ăнлантарса ÿстерни ачасене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма, ура çинче çирĕп тăма пулăшать. «Тăван чĕлхе — иксĕлми ăс-тăн çăлкуçĕ», — тенĕ ваттисем. Çак çăлкуçĕнчен эпир мĕн ачаранах тумламăн-тумламăн вăй илсе ÿсетпĕр.
Эпир, чăвашсем, чăвашла калаçатпăр. Мĕн тери илемлĕн, хăватлăн янăрать пирĕн тăван чĕлхе! Чăваш чĕлхи пуррипе чăваш халăхĕ пур, мĕншĕн тесен чĕлхе нацие пĕлтерекен паллăсенчен чи кирли. Чăваш чĕлхи чăваш халăхĕн наци пуянлăхĕ пулса тăрать. Пирĕн Патриархăмăр Иван Яковлевич Яковлев пулас ăрăва тăван чĕлхене упрама пиллесе каланă: «Халăхăн ăс-тăнĕпе унăн пĕтĕм тĕнче курăмне тăван чĕлхе чун парать. Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук», — тенĕ.
Тăван халăхăн пуян историйĕ чăваш тĕрринче те упранать. Тĕрĕре чăвашăн чунĕ тесе ахальтен каламаççĕ. Тĕрĕ тăван халăхăмăрăн чунне, унăн шалта пытаннă кăмăлне, тĕнче курăмне уçса парать.
Чăваш чĕлхи яланах мăнаçлăн янăратăр — килте те, урамра та, шкулта та, ялта та, хулара та! Илемлĕ чăваш тумĕ куçа илĕрттĕр! Чăваш халăхĕн пуян историйĕ малашлăхалла хăюллăн утăмлама вăй парса пытăр!
Людмила ЦЫФАРКИНА, Чупайри тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен
Сăнÿкерчĕк çинче: Çĕрпÿри аграрипе технологи техникумĕнче вĕренекен хĕрсем чăваш тумĕсемпе. Сăнÿкерчĕк авторĕ Ирина Данилова.