IMG 5037Совет вăхăтĕнче ĕç династийĕсем çĕршывĕпе кĕрлесе тăнă темелле, хальхи вăхăтра вара ку сайра-хутра кăна тĕл пулакан пулăм.

Учительсен, тухтăрсен династийĕсемпе никама та тĕлĕнтереймĕн, аграри династийĕсене вара пÿрнепе шутласа кăларма пулать. Ялта юлса ашшĕ-амăшĕн ĕçне малалла тăсаканĕсем сахал. Уйра, фермăра е складра иртекен ĕç кунĕсем вăй-хала сахал çимеççĕ, çавăнпа та ял хуçалăхĕнче тăрăшакансен ăруран ăрăва куçакан пархатарлă профессийĕ уйрăмах пысăк хисепре. Епле пулсан та чĕре хушнипе ялта юлса ашшĕ ĕçне малалла тăсаканĕсем пур-ха пирĕн Вăрмар тăрăхĕнче. Тикаш ялĕнчи Людмила Николаевнăпа Николай Анатольевич Ивановсен çемйинче виçĕ ывăл ÿссе çитĕннĕ: Ваня, Дима, Андрей. Паянхи кун вĕсем ашшĕ ĕçне малалла çирĕппĕн тытса пырса Ивановсен ĕç династине тăсаканĕсем. Пур ĕçе те пĕрле канашласа туса пыраççĕ. Мĕн ачаранах комбайнпа та, тракторпа та чупма вĕреннĕ ывăлсем. Пурте çемьеллĕ вĕсем, ашшĕпе амăшне 6 мăнук парнеленĕ паянхи кун тĕлне.

Николай Анатольевичăн шăллĕ Владимир Анатольевич та районти чи тĕреклĕ хуçалăхсенчен пĕрне ертсе пынине пĕлетпĕр ĕнтĕ. Вĕсен кукашшĕ Илья Филимонович Филимонов 1946-1955 çулсенче Тикаш ялĕнчи колхоз председателĕнче ĕçленĕ пулнă. Пысăк утар пуçласа ĕçлеттерсе янă. Халĕ çак утара Николай Анатольевичăн кĕçĕн ывăлĕ Андрей пăхса тăрать, 100 вĕллене яхăн кунта. Тĕш-тырă çитĕнтернисĕр, утар тытса тăнисĕр пуçне ферма та ĕçлеттереççĕ хастарсем, кунта 90 пуç вăкăр усраççĕ. 2017 çулта «Çемье ферми» гранта хутшăнса çĕнсе илнĕ укçа-тенкĕпе пысăк ферма туса лартнă пулнă.

Тикаш ялĕнче пушă выртакан çĕр лаптăкĕсем çук, пуринпе те усă кураççĕ вырăнти фермерсем. Ивановсем Тикаш, Хĕрлĕçыр, Шăхаль ялĕсенчи, тутарсен çĕрĕсем çинчи — пĕтĕмĕшле 680 гектарпа ĕçлеççĕ. Кĕрхи культурăсем 100 гектар, çурхисем 500 гектар йышăнĕç, ытти çинче нумай çул ÿсекен курăксем. Аслă ывăлĕ Иван пĕр участок çинче «Свеча» ятлă элита тулă сортне акса пĕтерсе тепĕр лаптăк çинчи кĕрхи тулла апатлантарма пуçăнчĕ эпир пынă кун. Вăтам ывăлĕ Дмитрий çĕре культиваторпа кăпкалатать. Кĕçĕн ывăлĕ бензин патне вĕçтерчĕ. Николай Анатольевич хăй хут ĕçĕсемпе тĕп хуларан вĕçтерсе çитрĕ. Канăçсăр вăхăт хуçалăхра халĕ, анчах та вăл яланхи пекех çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа, шÿтлеме те ĕлкĕрет, йывăрлăхсене çăмăллăн ирттерме вĕренсе çитнĕ. Оптимист тетпĕр эпир Николай Анатольевич пек çынсене. 30 çултах вăл «Тегешевский» колхоз председателĕ пулнă, 36 çулта Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ — ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ пулса тăнă. Каярахпа вара хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркелесе хăйĕн çине ĕçлеме пуçланă. Ахальтен тытăнман ĕнтĕ вăл çак пысăк та яваплă ĕçе, çемьере ку темĕн малашне пĕр­ле ĕçлеме пултаракан виçĕ ывăл — виçĕ шанăç çитĕнсе пынă.

Ивановсем чăннипех те Вăрмар тăрăхĕнчи аграри династине тăсаканĕсем. Ăнăçу сунатпăр вĕсене пур ĕçре те!

Сăн ÿкерчĕк çинче: Николай Анатольевич Иванов аслă ывăлĕпе Иван Николаевичпа

Эвелина Михайлова

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика