nИртнĕ кунсенче Чăваш Енри талантлă ачасем Мускавра пулса курнă. Делегаци йышĕнче Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 9 класра вĕренекен Никон Мартынов та пулнă.

Ачасем «И.И. Картуков ячĕллĕ «Искра» машинăсем тăвакан конструктор бюровĕ» акционерлă обществăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Унăн генеральнăй директорĕ — Владимир Алексеевич Сорокин. Асăннă çулçÿреве шăпах вăл йĕркелесе ирттерме пулăшнă. Владимир Алексеевичăн ятне Раççейре кăна мар, çĕршыв тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Вăл малтанхи çулсенче çар çынни пулнă, ученăй-практик, пирĕн ентеш, Çĕрпÿ районĕнчи Опытный поселокĕн­че çуралнă. Унăн ăслăлăхри ĕçĕ-хĕлĕ пĕр пурнăçа кăна мар çăлса хăварма тата пирĕн çĕршывăн оборона тĕреклĕхне çирĕплетме пулăшнă.

«Искра» машинăсем тăвакан конструктор бюровĕн музейĕнче пулни ачасен асĕнче нумайлăха юлĕ. Кунта вĕсем предприяти никĕсленнĕренпе, 1946 çултанпа, туса кăларнă япаласемпе, унăн историйĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. «Искра» машинăсем тăвакан конструктор бюровĕ — Раççейри авиакосмос промышленноçĕн ертсе пыракан предприятийĕсенчен пĕри. Кунта самолетсем, ракетăсем, космос карапĕсем валли тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ механизмсем, хатĕрсем, двигатель пайĕсем туса кăларассипе ĕçлеççĕ.

Ачасен ракета тытăмĕпе, вăл мĕнле майпа ĕçленипе паллашма май пулнă, вĕсем «Искра» машинăсем тăвакан конструктор бюровĕн генеральнăй директорĕпе Владимир Сорокинпа тĕл пулса калаçнă. Унсăр пуçне ракетăсем валли двигательсем, çар самолечĕсем валли оборудовани пуçтаракан цеха кĕрсе курнă. Çавăн пекех ачасем валли Мускав хули тăрăх экскурси йĕркеленĕ.

Пирĕн талантлă ентешĕмĕр — Пысăк Енккасси шкулĕнче вĕренекен Никон Мартынов /сăн ÿкерчĕк çинче сылтăмран 4-мĕшĕ\ — çак çулçÿреве кайма хăйĕн пултарулăхне кура тивĕçнĕ. Вăл кăçал Мукаври политехника университечĕн Шупашкарти институтĕнче /филиалĕнче\ робототехника тата пилотсăр аппаратсем енĕпе иртнĕ республика шайĕнчи III уçă чемпионатра палăрнă, «Дронсен ăмăртăвĕ» квадрокоптерсен тупăшăвĕнче 14-17 çулхи çамрăксем хушшинче çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Унăн руководителĕ — информатика предметне вĕрентекен Аврора Петровна Григорьева.

Никон вĕренÿре чи лайăх паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пырать, информатикăпа, физикăпа кăсăкланать, республика, çĕршыв шайĕнчи конкурссемпе олимпиадăсенче малти вырăнсене йышăнать.

Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ

Сăн ÿкерчĕке уçă çăлкуçран илнĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика