IMG 6052Май уйăхĕ — çĕр улми лартмалли вăхăт. Вăрмар муниципаллă округĕнче пурăнакансем те май уйăхĕн ăшă кунĕсемпе усă курса пурте туслăн пахчана, уй-хире çĕр улми лартма тухнă. Çапла пулмасăр, сĕтел çинче «иккĕмĕш çăкăр» пулсан аптрамастпăр. Мĕн тĕрлĕ апат хатĕрлеме пулмасть пулĕ унран, уйрăмах тип çу çинче ăшаланă çĕр улми тутлă. Ун çумне хăяртан тата помидортан тунă салат пулсан вара — ку апата çитекенни ним те çук...

IMG 6033Анчах та çĕр улмине тухăçлă çитĕнтерес тесен нумай тар тăкмалла. Уйрăм хушма хуçалăх тытакансен мĕн чухлĕ ĕçлеме тивет те, çĕр улмине пысăк лаптăк çинче лартакан фермерсен вара ĕçĕ тата ытларах. Энĕшпуçĕнчи территори пайĕнчи çĕрсем çинче вăй хуракан «Иванова О.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче те çак кунсенче çĕр улми лартассипе тăрăшсах ĕçленĕ. Хаçат вулакансене çак хуçалăхри ĕç-хĕлпе паллаштарас тĕллевпе эпир Энĕшпуçнелле çул тытрăмăр.

Çанталăк ытармалла мар илемлĕ тăратчĕ: кăн-кăвак тÿперен сар хĕвел ăшшăн пăхать, тавралăх симĕсленнĕ, анлă уй-хирте техника сасси илтĕнет. Энĕшпуç ялĕнчен аякрах та мар тĕрлĕ-тĕрлĕ техника ĕçлени курăнать. Ку вăл шăпах та «Иванова О.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕн техники. Нью Холланд Т6090 трактор рулĕ умĕнче çĕр улми лартакан Иван Геннадьевич Иванов, хуçалăх пуçлăхĕн Ольга Анатольевнăн мăшăрĕ, çав вăхăтрах ĕçри заместителĕ те, пире яланхи пекех тараватлăн кĕтсе илчĕ. «Пĕрчĕллĕ çурхи культурăсене апрелĕн 27-мĕшĕнчех акса пĕтернĕ эпир. Тулă, урпа, пăрçа акрăмăр. Кĕрхисем 220 гектар çинче çитĕнеççĕ, вĕсем аванах хĕл каçнă. Халĕ, акă, çĕр улми лартма тухрăмăр. Ăна кăçал 20 гектар çинче лартма планларăмăр. Чылай çул ĕнтĕ «Гала» сортлă çĕр улмипе ĕçлетпĕр. Пурĕ вара çĕр улми лартассипе 23-мĕш çул вăй хуратпăр», — каласа пачĕ Иван Геннадьевич.

Вăл хăй трактор рульне тытса пырать пулсан, сажалка çинче Николай Семеновпа Сергей Пет­ров ĕçлесе пулăшаççĕ. Иван Геннадьевич пĕлтернĕ тăрăх, ĕçсене ăнăçлă пурнăçласа пыма хуçалăхра техника çителĕклĕ. Хальхи йышши тракторсене туянни те икĕ çул кăна çитнĕ. Çÿлерех асăннă Нью Холланд Т6090 трактор, сăмахран, спутник урлă автопилот мелĕпе ĕçлет, урăхла каласан кнопка çине пусмалла та — рульне тытмасăрах трактор палăртнă йĕрпе тÿп-тÿрĕ пырать. «Çĕр улми лартмалли агрегачĕ кăна кивĕрех, анчах ку вăл ĕçре ура хурса пымасть. Ĕçлеме тата меллĕрех пултăр тесе эпир ун çумне хамăр алăпах удобрени сапмалли хатĕр вырнаçтартăмăр. Çапла вара çĕр улмине те лартса пыратпăр, çав вăхăтрах апатлантарса та хăваратпăр», — тăсăлчĕ малалла калаçу. Патшалăх аграрисене тĕрлĕ енлĕ пулăшу кÿнĕ май хуçалăхра вĕсемпе тухăçлă усă курма тăрăшнине палăртрĕ Иван Геннадьевич. Ку вăл хуçалăха малалла аталантарма май парать. Чăваш Респуб­ликин 2035 çулчченхи социаллă-­экономикăллă аталанăвĕн Стратегийĕнче те ял хуçалăх ĕçченĕсене пулăшмаллине мала хунă.

Çемьепе пĕрле туслă ĕçлесен çитĕнÿ­сем тума пулатех. Çак сăмахсене Ивановсен çемйин тĕслĕхĕ те çирĕплетет. Ольга Анатольевнăпа Иван Геннадьевич хуçалăхри ĕçсене яланах пĕрле, пĕр тĕллевпе, пĕр­шухăшлăн пурнăçлаççĕ. Вĕсен виçĕ ачи те май килнĕ таран ĕçсене хутшăнать. Шупашкар хулинче ĕçлесе пурăнакан аслă ывăлĕ, акă, кашни канмалли кунсенчех тăван ялне васкать. Вăл, техникăпа ĕçлеме юратаканскер, ашшĕ-­амăшĕшĕн шанчăклă пулăшуçă. Унсăр пуçне Ивановсене çăмăл мар, анчах çав тери пĕлтерĕшлĕ ял хуçалăх ĕçĕнче çывăх тăванĕсем те яланах пулăшма хатĕр. Йышпа вара пур ĕç те ăнăçать.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика