Наркотикла тата психотроплă япаласемпе усă курни çыннăн психикине тĕпренех улăштарать. Вăл çынлăхне çухатать. Наркотикла япаласемпе усă кураканăн чунлăх, хĕрхенÿлĕх туйăмĕ пĕтет. Вĕсенче вĕчĕрхенÿлĕх, сÿрĕк­лĕх вăйлă аталанать. Вăхăт иртнĕçемĕн кун пек çынсемшĕн савăнăç валли черетлĕ дозăсем çитми пулаççĕ. Çакă нерв тытăмне, пуç мимине, ар органĕсене, пĕвере хавшатать. Наркотиксемпе тăтăшах усă куракан çирĕп сывлăхлă çынсем те 10 çултан ытла пурăнаймаççĕ. Наркомансем хушшинче ытларах СПИД, гепатит тата ытти нумай чир-чĕр сарăлать. Наркотик темле çирĕп кăмăллă çынна та ним мар çĕнсе илсе асап кăтартать. Наркотикпа иртĕхекенсене 16 çул тултарсан явап тыттарма пуçлаççĕ. Енчен те вăл çак палăртнă çула çитмен пулсан, вĕсемшĕн ашшĕ е амăшĕ явап тытать. Раççей Федерацийĕн административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексĕпе килĕшÿллĕн наркотикла тата психотроплă япаласемпе усă курнă хыççăн обществăлла вырăнта çÿрекенсене административлă майпа айăп­лаççĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика